АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пулăшу - çĕнĕ йĕркепе

18 февраля 2011 г.

 2011 çултан федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен социаллă пулăшу тытăмĕ улшăнчĕ. Улшăнусемпе РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Сергей Николаев паллаштарать.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен соцпакет виçĕ пайран тăрать: эмел, санаторипе курорт тата транспорт пайĕсем.

Эмел пайĕ тухтăр çырса панă рецептпа тÿлевсĕр эмелпе, медицина препарачĕсемпе, çавăн пекех инвалид ачасене сиплеме ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтерет.

Санаторипе курорт пайĕ медицина кăтартăвĕсем тăрăх санаторипе курортра сипленме путевка уйăрать.

Транспорт пайĕ хула çывăхне пуйăспа тÿлевсĕр çÿреме тата пурăнакан вырăнтан аякра вырнаçнă санаторие транспортпа тÿлевсĕр кайса килме май парать.

Çăмăллăхсемпе усă куракансен кăмăлне шута илсе соцпакетăн медицина пайне икке пайланă: пĕрисене эмел кирлĕ тейĕпĕр, теприсене - санаторипе курорт сиплевĕ. Уйăхсерен тÿлевсĕр эмел илес, санаторие каяс вырăнне укçан та илме юрать.

Соцпакетăн тулли хакĕ 705 тенкĕпе танлашать. Вăл шутран эмел пайĕ 543 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ - 84 тенкĕ, транспорт пайĕ - 78 тенкĕ.

Соцпакетран хăтăлма е ăна çĕнĕрен илме пулать-и-ха; Пулать. Анчах саккунпа çакна валли ятарлă куçăм тапхăрĕ уйăрнă: 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла. Анчах та çакă тÿрех Пенси фондне чупмалла тенине пĕлтермест. Хальчченхи лару-тăрăва улăштарас тесен кăна. Тĕслĕхрен, маларах тÿлевсĕр эмелпе усă курнă, анчах халĕ кирлĕ мар, санаторие кайса сипленни вара пăсмасть тейĕпĕр. Апла апрелĕн 1-мĕшĕччен соцпакетăн санаторипе курорт пайне çĕнĕрен илсе тăма заявлени кăна çырмалла, эмел пайне вара укçан илсе тăма май пулĕ. Заявление февраль уйăхĕнче парсан мартăн 1-мĕшĕнчен вăл пурнăçа кĕрет, мартра пани - апрелĕн 1-мĕшĕнчен. Анчах та апрелĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса ĕлкĕреймесен нимĕн те улшăнмасть. Çын соцпакета кăçал та унчченхи пекех илсе тăрĕ. 2012 çулта соцпакета çăмăллăх шучĕпе е укçан илес тесен çакна 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен татса памалла. Нимĕн те улăштарас темесен пенси фондне те кайма кирлĕ мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика