16 февраля 2011 г.
Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх пурăнма кирлĕ апат-çимĕç хакĕ январь уйăхĕнче кăна 5,5 процент ÿснĕ. Çакă иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăкпа кăна мар, ютран çимĕç нумай турттарнипе те çыхăннă.
Уйрăмах çĕр улми хакланса кайнă - 23 процент. Хĕрлĕ кăшманпа купăста - 17 процент. Хура тулă кĕрпи те вĕсенчен юлсах каймасть.
Шăрăх çăва пула акнă тыр пулăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ пĕтрĕ. Палăртнă çĕр улмин çуррине те илеймерĕмĕр. Çавăнпа та унăн хакĕ май уйăхĕ тĕлне 100 тенке те çитме пултарать.
Кăçал лайăх тухăç илсен кăна пĕлтĕрхи шăрăхпа çыхăннă йывăрлăхсенчен хăтăлма пулĕ. Тухăç вара начарах мар пуласса шанаççĕ - сахалтан та 75 млн тонна тырă пухса илесшĕн. Хальлĕхе çанталăк пулăшать - юр çăвать, апла нÿрĕк пулать.
Ют çĕршывсем вара пире пулăшмĕç. ООН çумĕнчи ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç организацийĕн информацийĕ тăрăх тĕнчере апат-çимĕç кризисĕ пуçланмалла - темиçе çул каялла пулнă тапхăртинчен те йывăртарах килĕ. Çĕр чăмăрĕ çинче апат тăтăшах хакланать. Чи малтанах сĕт-турăх продукчĕсем ÿсрĕç - тÿрех 6,2 процент, çу культурисем - 5,5, сахăр - 5,4, тырă - 3 процент.
Хаксем ÿснине пула чи малтанах сахал тупăшлă çĕршывсем шар кураççĕ. 2007 - 2008 çулсенче Гаитипе Филиппин утравĕсем çинче тырă питĕ хакланса кайнипе выçлăх пăлхавĕ иртнĕ. Экспертсем Египетпа Тунисри лăпкă мар лару-тăрăвăн сăлтавĕсенчен пĕрне хаксем ÿснипе çыхăнтараççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери апат-çимĕç инфляцийĕн сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха;
Пĕрремĕшĕнчен, пурне те пысăк пахалăхлă тулă кирлĕ, анчах унăн саппасĕ çителĕксĕр. Иккĕмĕшĕнчен, нефть хакланнă, ăна пула апат-çимĕçпе удобрени турттарасси те ÿснĕ.
Халĕ аш-какай тĕлĕшпе кăна лару-тăру лăпкăрах. Германири диоксин шăв-шавне пула вăл унчченхи хакпах юлнă, хăш-пĕр çĕрте чакнă та. Анчах специалистсем çакна вăхăтлăх пулăм тесе хаклаççĕ, кăçал ĕне выльăхпа сысна ашĕ икĕ хут ÿсмелле.
Тĕнчере хаксем ÿсеççĕ пулсан Раççейре те апат-çимĕç хакланать. Импорта пăхăнни те чăрмантарать пире. Апат-çимĕçĕн 30-50 проценчĕ ютран кÿни. Унсăр пуçне шăв-шавпа спекулянтсем те усă курса юлма тăрăшаççĕ, хака асар-писер ÿстерсе укçа туса юласшăн. Правительство ваккăн сутакан çĕр улми хакне йĕркене кĕртме хушнă. Çĕршыври 18 регионта иртнĕ уйăхра унăн хакĕ 30 процент ытла ÿснĕ. Апла пулсан «Суту-илÿ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн чиновниксем унăн хакне виçĕ уйăхлăха «шăнтса» хума пултараççĕ.