02 марта 2011 г.
- Эльвира Геннадьевна, Раççей предпринимательлĕхĕн историйĕ паянхи кун çеç пуçланман вĕт...
- Раççей предпринимательлĕхĕн аталанăвĕ 19 ĕмĕрчченех пуçланнă. Руçри алă ăстисем, купсасем пĕчĕк бизнеса пуçарса яраканнисем пулнă. 1803 çулта Пĕрремĕш Александр ирĕклĕ çăкăр туса илекенсем пирки указ кăларнă хыççăн вĕсен ретне хресченрен тухнă ĕçлĕ, пултаруллă çынсем те тăнă. 1861 çулхи реформа - çĕнĕ тапхăрăн пуçламăш утăмĕ. Ирĕке тухнă хресченсем уйрăм предприятисенче йышлăн вăй хума е хăйсен ĕçне йĕркелеме тытăннă. Çакă çĕршыва экономика енчен те çĕкленме, вĕçĕ-хĕррисĕр уйĕсене акса-лартса хăварма пулăшнă.
Революци хыççăн çĕршывра предпринимательлĕхе чарса лартни экономика аталанăвĕн шăнăрне пĕтерниех пулнă. Кĕске хушăра пайтаçăсене - экономикăн ăста йĕркелÿçисене - тĕп тунă.
- Çапах çĕрпе усă курнине, унпа хуçаланнине хăçан шута илме тытăннă-ши?
- Патшалăха йĕркелесе тытса пыма кирлĕ хыпарсене ĕлĕкренех пухнă. Авалхи Руçре çакă халăхран хырçă-марçă пуçтарма кирлĕ пулнă. Раççей империйĕн регионĕсенче ял хуçалăх çыравĕ час-часах иртнĕ, ăна вырăнти земство йĕркеленĕ.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ пĕрремĕш хут 1916 çулта Иккĕмĕш Николай правительствин пуçарăвĕпе иртнĕ. Вăрçă, юхăнчăк тата выçлăх тапхăрта перепись апат-çимĕç çитменлĕхне пĕтерме пулăшмалла пулнă. 1917 çулхи çуркунне-кĕркунне те Вăхăтлăх правительство çырава малалла тăснă. Анчах çынсем чылай çĕрте хăйсем çинчен сведени парассинчен пăрăнни, ялсен тулли списокĕ, çĕрпе усă курнин материалĕсем пулманни ĕçе йĕркеллĕ пурнăçлама чăрмантарнă. РСФСР Тĕп статистика управленийĕ çыравăн пĕтĕмлетĕвне 1918 çулхи июньтен кăна пичете хатĕрлеме тытăннă. Çапла вара 1916-1917 çулсенчи çырав лару-тăрăва тĕрĕс уçса парайман. Совет тапхăрĕнче ял хуçалăх перепиçне 1920 çулта Совнарком йĕркеленĕ. Уйăх çурăра хресчен пĕрлешĕвĕсене, коммунисене, артельсене, хуторсене, çурт вырăнĕсене, чукун çул будкисене, вăрман хуралламалли çуртсене шута илме палăртнă. Уессен тата кĕпĕрнесен чиккисем вĕçĕмсĕр улшăнса тăни пуçтарнă хыпарăн пахалăхне чакарнă, вăл чăнлăхпа килĕшсе тăман.
- Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ мĕнпе уйрăлса тăнă?
- Вăл 86 çултан, 2006 çулхи июльте, иртнĕ, экономика ыйтăвĕсемпе çыхăннă пулнă. Ку вăхăта çĕршыври ял хуçалăхĕн тытăмĕ палăрмаллах улшăннă: нумай сийлĕ экономика йĕркеленнĕ, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем тĕпрен çĕнелнĕ. Реформа тапхăрĕнче хресчен «фермер» хуçалăхĕсем, уйрăм пайтаçăсем вăй илме тытăннă. Перепись программине харпăрлăхăн формисен, виçин, тытăмĕн кăтартăвĕсене, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп шутне, машина тата оборудовани пуррине, производство объекчĕсене кĕртнĕ. Ял хуçалăх çыравĕн уйрăмлăхĕ - тĕрлĕ калăпăшлă тата харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, ял хуçалăх таварĕ туса илекен уйрăм пайтаçăсене тишкерни. Ман шутпа, чи йывăрри - çырава кĕртмелли ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне хатĕрлесси.
Час-часах çĕрĕн хуçи - пĕри, унпа усă кураканĕ - пач урăххи. Республикăра çыравра 1101 ял хуçалăх организацине, 2064 хресчен «фермер» хуçалăхĕпе уйрăм пайтаçăна, 272081 хушма хуçалăха, 733 сад, пахча тата дача пĕрлешĕвне шута илнĕ.
- Калăр-ха, тархасшăн, экономика перепиçне мĕнле тĕллевпе ирттереççĕ?
- 2010 çулхи январьтен «Раççей Федерацийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çинчен» федераци саккунĕн 5-мĕш статйин 2-мĕш пайĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн бизнесăн çак пайне пĕтĕмĕшле сăнаса тишкерессине обязательнăй йĕркепе пилĕк çулта пĕрре ирттермелле.
Раççей Президенчĕ 2020 çул тĕлне çĕршывра ĕçлеме пултаракансен 60-70 процентне предпринимательлĕх секторне явăçтарма тĕллев лартнă. Палăртнине пурнăçа кĕртме саккун, финанс, идеологи тата ытти енĕпе чылай ĕç туса ирттермелле. Çĕршыври пĕчĕк тата вăтам бизнес лару-тăрăвне пĕлмесĕр тĕрĕс йышăнусем тума кансĕр. Пĕтĕмĕшле сăнаса тишкернин кăтартăвĕсем пĕчĕк тата вăтам бизнеса, предпринимательлĕхе аталантармалли мерăсем йышăнма, адреслă патшалăх программисене, инвестици проекчĕсене хута яма кирлĕ.
- Экономика енчен аталаннă çĕршывсенче кун пек перепиçе тахçанах ирттереççĕ. Вăл чикĕ леш енчи пайтаçăсене мĕн панă?
- Тĕнчери опыт çакна çирĕплетет: патшалăх политикин уçăмлă тĕллев пулсан кăна предпринимательлĕхе аталантарма май пур. Экономика енчен аталаннă çĕршывсенче пĕчĕк тата вăтам предприятисен шучĕ 80-90 процент. Экономикăн çак секторĕнче ĕçлеме пултаракан халăхăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ тăрăшать. Патшалăхăн уçăмлă политики пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанса çирĕпленме пулăшнă та. Эпир те пĕчĕк тата вăтам бизнеса сăнассипе тĕнчери стандарта çывхартатпăр.
- Сирĕн пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 62 пине яхăн субъектне тишкерме тивет. Ял хуçалăх таварне туса илекен пайтаçăсем нумай-и?
- Ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă 800 предприятипе виçĕ пин ытла уйрăм пайтаçăна сăнаса тишкермелле.
- Экономика çыравне мĕнле майпа йĕркелеççĕ?
- Предпринимательсем статистика сăнавĕ валли хатĕрленĕ ятарлă формăна çырса тултарчĕç. Çакна палăртмалла: бланкра организацин, уйрăм пайтаçăн ячĕ, хушамачĕ пур. Хутсене машина «вулать», çавăнпа бланксене ытти çĕртен илме юрамасть. Вĕсемпе Чăвашстат тивĕçтерет. Отчетсене патшалăх статистикин органĕсене апрелĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла.
Республикăри хăш районта е хулара пурăннине пăхмасăр уйрăм пайтаçăсем Чăвашстата тÿрремĕн отчет тăратма пултараççĕ. Экономика çыравĕнчен пăрăнакансене саккунпа килĕшÿллĕн штраф пама тивет.
- Вăрттăнлăх сарăлма пултарасси нумайăшне хăратать-çке...
- Хăрама кирлĕ мар, пире статистика кăтартăвĕ кăна кăсăклантарать. Пайтаçăсем тăратакан сведенисем вăрттăн шутланаççĕ, вĕсемпе информацие пĕтĕмлетме çеç усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартуран уйрăм пайтаçăна тупса палăртма йывăр. Çитменнине уйрăм кăтартусене сарнăшăн саккунпа явап тыттараççĕ.
- Эльвира Геннадьевна, тишкерÿ кăтартăвĕсемпе хăçан паллашма пултарăпăр?
- Экономика çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе 2011 çул вĕçĕнче, тулли варианчĕпе 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен паллашма пулĕ.