АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕлсе йĕркелеме

02 марта 2011 г.

 ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.

Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш çурхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленни çинчен каласа панă. 2010 çул вĕçĕнче юр нумай çунине, çĕр шăнсах кайманнине пăхсан кăçалхи лару-тăру 2005 çул условийĕсемпе пĕрешкел. Ун чухне республикăра çуркунне шыв питĕ нумай пулнă. Паян республикипе юр нормăпа пăхнинчен вăтамран 30-35 сантиметр çÿллĕрех. Пĕтĕмпе 3,5 пин гидротехника сооруженийĕ, 61 ял, пурăнмалли 869 çурт «2986 çын», ял хуçалăхĕнчи 85 тăваткăл километр лаптăк çĕр шыв каякан вырăнта. Шыв илме пултаракан территорисен лаптăкĕ 265 тăваткăл километрпа танлашать. Выльăх масарĕсем шыв илекен зонăна лекмеççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин «Энергие перекетлесси, энергетика эффективлăхне ÿстересси тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕн нормисене пурнăçлани çинчен каласа кăтартнă. Ку тĕлĕшпе чи малтанах предприятисене энергетика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслемелле. Малтанлăха хакланă тăрăх муниципалитетăн тата бюджетăн 5000 ытла учрежденийĕнче тĕрĕслев ирттерчĕç. Паянхи кун тĕлне 5 проценчĕ çеç çак тĕллеве пурнăçланă.

Электричество, ăшă энергийĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин организацийĕсен таварĕсен, пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене йĕркеленĕ чухне федераци саккунĕсен требованийĕсене пăхăнасси çинчен доклад туса Александр Гончаров çакна палăртнă: республика Раççей правительстви 2011 çула тарифсем йĕркелеме хушнине пурнăçланă, граждансен тÿлевĕсем 15 процентран ытла ÿсмен. Ăшă энергийĕн тарифĕсем - 14,7 процент, электроэнерги - 9,5 «хула çыннисемшĕн» тата 8,96 «ял çыннисемшĕн» процент ÿснĕ. Министр каланă тăрăх халăх коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме тăкаклакан укçа-тенкĕн ÿсĕмне чакарма энергипе усă курассине пĕчĕклетмелле, çакна тивĕçтерес енĕпе ĕçлемелле, уйрăммăн илсен, шута илекен приборсем вырнаçтармалла. Вăл кулленхи пурнăçра çакнашкал мерăсемпе ăнăçлă усă куракан управляющи компанисене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Президент çакнашкал компанисене тав тунă, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме суннă: «Ăçта сахалтарах тăкаклаççĕ, çавăнта сахалрах тÿлеççĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен энергоресурссемпе усă курнăшăн тÿлессине палăрмаллах чакарма май пур».

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев Министрсен Кабинетне 2010 çулшăн Чăваш Республикинчи экологи лару-тăрăвĕ пирки пĕтĕмлетÿ доклачĕ хатĕрлесе çитерни çинчен пĕлтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика