АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе йăпанать, чунне кантарать

02 марта 2011 г.

 Илемлĕ чăваш тĕрри...

Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентет Ирина Ивановна. Унсăр пуçне вăл «Чăваш тĕрри» кружок ертÿçи те. Çамрăк ăрăва пархатарлă ĕçе явăçтарни хăех чыс шутланать. Хĕр ачасем çеç мар, арçын ачасем те хаваспах çÿреççĕ унта. Çитменнине тăрăшса ĕçлеççĕ. «Тепĕр чухне каччăсем тирпейлĕрех тĕрлеççĕ, - паллаштарать ачасен ĕç-хĕлĕпе вĕрентекен. - «Чăваш тĕрри» кружока çÿрекенсем вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынине асăрхарăм. Ара, кашни çĕвĕ «куçне» шутласа тирмелле-çке. Унсăр пуçне чăваш тĕрринче геометри фигури нумай». Тĕрĕ ача-пăчана тимлĕрех пулма вĕрентнине те палăртрĕ И.Семенова.

Чăн та, чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна илемлĕ. Çĕвĕ икĕ енĕпе те шăрçа пек тикĕс пулса пырать. Эскизне вара Евгения Жачева кĕнекинчен илнине палăртрĕ Ирина Ивановна. Хăш-пĕр çĕвве вĕренме Евгения Николаевна патне ятарласа кайнине палăртрĕ. Кирлĕ сĕнÿсем панăшăн тав тăвать ăна.

«Чăваш тĕрри» кружок асăннă шкулта виçĕ çул çеç ĕçлет-ха. Апла пулин те таврара ырă ят сарма ĕлкĕрнĕ ачасем. Мускав районĕнчи, хулари тата республикăри конкурссене, куравсене хутшăнаççĕ вĕсем. Иртнĕ çул «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» хула конкурсĕнче Е.Семенова пĕрремĕш, В.Егорова вара виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Чăваш Республикин символикине ÿкерес, тĕрлес енĕпе ирттернĕ республика конкурсĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Е.Семенова «Декораципе хушма искусство» номинацире палăрнă. Вăл конкурса Чăваш Республикин ялавне тăратнă. Сăмах май, Катя - Ирина Ивановнăн хĕрĕ. Вăл та амăшĕ пекех тĕрлеме юратать. Пултаруллăскер спортпа та туслă. Республикăра биатлон енĕпе ирттернĕ ăмăртура кăçал 2-мĕш вырăна тухнă, Самарти тупăшăва хутшăннă.

И.Семенова тĕрлеме çеç мар, алса-чăлха, эрешлĕ тутăр çыхма кăмăллать. «Ал ĕç тунă май чунпа канатăп»,- тет вăл. Çĕрĕ-çĕрĕпе тĕрленĕ, çыхнă япаласене вара тăванĕ-пĕлĕшне парнелет. Чăваш тĕррипе илемлетнĕ пĕчĕк салфетка та çав тери хаклине палăртаççĕ лешсем. Ара, чун-чĕре витĕр тухнă ĕç сумлăрах çав.

Аллинче ĕç вĕрет

Кашни шăмат кун тăван ялне васкать Ирина Ивановна. Муркаш районĕнчи Опрыскьялĕнче ашшĕпе амăшĕ пурăнаççĕ унăн. Вĕсене канмалли кунсенче те пулин пулăшас тĕллевпе çула тухать. Çуллахи вăхăтра вара Семеновсем çемйипех ялта. Хăй каланă тăрăх çĕр ĕçĕпе те кăсăкланать. Ытти пахча çимĕçпе пĕрлех арпуспа дыня ÿстерет. «Пирĕн тăрăхра та лайăхах çитĕнеççĕ вĕсем, - тет вăл. - Симĕс арчара таварĕ те хĕрлех». Выльăх-чĕрлĕх валли кавăн та тухăçлă пулать. Ăна вара 3-4 сорт лартать пахчаçă. Паллах, ытти пике пекех чечек килĕштерет вăл. Çак илеме пахча тулли çитĕнтерме хатĕр. Купăста-хăяр та ăнса пулать унăн. Çĕре чунтан юратсан пысăк тухăç панине палăртать.

Çапах та пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕç тăвать тăрăшуллăскер. Кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра та алса-чăлха çыхать, чунне кантарать. Хуть хăш ĕçе те юратса пурнăçлать вăл. Çавăнпа та унăн аллинче ĕç вĕрет, пурте ăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика