02 марта 2011 г.
Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Чехири Новое Место хулинче юниорсемпе çамрăксен хушшинче биатлон енĕпе тĕнчери ăмăрту иртнĕ. Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче пирĕн ентеш Николай Якушов та пулнă. Çивĕч кĕрешÿре çирĕмри чăваш каччи чемпионатăн бронза тата кĕмĕл медалĕсене çĕнсе илнĕ.
Йĕлтĕрпе чупса тата пăшалпа тĕл персе Николай тăватă енлĕ ăмăртусенче палăрмаллах çитĕнÿсем тунă. 80 биатлонистран малтанхи ăмăртура 13-мĕш, иккĕмĕшĕнче 8-мĕш вырăнсене йышăннă. Уйрăм тупăшура вара виççĕмĕш вырăна тухса бронза медале тивĕçнĕ.
Эстафета ăмăртăвĕнче Раççей команди Германи спортсменĕсем хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă.
Николайăн ашшĕ - Виктор Якушов - Шăмăршă районĕнчи Васанта çуралса ÿснĕ. Тинĕс-Çар флотĕнче хĕсметре пулнă хыççăн Одессăри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Футбол вăййипе кăсăкланнă, хăй вăхăтĕнче çак енĕпе палăрма та ĕлкĕрнĕ. Мăшăрĕ вара - байдаркăпа ишессипе Украина чемпионки.
1997 çулта Якушовсен çемйи Шупашкара куçса килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ алă-ура çавăриччен Коля Васанта аслашшĕ патĕнче пурăннă. Икĕ çул вырăнти шкулта вĕреннĕ. Сăмах май, вăл Украинăра çуралнă.
Ентешĕн тĕп тĕллевĕ - Сочире иртекен Олимп вăййисене хутшăнасси, унтан çитĕнÿпе таврăнасси. Эпир вара каччăна пысăк ÿсĕмсем сунатпăр.