25 февраля 2011 г.
Шупашкарта регионсем хушшинчи «Çĕр улми, пахча çимĕç - 2011» курав иртрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Президенчĕ
М.Игнатьев уçрĕ.
- Çĕр улми халăхра иккĕмĕш çăкăр шутланать, - терĕ Михаил Васильевич. - 2011 çул ял хуçалăхĕшĕн йывăр çулталăк пулнипе производствăпа финанс планĕсене улăштарма, уй-хире шăварма çĕнĕ технологипе усă курма тивет. Шăварса тата энергие перекетлекен технологипе усă курса пирĕн малашне гектартан 400 центнер тухăç илмелле.
Республика ертÿçи çĕре харпăрлăха илнисем тухăçлăрах, лайăхрах ĕçленине палăртрĕ: «Харпăрлăх - яваплăх, яваплăх пулсан эпир хăюллăрах ĕçлетпĕр». Раççей Федерацийĕн регионĕсенче пысăк е вăтам ял хуçалăх организацийĕсем тата хресчен «фермер» хуçалăхĕсем çĕр улмине пĕтĕм калăпăшран 16-18 процент çитĕнтереççĕ. Чăваш Енĕн кăтартăвĕ 40 процента яхăн. Çĕр улми куравĕ пĕчĕк тăкакпа пысăк тухăç илме пулăшать.
- Эсир паян экологи тĕлĕшпе таса çимĕç кăтартатăр. Тăван çĕр çинче вăй хуракансене тав тăватăп, - терĕ М.Игнатьев.
Раççей ял хуçалăх институчĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ наукăпа тĕпчев хуçалăхĕн директорĕ Е.Симаков çĕршывра çĕр улми туса илесси сарăлса пынине палăртрĕ.
- Çак культурăра тутлăхлă япала нумай, ăна кĕске хушăрах тата пĕчĕк лаптăкра, кăткăс климатра та çитĕнтерме пулать. «Иккĕмĕш çăкăр» тĕнчери выçлăхпа кĕрешме те пулăшать. Чăваш Енре йăлана кĕрсе пыракан курава малашне анлăрах йĕркелесе унта Раççейри тата чикĕ леш енчи специалистсене ытларах явăçтармалла, - терĕ Симаков.
Куравра çулсерен çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсемпе, вăрлăх туса илекен предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе, производство технологийĕпе, хальхи вăхăтри техникăпа паллаштараççĕ. Çĕр улмине упрас тата тирпейлес тĕлĕшпе пĕлмелли самай. Кăçал акă форума Раççейри 25 регионтан тата пилĕк çĕршывран «Америка, Германи, Голланди, Итали, Казахстан» пилĕк çĕр ытла специалист хутшăнма кăмăл тунă. Курав лаптăкне те палăрмаллах ÿстернĕ. Республикăри «Слава картофелю» «Комсомольски районĕ», «Санары» «Вăрнар», «Ударник» «Муркаш», «Агрохмель» тата ытти хуçалăх павильонĕсен умĕнчен халăх татăлма пĕлмерĕ. Паха çимĕç нумайăшне кăсăклантарчĕ. Кăмăл тăвакансем çĕр улминчен хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçе хаваспах астивсе пăхрĕç.
«Агрохмель» пĕрлешÿ ертÿçи Б.Семенов хăмла та ăнăçлă çитĕнтерет. Юлашки çулсенче унăн лаптăкне сакăр гектара çитернĕ. Кĕрекере «иккĕмĕш çăкăрпа» юнашар яланах килте тунă сăра ларнă çав.
- Пĕр гектартан тупăш илессипе пахча çимĕç культурисенчен çĕр улмине çитекенни çук, - терĕ президент. - Паян ăна тавар туса илекенсем те ăнланаççĕ, çак çимĕçпе тухăçлăн усă курма тăрăшаççĕ: производствăна çĕнĕ технологисем кĕртеççĕ, услам тăваççĕ.
Лаптăксене шăварма тытăнни тухăçа татах ÿстерĕ. Проекта хута яма бюджет укçи-тенкипе кăна мар, бюджет тулашĕнчи çăл куçсемпе те усă курмалла. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх йĕркеллĕ шăварса тăни гектартан 300-400 центнер тухăç илме май парать. Пĕлтĕр те, шăрăх, типĕ çанталăка пăхмасăр, хăш-пĕр хуçалăхра гектар пуçне 300-550 центнер пухса кĕртнĕ. Нÿрĕк, ăшă çĕр çинче çимĕç ăнса çитĕнет çав. Тухăçа кура тупăшĕ те, шалăвĕ те ÿсет.
МТВ-центрăн ятарлă суту-илÿ лаптăкĕнче республикăри предприяти-организацисем, фермерсем çĕр улми, пахча çимĕç вăрлăхне сутрĕç. Кăçал курав тĕлне ăшă павильонсем хатĕрленĕ. Паха вăрлăх хакĕ 38 тенкĕрен «килограмĕ» иртмерĕ.
Уява хутшăннисен шухăш-кăмăлĕпе паллашар-ха.
А.Разумова, наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕ:
- Курава ытти сортпа пĕрлех çĕннине, «Лига» текеннине те илсе килтĕмĕр. Ир пулакан вăрлăхăн тути аван, лайăх ирĕлсе пиçет. Ăна чир-чĕр те тапăнмасть. Хальлĕхе ку сорта сутмастпăр, институт валли кăна туса илетпĕр. Ытларах çитĕнтерме тытăнсан халăхра та сарăлĕ.
И.Никифоров, Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ «Хĕрлĕ Чутай»:
- Çулсерен çĕнĕ вăрлăх лартма тăрăшатăп, тĕрĕслесе пăхатăп. Пĕлтĕр акă «Импала» сорт аван çитĕнчĕ. «Рокко» та килĕшет. «Удача» вара кирек мĕнле çанталăкра та тухăç парать, çĕр улмисĕр хăвармасть. Чăн, ахаль çынсемшĕн те усăлли, пĕлмелли чылай. Халĕ те çĕнĕ вăрлăх туянас шутпа килтĕм. Кирлĕ те усăллă курав, тавра курăма анлăлатать, çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентет.
В.Кондратьев, «ВаСем» пĕрлешÿ «Муркаш районĕ»:
- Куравра çĕнĕ технологипе, техникăпа паллашнă хыççăн çĕр улми комбайнĕ туянма килĕшÿ турăмăр. 2600 пин тенкĕ тăраканскер ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ. Çуррине хамăр укçаран тÿлĕпĕр, ыттине - кредитпа. Çĕр улми - тупăшлă культура, тăкаксене кĕске хушăра саплаштарасса шансах тăратпăр.