АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачалăхшăн, ачалӑх ячӗпе»

18 февраля 2011 г.

Ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланнăранпа пĕр уйăх та иртмерĕ. Çапах та унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать. Уçăлнăранпа унта 1 миллион та 120 пин ытла укçа-тенкĕ пуçтарăннă. Акцие республикăри пысăк предприятисемпе организацисем, ял хуçалăхĕсем, ахаль çынсем хутшăнаççĕ. Акă çак кунсенче «Старко» строительство фирми марафон счечĕ çине 25 пин тенкĕ куçарнă. ЧР культура министерствин ĕçченĕсем те сăваплă ĕçрен юлас темен, марафон пухмачне вĕсем 7145 тенкĕпе пуянлатнă. Театрпа концерт учрежденийĕсенчен чи малтан çак ырă ĕçе К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн коллективĕ хутшăннă, пархатарлă тĕллевсене пурнăçлама 3000 тенкĕ пухнă.

Республикăри районсенче те «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона сумлă лару-тăрура уçнă. Хальлĕхе «ниме» ĕçне Етĕрне «150 пин тенкĕ ытла» тата Елчĕк «90 пине яхăн» районĕсенче пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Çак йышах Шăмăршă район администрацийĕнче ĕçлекенсене те кĕртес килет. Вĕсем хăйсен пĕр кунхи шалăвне - 7628 тенкĕ - марафон счечĕ çине куçарнă.

Пĕр çын сурать - типсе пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать тенине манар мар. Акцие кирек кам та хутшăнма пултарать. Укçана пĕтĕм Раççейри ача-пăча фончĕн регион уйрăмне «Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7 çурт, тел. 62-89-42» е марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408, КПП 213001001

Р/СЧ 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г. Чебоксары

БИК 049706609

К/СЧ 30101810300000000609

Тÿлев тĕллевне: «Благотворительный взнос в марафон «Именем детства, во имя детства» тесе палăртмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика