18 февраля 2011 г.
ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă. Район администрацийĕнчи канашлура Сĕнтĕр-вăррисен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕлтĕрхи ĕçĕн тухăçлăхĕпе район республикăра 16-мĕш вырăн йышăннă. Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх ЖКХ сферинче çивĕч ыйтусем пур. Ку енĕпе районта 11 организаци ĕçлет. Вĕсенчен пĕри те интернетра та, массăллă информаци хатĕрĕсенче те хăйĕн ĕçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштармасть. М.Игнатьев шывпа тивĕçтермелли тарифсем 38 процент ÿснин сăлтавĕсемпе кăсăкланнă, хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисене аталантармалли çинчен каланă.
«Муниципалитетăн ăнăçлă аталанăвĕ налук бизнесне район бюджетне йĕркелемелли тĕп никĕс вырăнне хурса пуянлатнинчен нумай килет», _ тенĕ президент. Пĕлтĕр кунта налуксене виçĕм çулхин 99,3 проценчĕ чухлĕ çеç пухнă. Çавна май Михаил Васильевич усă курман пай çĕрĕсене ял администрацийĕсене хăйсен харпăрлăхне регистрацилеме сĕннĕ, кайран çав лаптăксене предприятисене, фермерсене сутма май пулĕ, ку вара вырăнти бюджета пуянлатĕ.
Районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннă инвестици проекчĕсем çук, çур аки валли удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕр мар. Аталану çул-йĕрĕсенчен пĕри _ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх валли инвестици площадкисем туса хурасси. Президент шухăшĕпе «Марпосадкабель» пĕрлешÿ никĕсĕ çинче инноваци технопаркĕ уçса хушма 100 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулать.
Бюджет укçипе тухăçлă усă курасси пирки те калаçу пулнă. Сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ май районта укçапа тирпейсĕр усă курнине палăртнă, саплаштарнă укçа виçи 98,4 пин тенкĕпе танлашнă. ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен службин ертÿçин çумĕ Роза Лебедева граждансене тарифсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ информаци парса тăмалли çинчен каланă.
Спорт министрĕ Анатолий Николаев вырăнти туризма аталантарасси çинче чарăнса тăнă. Пĕлтĕр Сĕнтĕрвăрринче 36 теплоход чарăннă. Çитес çул кунта сăрт çинчи йĕлтĕр трассине уçмалла, çакă та район экономикине çирĕплетĕ. М. Игнатьев та Сĕнтĕрвăрри питĕ илĕртÿллĕ вырăнта вырнаçнине кура çакăнпа инвестицисем илсе килме усă курмаллине палăртнă, «Наци ялĕ» комплекс йĕркелеме, унта наци хăйне евĕрлĕхне, чăваш йăли-йĕркине туллин кăтартма сĕннĕ. Пирвайхи утăмсене республика кунĕ тĕлнех тумалла. Республика пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăррисем çурт-йĕр строительствипе юлса пыни, район граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçлас енĕпе икĕ çул ĕçлеменнине, районта çĕвĕ производствине аталантармаллине, А.Николаев космонавт ентешĕсен Раççей космонавтикин çулне халалланă мероприятисене йĕркелес енĕпе хастарлăх кăтартмаллине палăртнă.