18 февраля 2011 г.
Раççей Федерацийĕнче сывă пурнăç йĕрки тытса пыма хатĕрленĕ патшалăх программипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче 2009 çулта çитĕннисем валли 3 сывлăх центрĕ уçăлнă ««Республикăри реабилитаципе сывлăха çирĕплетекен центр» «тел. 58 05 39»; «1 ; Хула клиника больници», «тел. 23 56 07»; «5 ; Хула больници» «тел. 23 55 23» çумĕсенче». 2010 çулта вĕсем «Республика ача-пăча клиника больницинче» «т. 55 18 53», «3 ; Хула ача-пăча больницинче» «тел. 23 58 43» - ачасем валли, «Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче» «тел. 73 71 04» ĕçлеме пуçланă.
Сывлăх центрĕсен тĕл-левĕ - организма тĕрĕслесе аталанма пуçланă чире тупса палăртасси. Вĕсене чир-чĕре малтанхи тапхăртах палăртакан оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Тĕрĕслев ирттерсе ку е вăл чир хăрушлăхне тупсан специалистсем малашнехи сиплеве мĕнле йĕркелемеллине палăртаççĕ, кашнинех сывлăха упраса хăварас, çирĕплетес тĕлĕшпе мĕн тумаллине ăнлантараççĕ, апатлану, хускалу, ыйхă режимĕ, ĕçпе кану хăш вăхăтра пулмалли çинчен сĕнÿ-канаш параççĕ.
Сывлăх центрĕсем уçăлнăранпа республикăра 57 пин çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Ку е вăл чир палăрсан вĕсене сипленме кирлĕ тухтăр патне яраççĕ.
Сывлăх центрĕсем палăртнă тăрăх унта пынă çынсенчен çуррине яхăнăшĕн юнри холестерин шайĕ пысăккипе, 45 проценчĕ психика стресĕпе аптăрать, 40 проценчĕ сахал хускалать, 37 проценчĕ вара тĕрĕс мар апатланать. Тĕрĕслев витĕр тухнисенчен 34 проценчĕн юн пусăмĕ пысăк.
Центра пынисенчен 40 ытла проценчĕн маларах палăртман чир тупăннă. Çакă центр специалисчĕсен ĕçĕ кирлине кăтартать.
Сывлăх центрне каяс тесен пĕрле паспортпа полис илмелле. Унта юнри холестеринпа глюкоза, организмри шыв, мышцăпа çу тĕртемĕсен процент шайне тÿлевсĕрех тĕрĕслеççĕ. Чĕре ĕçне хаклаççĕ, урари юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăха тĕрĕслеççĕ, спирометрпа сывлав ĕçне, табак туртакансен сывлăшĕнчи сĕрĕм газĕн шайне палăртаççĕ. Çавăн пекех пациентсене терапевт та пăхать.
Çак центрсем кăмăл тăвакансене пурне те сывлăхне тĕрĕслеттерме чĕнеççĕ.
республикăри сывлăх центрĕн ертÿçи.