АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур килет!

04 марта 2011 г.

Чăваш Енре çуркунне хальчченхинченăшăрах пулмалла.

Март çанталăк вылянса тăнипе асра юлĕ: сивĕ те пулĕ, ăшă та. Пĕрремĕш вунă кунлăхра кăнтăрла – 0... 5 градус, çĕрле – 3... 2 градус сивĕ, юр çусах каймĕ. Иккĕмĕш вунă кунлăхра каçпа 16 градус таран сивĕтме пултарать. Уйăх варринче кăштах юр çумалла. Виççĕмĕш вунă кунлăхра кăна 3 градус таран ăшăтма пуçлать. Уйăх вĕçĕнче хĕвеллĕ те ăшă кунсем пулĕç.

Апрель – сивĕ те типĕ уйăх, хальчченхинчен 2-3 градус сивĕрех пулать. Пĕрремĕш вунă кунлăхра – сивĕ, кăнтăрла та 5 градус кăна ăшă. Иккĕмĕш вунă кунлăхра юр хăвăрт ирĕлме пуçлать: кăнтăрла 2...7 градус ăшă, каçпа – 0...–5. Çав вăхăтрах хĕвеллĕ те типĕ пулать. Çакнашкал çанталăк уйăх вĕçленичченех тăрĕ. Юлашки темиçе кунта сывлăш температури 13...18 градус таранах ăшăнать.

Май ăшă та çумăрлă пулмалла. Пĕрремĕш вунă кунлăхра – 21... 26 градус ăшă, çумăр çăвать. Иккĕмĕш вунă кунлăхра та çумăр çусах тăрĕ, çуллахи пекех ăшă пулĕ. Виççĕмĕш вунă кунлăх-ра кăнтăрла 19... 24 градус ăшă пулĕ. Çумăр сахалтарах çăвĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика