АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç ывăнтармасть

16 февраля 2011 г.

 «Кĕпĕрнаттăр» сăмах ун çумне ахальтен «çыпăçман». Мăшăрĕ çеç мар, ыттисем те çапла чĕнеççĕ Хуракассинче пурăнакан Зоя Плотниковăна. Сумлă ята тивĕçлех вăл.

«Ял халăхĕшĕн тăрăшсах ватăлтăм, - терĕ Зоя аппа. - Газ кĕртес, çул тăвас ĕçсене хам çине илтĕм. Çамрăксем те мана шанчĕç».

Çичĕ теçеткерен иртнĕ вĕри чунлă хĕрарăм çак ĕçсене вăхăтра тăвассишĕн Шупашкара, района мĕн чухлĕ чупман-ши; Кампа кăна курса калаçман-ши; Газ кĕртме килнĕ специалистсене кинемей пурăнмалли те тупса панă, хăшĕсене хăйсем патне вырнаçтарнă. «Кăвак çулăма» Çăмахуй урамĕнче пурăнакан Плотниковсен килĕнче пĕрремĕш çутнă.

Урам старости пулнă май ишĕлчĕк кĕпере юсассине те хăй çине тиенĕ вăл. Паттăр хĕрарăм районти вăрман хуçалăх ертÿçин кăмăлне çавăрма пултарнă. Ара, кĕпере каштасăр юсаймăн-çке. Лешĕ хирĕçлемесĕрех йывăçпа тивĕçтернĕ Зоя аппана. «Вăрманта эсĕ лартман пĕр лаптăк та çук. Çавăнпа та сана хуть хăшне кĕрсе касма ирĕк паратăп», - терĕ вăл мана ун чухне», - аса илет иртнине паян З.Плотникова. Халĕ ачасем шкула икĕ çул çак каçма урлă çÿреççĕ.

Хуракассинчи Çăмахуй урамĕнче маларах автобус чарăнăвĕ пулман. Ăна йĕркелес, павильон лартас тĕлĕшпе те чылай тăрăшма тивнĕ унăн. Паян пăх та кур: асăннă вырăнта çул палли те, будка та пур.

Çамрăк чухнех общество ĕçĕсене хастар хутшăннă вăл. Фермăра вăй хунă май хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи те, комсомол секретарĕ те, район тата ял канашĕсен депутачĕ те пулнă. «Пĕррехинче пирĕн фермăна Андриян Николаев космонавт килчĕ, - сÿтĕлет малалла сăмах çăмхи. - Ăна çăкăр-тăварпа кĕтсе илекенсен шутĕнче эпĕ те пултăм. Çав тери кăмăллăн калаçрĕ вăл. «Пĕр шăтăка кĕрсен тапса кăлармасăр та ан тух», - тесе вĕрентрĕ мана Андриян Григорьевич. Чăн та, çак сăмахсене ăша хывса пурăнатăп халĕ».

Хăй вăхăтĕнче ĕçре те палăрнă Зоя Ивановна. Сысна лайăх ĕрчетнĕшĕн, пăхнăшăн ВДНХ бронза медальне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденне илнĕ. Çулталăкне пине яхăн çура çăвăрлаттарнă, республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Мăшăрĕпе Евгений Владимировичпа 55 çул пĕрле пурăнаççĕ. Ултă ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Шел те, пĕри çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Плотниковсен ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, ял хуçалăх ĕçне суйланă. Ахальтен мар вĕсене ĕç династийĕсен слечĕсене яраççĕ.

Хальхи вăхăтра Енькка тетепе Зоя аппа иккĕшĕ çеç кун кунлаççĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, кăçатă йăвалаççĕ, мăнукĕсене çитĕнтерме пулăшаççĕ. Паян вĕсен йăхне 14 мăнукĕ малалла тăсать.

«Ман валли ĕç тупăнсах пырать, - терĕ вăл. - Çырмари çăл пурине юсамалла. Иртнĕ çул шывсăр тарăхрăмăр. Кăçал ял халăхĕпе пĕрле кар тăрса ĕçлессе шанатăп».

76 çулти кинемейрен тĕлĕнме пăрахаймарăм. Хастарлăхĕ, вашаватлăхĕ çăл куç пек тапса тăрать. Ырă ĕçсем пурнăçлама Турă вăй-хăват парать пулас ăна. Ара, халăх шаннă «кĕпĕрнаттăрăн» çапла пулмалла та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика