АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăмли хăватлă. Хамăр йăваш-им?

02 марта 2011 г.

«Чăваш хăмли - чи хăватли...» - мăнаçлăн янăратчĕ юрă уявсенче. Чăваш Ен ĕçченĕсене чапа кăларнă «симĕс ылтăн» республика гербне те илемлетет. Хăй вăхăтĕнче пирĕн тăрăхра çулталăкра 2,5-2,8 пин тонна хăмла туса илнĕ. Ку Раççейри пĕтĕмĕшле калăпăшăн 80 проценчĕ. 1993 çулта унăн лаптăкĕ 2436 гектара çитнĕ. Хăмла лартса ÿстермен район-хуçалăх юлман темелле. Кам шутланă лару-тăру çапла çаврăнса тухасса? Хуçасăр юлнă, арканнă плантацисем паян чуна ыраттараççĕ. Тăлăххăн ларакан юпасем тăрăх йыт пырши явăнса ÿсет. Хальхи вăхăтра хăмла çитĕнтерекен хуçалăхсене шутлама алăри пÿрнесем те çитеççĕ. Çĕршывра хăмла çителĕксĕррипе ăна чикĕ леш енчен турттараççĕ. Раççейре хăмла туса илекенсене патшалăх енчен пулăшма йышăнчĕç ĕнтĕ. Анчах отрасле çĕнĕрен вăй кĕртме хал çитерейĕпĕр-ши; Çак çивĕч ыйтусене хускатрăмăр та Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» хупă пĕрлешĕвĕн ертÿçипе Б.Н.Семеновпа.

- Борис Николаевич, хуçалăхсем хăмларан тăрăш-сах хăпнă тапхăрта эсир унăн лаптăкне упраса хăварма, малалла аталантарма тăрăшни чăн та тĕлĕнтерет.

- Эпĕ чăваш хăмлипе, унăн техĕмлĕ шăршипе ÿснĕ. Çавăнпа вăл манăн пурнăçăмăн уйрăлми пайĕ: ачалăха, тăван ене аса илтерет, чуна çĕклет. Унпа ĕçлеме вара ăнсăртран тытăнтăм. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче коммерципе аппаланнă май таçта та çитме тиветчĕ. Çавăнпа тăвансем Вăрнарти хăмла пунктĕнче пухăнса кайнă чĕр тавара вырнаçтармашкăн пулăшма ыйтрĕç. Культурăна ăнăçлă сутнипе-и, çак ĕçпе кăсăкланса кайрăм. Инженер-электрик пулнине пăхмасăр пурнăçăма çĕрпе çыхăнтарма шутларăм. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ лаптăкĕсене акса-лартса хăварма вăй çитерейменнине кура 1700 гектарне арендăна илтĕмĕр. Çав шутра - 24 гектар юхăнма пуçланă хăмла плантацине. 2004 çулта «Агрохмель» пĕрлешÿ йĕркелесе ятăмăр. Унăн ятне кура малашне хăмлапа ĕçлесшĕн. Пирĕн Вăрнарта кăна мар, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче те вун ултă гектар хăмла плантацийĕ. Юлашки çулсенче тата сакăр гектар плантаци турăмăр, çĕнĕ калча лартса хăвартăмăр.

- Хальхи вăхăтра хăмла лартса ÿстернипе кăна тытăнса тăма пулать-и?

- Хăмла ÿстерни вăраха тăсăлакан ĕç. Пăруран ĕне пулма виçĕ çул кирлĕ. Кунта та çаплах. Калча лартса хăварсан тухăç парасса икĕ-виçĕ çул кĕтмелле. Ÿсен-тăран аталанса вăй илнĕ тапхăрта самай ĕçлемелле, тăкакланмалла. Хакĕ вара таканари шыв пек вылянса тăрать: е пысăк услам кÿрĕ, е çука хăварĕ. 2009 çулта эпир 27 тонна хăмла илтĕмĕр. Чăннипех вăл пирĕншĕн ылтăн пулчĕ. Мĕншĕн тесен килограмĕ пĕр пин тенке çитрĕ. Пĕлтĕр вара шăрăхпа ÿсен-тăран типсе ларчĕ, тухăç тухманпа пĕрех. Çапах хĕвелпе сарăхса кайнă чĕр тавара та килсех илсе кайрĕç. Юрать-ха эпир тата çĕр улми, тырă çитĕнтеретпĕр. 90 сăвакан ĕне пур. Чăн та, лаптăксене шăварнă пулсан тухăç пысăкрах пулмаллаччĕ, анчах çывăхри пĕвесем типрĕç. Кăçал уйсене шăварма тытăнасшăн, пĕлтĕр сакăр пĕве пĕвелерĕмĕр, оборудовани туянма килĕшÿ турăмăр. Хăмлана та шыв кирлĕ. Йĕркеллĕ ĕçлесе кайсан вара лаптăка 100-150 гектара çитересшĕн.

Чикĕ леш енчи çĕршывсенче - Чехире, Словакире, Германире - фермер хуçалăхĕсем хăмла туса илнипех аталанаççĕ, çĕкленеççĕ. Вĕсен плантацийĕсем 300-400-шер гектар. Чĕр тавара вырăнтах тирпейлесе сутаççĕ. Эппин, тупăш татах ÿсет. Хăмлаçăсем патшалăхран пысăк пулăшу илни те тухăçсăр çулсенче пуçа усма памасть.

- Раççейре ют çĕршыв хăмли хуçаланать ĕнтĕ. Пирĕн тавар тĕнче рынокне тухайманнин, япăх сутăннин сăлтавĕ пахалăхĕнче мар-ши?

- Пахалăхĕпе Европăрине çитме йывăртарах. Çакă пирĕнтен кăна килмест. Атăлçи тăрăхĕнче вăрăм хĕл, кĕске çу. Çутă кун 110-115 кăна. Германире вара 140-150 кун. Унта хăмлана ÿссе çитме вăхăт çителĕклех. Çуркунне кая юлса килни те пирĕншĕн чăрмав. Тухăçа сентябрьте пуçтарса кĕртмелле. Çак вăхăтра вара çанталăк шăнтма пултарать, хăмла пучахĕ тĕсне çухатсан пахалăхĕ чакать.

Чĕр тавара мĕнле пуçтарса упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Технологие пăхăнса ĕçлемелле, пучах çÿп-çапсăр, таса пулмалла. Кивелнĕ техникăпа çакна тума кансĕр. Эпир хăмлана ытларах пресласа сутатпăр. Кун пек ăна нумай упрама юрамасть, çийĕнчех усă курмалла, мĕншĕн тесен çур çултан альфа-кислотин 50 процентне çухатать вăл. Юлашки вăхăтра хăмла пучахне пĕрчĕллĕ «вакуумпа» хатĕрлесе упрасси вăй илчĕ. Капла пахалăхĕ çулталăкран та чакмасть. Çĕрпÿри, Вăрмарти предприятисем хуçалăхсене хăмлана тирпейлесе-пĕрчĕлесе параççĕ-ха, анчах ку хаклăрах. 30 тоннăшăн 900 пин тенкĕ тÿлемелле. Енчен те тупăшне илеймесен; Ура çине çирĕп тăрсан çакна вырăнтах йĕркелемелле те-ха, ыттисен куçĕнчен ÿкмелле мар.

Çапах эпĕ чăвашăн «ылтăнне» хурламастăп. Хамăр тăрăхра кăна йÿçĕ-техĕмлĕ сорт аван çитĕнет. Çавăнпа пирĕн сăра тутине çитеймĕн. Эпир те 10 альфа-кислоталлă хăмла туса илме пултаратпăр. Ăна тĕрĕс пуçтарса упрасан, ытларах пухса кĕртсен тĕнче рынокне те тухма май пур. Унччен вара çанă тавăрсах ĕçлемелле. Производствăна сарнă май республикăра хăмла экстракчĕ кăларакан завод тусан аван. Нимĕçсем тахçанах хута янă ăна. Çапла майпа хатĕрленĕ чĕр таварăн усă курас вăхăчĕ сакăр çул. Хуçалăхсене те çăмăлрах, услам илесси чакмасть.

- Борис Николаевич, мĕнле шутлатăр, Чăваш Ен ырă ятне тавăрма, хăмла туса илессипе çĕршывра каллех мала тухма пултарĕ-и?

- Совет тапхăрĕнче эпир планпа, çÿлтен каланипе-хушнипе ĕçлесе пынă. Паян хистесе ĕçлеттереймĕн. Кашни хăйĕн çулне суйласа илет. Шел, аталану çулне хăмлапа çыхăнтаракансем сахалрах. Ытларах кĕске вăхăтра тупăш паракан ÿсен-тăранпа, пахча çимĕçпе ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çĕр улми лаптăкĕсем ÿссе пыни çакăнпа та çыхăннă-тăр. Пăхса-юсаса тăманнипе хăмла плантацийĕсем юрăхсăра тухнă. Вĕсене çĕнетме, производствăна механизацилеме чылай тăкакланмалла. Хуçалăхсем хальлĕхе «симĕс ылтăна» туса илме укçа хывма хатĕр мар. Инвесторсем тупма та йывăр. Плантацисене çирĕп алла панă пулсан çакăн патне çитмĕттĕмĕрччĕ те-и; Пуçтарма - çулталăк, аркатма çур талăк тенĕ. Тĕрĕссипе çĕнĕрен чĕртсе тăратма укçа çук çĕр çыннин. Ман шутпа, çак отрасле патшалăх енчен йĕркелесе тытса пымалла, пулăшмалла. Сăра завочĕсенчен, хăмла туса илекенсенчен хыснана налук самай пуçтарăнать. Çак хисепрен, сăмахран, сăра акцизĕшĕн пуçтарăнакан налукран, сăра вĕретме кирлĕ чĕр тавара - хăмла тата урпа туса илессине - аталантарса ямалла. Республикăра икĕ сăра завочĕ. «Букет Чувашии» предприяти çеç вырăнти хăмлапа усă курать. Çĕнĕ Шупашкарти компани ăна аякра туянать. Мĕншĕн тесен эпир чĕр таварпа кирлĕ чухлĕ тивĕçтерейместпĕр. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра», «Выльский» тата ытти хăш-пĕр хуçалăх кăна хăмлапа ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, тупăш илеççĕ. Ыттисене çĕкленме йывăр. «Симĕс ылтăна» хаклă хакпа туянма хатĕр паян заводсем, анчах таварĕ çук.

- Хăмла туса илессине патшалăх енчен йĕркелеме, пулăшма тăрăшни сисĕнет-и?

- Юлашки çулсенче республика бюджетĕнчен пĕр килограмм хăмла пучахне туса илнĕшĕн 15 тенкĕ тÿлерĕç. Республикăра 1 гектар хăмла калчи лартнăшăн хыснаран 30 пин тенкĕ илеççĕ. Унсăр пуçне калча çитĕнтернĕшĕн, çамрăк пахчана пăхнăшăн та хушса тÿлеççĕ. Пĕр енчен, аван темелле, çапах пулăшу çителĕксĕр. Пĕлтĕр акă пĕр калча туянасси 17 тенке кайса ларчĕ. Пĕр плантаци «2 гектар» йĕркелеме 160 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Ытти тăкаксем тата... Хăмла пахчисене реконструкци тума субсиди уйăрманни те пăшăрхантарать. Пĕр гектар юсаса çĕнетме кăна «юпасем вырнаçтарма, çип çакма...» 800 пин тенкĕ тăкакларăмăр, йăлтах хамăр шутран. Нумайăшĕн техники кивĕ. Эпир те тахçанхи комбайнсемпех ĕçлетпĕр. Паха тавар туса илме çĕнĕ йышши техника кирлĕ.

Çĕршывĕпех палăрнă Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институчĕн пĕр пайне кăна хăварни те шухăшлаттарать. Кунта хăмлан çĕнĕ сорчĕсем «çуралнă», хуçалăхсене тивĕçтернĕ. Малашне çакна тума вăй çитерĕç-ши; Республикăра хăмлаçăсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан центр кирлĕ. Хуçалăхсенчен чĕр тавар туянса тирпейлессине, ятарлă хранилищĕре упрассине, сутассине йĕркелесе ярсан, хаксене тытса пырсан чăваш хăмли те аталанĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика