25 февраля 2011 г.
Шупашкарти предприятисен «АБС Электро» компанийĕ «Малютка» ача çуртне теттесемпе тата подгузниксемпе пуянлатнă. Çавăн пекех кĕпе-йĕм çумалли машина парнеленĕ.
Çак компани марафона кашни çулах хастар хутшăнать. Ку хутĕнче ВНИИР тата «АБС ЗЭиМ Автоматизация» ĕçченĕсем тата «АБС Славянский» ыр кăмăллăх фончĕ марафон счечĕ çине укçа куçарнисĕр пуçне маларах шефа илнĕ ача çурчĕсемпе ятарлă шкулсене пулăшу кÿнĕ. «Ачалăх» пухмачне вара холдинг 160 пин ытла укçа-тенкĕ куçарнă.
Чи малтан «Малюткăри» шăпăрлансене кучченеçсемпе савăнтарнă, тĕрлĕ сĕткен, ача-пăча апачĕ, улма-çырла парнеленĕ. Холдинг Шупашкарти ача çурчĕпе тахçанах çыхăну тытать. Çавна май вăл пулăшнипе пĕр ушкăнăн пÿлĕмне тĕпрен юсанă, вăйă площадкине тата арт-студие тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă.
«АБС Электро» ĕçченĕсем Кÿкеçри коррекци интернат шкулĕнчи ачасене пылак апат-çимĕç, ăс-тăна çирĕплетекен вăйă-тетте, конструктор парнеленĕ. Çавăн пекех Улатăрти Иоанн Предтеча храмĕ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче вĕренекенсене канфет-печенипе тивĕçтернĕ. Çĕрпÿри Тихвин мăнастирĕ çумĕнчи вырсарни шкулĕнчи вĕренекенсем валли пĕлтĕр конькисем туяннă. Кăçал вара вĕрсе хăпартмалли 5 çунашкапа тата хоккей клюшкисемпе савăнтарнă. Вĕрентекенсен сĕнĕвне те пурнăçланă: ачасене Синод куçарнă Евангелие парнеленĕ.
В.Петрова.