АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ Ивановсем

02 марта 2011 г.

 Пултаруллă та маттур çынсемпе пуян Шăмăршă тăрăхĕ. Çамрăксем çуралнă вырăнтах юлни, хăйсен ĕçне йĕркелеме пултарни савăнтарать. Акă Карапай Шăмăршăри Алексейпе Татьяна Ивановсем те хăйсен телейне шыраса инçете тухса кайман. Аслă пĕлÿ илнĕскерсем ялтах юлнă, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Паллах, çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Çапах та йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнать çамрăк çемье.

Агроном та, выльăх тухтăрĕ те

«Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетне пĕтернĕ эпĕ, - терĕ Алексей Владимирович. - Çар хĕсметне кайиччен Шупашкарти трактор тăвакан заводра кăштах ĕçлерĕм. Ĕç укçине лапшапа паратчĕç ун чухне. Хваттер туянасси пирки ĕмĕтленме те май çукчĕ. Унсăр пуçне тĕпкĕч пулнăран ялаллах туртăнаттăм».

Мăшăрĕ Татьяна Георгиевна та хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Вырăнти вăтам шкулта ачасене пĕр вăхăт чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Çамрăксем çемье çавăрнă хыççăн çĕр ĕçĕпе ĕçлеме тытăннă. Паян вĕсен 150 гектар çĕр пур. Ун çинче тĕш тырă «ытларах тулă», çĕр улми, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те сахалах мар: сăвакан ĕне пилĕк пуç, самăртмалли вăкăр шучĕ - çирĕм, виçĕ лаша, хĕрĕхе яхăн сурăх, пĕр пушмак пăру.

- Кун чухлĕ выльăха епле пăхса ĕлкĕретĕр? ыйтрăм тĕлĕнсе.

- Хальччен выльăх-чĕрлĕхпе хамăрах ĕçлеттĕмĕр-ха. Вĕсен шутне ÿстернĕрен пĕр çын тытма тиврĕ, - кăмăллăн пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Иртнĕ çулхи çанталăка пула ял çыннисем те, хăш-пĕр хуçалăх та выльăх шутне чакарчĕç. Ивановсем вара - пачах урăхла, ĕне пуçне те, вăкăрсен йышне те ÿстернĕ.

- Пĕлтĕрхи тухăçа ытти çулхипе танлаштараймăн, - шухăшлăн калаçать Алексей Владимирович. - Çапах та çĕр улмине кăштах сутма та пултартăмăр. Утă-улăм хамăр валли çеç пулчĕ. Юрать-ха виçĕм çулхи утă, тĕш тырă юлнăччĕ. Выльăх апатне çавсемпе саплаштаратпăр. Перекетлĕ пулни яланах вырăнлă.

Пуçтарса кĕртнĕ тухăçа упрама пахча çимĕç хранилищи, тыр-пул кĕлечĕ пур. Выльăх-чĕрлĕх тытмалли витене иртнĕ çул юсаса аслăлатнă. Унсăр пуçне Ивановсем пилорама та хута янă. Кунта ял-йыш çеç мар, таврари ялсенчен те килеççĕ. Карта-хуралтă, пÿрт-çурт тума тытăнсан хăма кирлех çав.

Паллах, тухăçа техникăсăр пуçтарса кĕртеймĕн. Виçĕ тракторпа икĕ комбайн, пĕр КамАЗпа çăмăл машина яланах юсавлă. Унсăр пуçне культиваторсем, косилкăсем, тюкламалли улăм хатĕр-хĕтĕрĕ те пур.

- Техникăна çĕнетес килет. Анчах та ку каллех укçапа çыхăннă. Халĕ чи малтан çур аки валли удобрени, топливо туянмалла, - пăшăрханарах пĕлтерет кил хуçи.

Калаçу ерипен вăрлăх хатĕрлесси çине куçрĕ. Германире кăларнă «Петкус» техникăпа усă курса Ивановсем ку ыйтăва хăйсемех татса параççĕ. «Кăçал вăрлăх çав тери хакланчĕ. Çавăнпа та туянса пĕтереймĕн», - терĕ Алексей Владимирович. Сăмах май, агроном ĕçне те хăйсемех пурнăçлаççĕ. Ку енĕпе вĕсене интернет самай пулăшать-мĕн. Паллах, выльăх тухтăрĕ пулма та тивет. «Укол та хамăрах тăватпăр, тĕрлĕ чир-чĕртен те сывататпăр, - сăмах çăмхине малалла сÿтет Татьяна Георгиевна. - Выльăх-чĕрлĕх çулсеренех урăх чирпе чирлет-çке...»

Туслă çемье

Пилĕк-ултă çул каялла Ивановсем çĕнĕ пÿрт тума пуçланă. Кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕсем иртсен вĕсем унта пурăнма куçнă. Хăтлă, икĕ хутлă çуртра ăшă та тирпейлĕ. Хулари хваттер ун патне пыраймĕ те. Урай виçĕ хутчен лакпа сăрланăран тĕкĕр пекех çап-çутă, сăн курăнать. Сивĕ шыв та, ăшши те пур.

-Ачасем ура çине тăччăр тесе эпир нумай тăрăшатпăр. Çурт хăпартма, шалти ĕçсене пурнăçлама чылай пулăшрăмăр, - тет Татьяна Георгиевнăн ашшĕ-амăшĕ. Сăмах май, вĕсем «Георгипе Зинаида Кошкинсем» Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче пурăнаççĕ. Апла пулсан та хĕрĕн çемйи патне час-часах килсе çÿреççĕ, çур аки, вырма вăхăтĕнче те пулăшаççĕ Ивановсене.

Кил хуçи хĕрарăмĕ пирки уйрăм сăмах каласа хăварас килет. Ĕçе тиркесе тăмасть вăл: уй-хир ĕçĕсене тунă чухне трактор çине ларать, унта-кунта тухса кĕме çăмăл машинăпа усă курать. Хастарлăхне, тăрăшулăхне шута илсех пулĕ Алексей Владимирович хресченпе фермер хуçалăхне мăшăрĕ ячĕпе йĕркеленĕ. Кил хуçи те аптрасах тăмасть: ĕне сума та ÿркенмест. Ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхне кура ывăлĕ Максим та харсăр çитĕнет. 6-мĕш класра вĕренекенскер ачаранпах çăкăр хакне ăнланса ÿсет.

- Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, - тет А.Иванов фермер. - Çулла иртен пуçласа çур çĕрччен ура çинче эпир. Хĕлле çеç канма вăхăт тупăнать. Çынсем пек тинĕс хĕррине е санатори-курорта каясси пирки шухăшлама та çук. Хуçалăха ăçта хумалла; Çĕр ĕçĕ пуйма та, выçса вилме те памасть тени тĕрĕсех. Тĕш тырă туса илме çеç миçе тĕрлĕ техника кирлĕ. Вĕсене вара пурне те укçалла туянмалла-çке. Çак бизнесăн тупăшне алла часах илеймĕн. Унсăр пуçне çĕр ĕçне патшалăх сума сусах кайманни те пăшăрхантарать. Сăмахран, пĕр килограмм хывăх 8 тенкĕ тăрать. Иртнĕ çул вăл 80 пусчĕ. Сĕт хакĕ вара 14 тенкĕ. Лавккари хак ÿсет, ял халăхĕнчен илекеннин - çук.

Пирĕн калаçăва тимлĕ итлекен З.Кошкина «Алексей Владимировичăн хунямăшĕ» çапла хушса хучĕ: «Килте выльăх тытнин усси пурах. Çур аки пĕтсенех ака пăтти тăватпăр: шашлăк, пăтă, какай шÿрпи пĕçеретпĕр. Уяв ячĕпе ятарласа така пусатпăр. Çак апата лавккаран туянас пулсан чылай укçа тăкакланать. Ĕçлемесĕр сĕтел тулăх пулас çук».

Çапла, авалхи чăваш йăлине çирĕп тытаççĕ Ивановсем. Ĕçченсене тав туса уявсем те ирттереççĕ. Ĕлĕкхи йăлапа ĕçсе-çисе савăннисĕр пуçне кашни çулах футболла выляса та ăмăртаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Апла пулсан ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ Карапай Шăмăршăсем.

Шăмăршă районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика