АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа шута юратать

25 февраля 2011 г.

 Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн тата Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - право хуралĕн органĕсем, патшалăх влаçĕн тытăмĕсем коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртас енĕпе мĕнлерех ĕçлени.

Чи малтанах вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин Венчур фончĕ валли республика тата федераци бюджечĕсенчен уйăрнă укçа пирки доклад тунă. Асăннă фонда бизнеса пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе çав фонда 140 млн тенкĕ хывнă. Укçана 2015 çулччен тесе панă. Çав миллионсене хывмашкăн икĕ инвестици проектне суйласа илнĕ. Пĕри Çĕмĕрле районĕнчи лизин производствипе çыхăннă, тепри - биохутăшсем кăларма пуçлассипе. Укçана тавăрас тĕлĕшпе икĕ проект пирки те калаçу пулнă. Анчах паянхи кун укçана тавăрма тивĕç компанисен кĕсйи пушă.

М.Игнатьев вĕсем хăйсен укçи çук çĕртех патшалăх укçине илме пултарнипе кăсăкланнă. Ăнлантару çапларах: вĕсем продукци кăларма пуçланă май ĕçлесе илсе тавăрса парас тĕллевлĕ пулнă. Çав 140 млн тенкĕ Чăвашкредитпромбанкра упраннă, банкра процентсем те пухăннă - 25 млн тенкĕ.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов проектсем республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, анчах кирлĕ хусканусем курăнсах каймаççĕ иккен.

Михаил Васильевич хытах асăрхаттарнă: укçана республикăна инвестицисем илсе килмешкĕн уйăрнă, миллиардшар тенкĕ килмелле пулнă. Тен, çав проектсене пурнăçлама хамăрăн предприятисене шанни вырăнлăрах пуль - вĕсен яваплăх тени пулатех. Хальлĕхе вара патшалăх уйăрнă миллионсем таврăнаççех тесе шантарма та йывăр.

Шупашкарти Николаев урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕн строительстви те тахçантанпах калаçтарать ĕнтĕ. Шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов следстви управленийĕ пасарпа çыхăннă уголовнăй ĕçе тĕпчени çинчен евитленĕ. Ăна преступлени тĕслĕхĕпе мар, уйрăм çын пирки пуçарнă. Сăмах пасар гендиректорĕ пулнă Егоров пирки пырать. Устав капиталне республика хăй вăхăтĕнче 100 млн тенкĕ укçа хывнă. Директор вара çав укçана хăйне çывăх фирмăсене кивçен панă имĕш. Халь çав фирмăсенчен нумайăшĕ панкрут тесен те юрать.

100 млн тенкĕрен 4 млн кăна тавăрма май килнĕ. Çийĕнчен çав фирмăсене укçана процентпа тавăрмалла панă та - 17 млн тенкĕ процент капланмалла пулнă. 2009 çул вĕçĕнче пасар пуçлăхĕн тилхепине Иванова тытнă. Вăл дисквалификациленĕ çын пулнă иккен, унăн пуçлăх должноçне йышăнма юраман - вăл çакна пытарнă «ун пирки те уголовнăй ĕç пуçарнă».

В.Антонов министр хула администрацийĕн представительне ыйту панă: мĕншĕн пасар строительстви валли çĕре харпăрлăха парассине темиçе çула тăсса янă; Халĕ Егоров экс-директор шăпах çакăнпа тÿрре тухать-мĕн: çĕр паман, çавна май строительство пуçарма май пулман, кредитшăн вара укçа тÿлемелле - çавăнпа хайхи миллионсене процентпа хывма тивнĕ.

«Шупашкар бройлерĕ» АУО ĕç-хĕлне тĕрĕслени пирки каланă май В.Антонов уголовнăй ĕçе вĕçлеме йышăнни çинчен пĕлтернĕ, ĕç-пуçа прокуратура тĕпчет. Президент çакна асăрханă: предприяти çуллен 7 пин тонна аш-какай туса кăларнă, унта 500 çын вăй хунă - халĕ çакă çук. Вĕсем отчетсем тăратнă чух хăйсем тăкаклă ĕçленине кăтартнă, çав вăхăтрах кайăк-кĕшĕк ашĕ ун чухне тупăшлă бизнес пулнă. Анчах вăхăтра асăрхаманнипе укçа-тенкĕ оффшор зонине «тарнă».

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов тĕрлĕ тытăм йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе алла-аллăн ĕçлесси пирки доклад тунă май уйрăм самантсем çинче чарăнса тăнă. Унăн шухăшĕпе çĕрпе усă курассин тухăçлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ. Çынсем çĕр илессине ансатлатмалла, анчах çĕрпе усă курас тĕлĕшпе йĕркене çирĕплетмелле. Усă курмаççĕ тĕк çĕр лаптăкĕсене туртса илмелле. Хальлĕхе вара çĕре кайран хаклăрах хакпа сутса яма илекенсем те пайтах.

Александр Степанович хаксен ыйтăвне те хускатнă: «Апат-çимĕç хакĕсем ÿссе кайнине ăнланма çук. Çĕмĕрлере çăнăх хакĕ республикăри вăтам хакран пĕчĕкрех, çав вăхăтрах унта çăкăр чылай хаклăрах. Çакнашкал тĕслĕхсене влаçсен асăрхамалла». А.Иванов медицина страхованийĕн фончĕн укçипе тухăçсăр усă курнă тĕслĕхсем пирки те каланă. Канаш хулин больницинче, сăмахран, 803 пин тенке тĕллевсĕр тăкакланă иккен. Хаксене çакнашкал тĕслĕхсем те витĕм кÿреççĕ.

Ларура çавăн пекех ĕçкĕпе кĕрешес ыйтăва сÿтсе явнă.

*** 

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Мускавра правăна сыхлакан органсен ертÿçисен Пĕтĕм Раççейри Координаци канашлăвне хут-шăннă, ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă. Канашлура преступленипе кĕрешес ĕçре вăраха ямасăр йышăнмалли мерăсене, обществăри йĕркелĕхе упрассине вăйлатас, правăна хирĕç тăракан ĕçсемпе кĕрешессине лайăхлатас ыйтусене сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика