АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамра - сыснасем

16 февраля 2011 г.

 Нимĕç фермерĕсем Берлинта хăйне евĕр акци йĕркеленĕ. Вĕсем правительство çурчĕ умне сысна кĕтĕвĕ хăваласа килнĕ. Шăп та лăп çав вăхăтра вара унта ял хуçалăх министерствин ларăвĕ пынă.

Фермерсем хăйсене питех те пысăк тăкак кÿрекен «диоксин хирĕçĕвĕ» çинчен пĕлтересшĕн пулнă. Виçĕ эрне каялла выльăх апатĕнче наркăмăшлă вещество тупнăран çĕр-çĕр хуçалăха хуптарнă, пин-пин выльăха пĕтернĕ. Министрсем выльăх апачĕн пахалăхне тĕрĕслес ĕçе хытарас тенĕ чух фермерсем хăйсем тÿснĕ тăкака саплаштарма ыйтаççĕ.

Ку хутĕнче нимĕç фермерĕсем пысăк çуртра ларакансене кантăк умĕнче тытăнса тăма май панă. Правительство çурчĕ сыснасен çухăрăвĕпе те нăриклетĕвĕпе тулнă. Сысна самăртакансем «диоксин хирĕçĕвĕнче» хăйсене айăпланине йышăнасшăн пулман. Ял хуçалăх министрĕ ветеринари тĕрĕслевне хытарас тĕлĕшпе ятарлă йышăнусен пакетне тăратнă.

Фермерсене аш чĕркемĕ çине выльăха мĕнле-мĕнле апат çитернине çырма хушаççĕ. Анчах та çакă фермерсене нимех те памасть. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕсене хуптарнă карантин тăкакне кам тавăрса парассине пĕлесшĕн. Выльăх апатне наркăмăшлантарнă «Харелс» тата «Йенс» компанисем çакна тума пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене панкрута тухнă тесе пĕлтернĕ.

Диоксин историйĕ Германин мĕнпур экономикине тăкак кÿчĕ. Кăнтăр Корея, Венгри çĕршывĕсем нимĕç ашне турттарма пăрахнă. Çулсеренех 350 тонна аш кÿрсе килнĕ Раççей те вăхăтлăха импортран пăрăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика