16 февраля 2011 г.
ЧР финанс министерстви республика бюджечĕпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесех тăрать. Нумаях пулмасть экспертсен ушкăнĕ Етĕрне районĕнче шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çурчĕпе кăсăкланнă. Чаплă кермен 69,03 млн тенке кайса ларнă. 68 миллион тенкине яхăн республика бюджетĕнчен уйăрнă.
Шалти ĕçсен пайĕн çурчĕн проектне «Чувашгражданпроект» уçă пĕрлешÿ икĕ çула яхăн хатĕрленĕ. Документпа килĕшÿллĕн право хуралçисен кантурĕ тăватă хутлă пулмаллаччĕ. Анчах комисси умне виçĕ хутлă çурт кăна тухса тăнă. Тăваттăмĕшĕ шыв пек пăсланнă тейĕн. Унсăр пуçне вăхăтлăх хупса усрамалли изолятор стенине ятарлă кирпĕчпе илемлетес вырăнне штукатурка туса сăрланă пек. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă май çуртри шыв пăрăхĕ, канализаци, вентиляци, ăшă тытăмĕ, электричество енĕпе те улшăнусем кĕртнĕ. Ыттисене систермесĕр, пĕлтермесĕр. «Чувашгражданпроект» уçă пĕрлешĕвĕн çырăвĕнчен çакă паллă: «Архитекторпа строительство пайне тÿрлетÿсем кĕртессине договорта палăртман, институт ăна пурнăçламан».