16 февраля 2011 г.
Муркаш районĕнчи Çатракассинчен çитнĕ çыру çивĕч ыйтăва тепĕр хут хускатма хистерĕ. Ялта пурăнакансене вăрттăн лавккасенче сăмакун, спирт хутăшĕ сутни, вырăнти пуçлăхсем, право органĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăнманни тарăхтарать. Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма Муркаш енне çул тытрăмăр.
Ĕçшĕн - эрехпе
- Ял çыннисем пĕр-пĕрне пулăшнăшăн, хушма хуçалăхра ĕçлесе панăшăн ĕлĕкрен эрехпе хăналанă, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Кожевников. - Çатракассинче те çак пулăм анлă сарăлнă. Шел, юлашки вăхăтра вăл бизнес пулса кайрĕ. Лавккари хаклипе уйрăм çынсенчен сăмакун, спирт хутăшĕ туянаççĕ.
Çатракассинче кăна-и, кашни ялтах пур-мĕн усламçăсем. Вĕсен çулне пÿлме ял тăрăхĕн ертÿçисем право органĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле час-часах тĕрĕслеве тухаççĕ. Анчах алăран ярса тытма кансĕр. Кашмашра пĕрне капкăна çаклатма май килнĕ-ха, тепринпе вара пăтăрмах сиксе тухнă.
- Наркăмăшлă шĕвеке сутакансем паллакансене кăна йышăнаççĕ, ютсемпе калаçмаççĕ, - сăмахлать Юрий Алексеевич. - Пĕррехинче кунти çыннах укçа парса сăмакунçă патне кĕртсе ятăмăр. Хайхине тулли кĕленчепе тухасса кĕтсе хăшкăлтăмăр. Вăл вара вăрттăн лавкка хуçипе пĕр чĕлхе тупнă та алăксене шалтан питĕрсе хунă. Тытман вăрă - вăрă мар, айăпласси пулмарĕ.
Ятман, Йÿтеркасси, Очăкасси... - пур çĕрте те тымар янă сăмакунçă-усламçăсем. Хăпса пĕтеймĕн темелле вĕсенчен. Ял хула мар, кашни çын алă тупанĕ çинчи пек. Çавăнпа çынсем сăмакун ăçта сутнине куç хупса тĕллесе кăтартĕç. Çапах право органне уççăн пĕлтерекенсем çук темелле. Пĕр-пĕрин умĕнче куçран ÿкес, кÿршĕ-аршăпа хирĕçес килменни сисĕнет.
- Районти шалти ĕçсен пайĕпе рейдсене тухнă, профилактика ирттернĕ, ăнлантарнă хыççăн лару-тăру улшăнма тытăнчĕ, - теççĕ ял тăрăхĕнче. - Нумайăшĕ сутма пăрахрĕ, унччен никамран хăрамасăр, уççăн хаяр шĕвек юхтаракансем те хура ĕçне пытарма тăрăшаççĕ. Çавах ку тĕлĕшпе пирĕн пайтах-ха ĕçлемелли.
Ашшĕ-амăшĕ черкке ăшне путни ачасемшĕн инкек. Ĕçке ярăннăскерсем тĕпренчĕкĕсене пăхаймаççĕ, тивĕçлĕ воспитани параймаççĕ. Хальхи вăхăтра Çатракассинче йĕркесĕр сакăр çемьене шута илнĕ. Очăкассинче - пĕр çемье. Кĕçĕн çулти ачине пĕччен çитĕнтерекен хĕрарăм ĕçкĕç тăванĕсемпе пурăннă май хăй те усал йăлапа туслашнă, ĕçлемен. Вырăнти комисси, ертÿçĕсем тăрăшнипе амăшне ĕçе вырнаçтарнă. Ятманти судпа айăпланнă, эрех-сăрапа туслашнă Михайлов та «хушаматне улăштарнă» вĕсем пулăшнипех фермăра ĕçлеме тытăннă. «Хальлĕхе ĕçлеççĕ-ха, хăйсене йĕркеллĕ тытни савăнтарать», - теççĕ яваплă çынсем.
Шупуçĕнчи Орловсем те пуçлăхсемшĕн пуç ватмăш. «Çул çитмен ачине санаторие яма путевка тупса патăмăр, мĕншĕн тесен килĕнче пурăнма йывăр».
Сăмакун, спирт хутăшне сутакансене чаркалама пулĕ-ха, анчах саккун хÿттинче тăракан лавккасемпе мĕн тумалла; Çатракасси ял тăрăхĕнче кăна вунă суту-илÿ çурчĕ. Кашнинчех сентре тулли эрех-сăра, сутма-туянма чараймăн. Мускавран ĕçлесе таврăннине хаяр шĕвекпе палăртасси йăлана кĕнĕ кунта. Хулăн кĕсьеллисем ялĕпех хăналама хатĕр. Урам варринчех сабантуй тăваççĕ.
Район центрĕпе хула çывăх пулнипе ял тăрăхне наркомансем те иленнĕ-мĕн. Кашмашри «притона» хупнă хыççăн сас-хура илтĕнмест.
- Вĕсенчен хăпрăмăр-ха, анчах ĕçкĕçсемпе вăрттăн эрех сутакансенчен тасалса пĕтейĕпĕр-ши?
Талăкĕпех хаяр шĕвек
Эрех-сăра, ĕçкĕ-çикĕ çĕршывĕпех анлă сарăлнă пулăм. Раççейре çулталăкра çын пуçне 18,5 литр хаяр шĕвек ĕçеççĕ. Пăшăрхантаракан кăтарту. Ахальтен мар Патшалăх Думи эрех кăларассине тата сутассине йĕркелес тĕлĕшпе саккун проекче йышăннă. Чăн та, сăра ĕçес енĕпе тилхепене пушатĕç. Малашне ăна обществăлла вырăнта та сутма ирĕк парĕç. Лайăх-и ку е япăх, татса калама йывăр. Сăра юратакансем алкоголизм серепине çăмăллăнах çакланнине шута илсен шутламалăх пур. Мĕншĕн тесен вăл та пуçа минретет, ÿсĕртет. Ÿсĕршĕн вара тинĕс те чĕр куççи таран. 2010 çулта акă Чăваш Енре 18223 преступлени шута илнĕ. Вĕсенчен 1398-ăшне ÿсĕрле тунă, уйрăмах хăрушă преступлени - 137. Пырĕсене хаяр шĕвекпе чÿхенĕ çынсем хăйсем те хаярлансах каяççĕ çав, мĕн хăтланнине те ăнланмаççĕ. Шупашкарта, Улатăр, Канаш районĕсенче уйрăмах хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ ĕçкĕçсем. Муркаш енче те çитмĕл преступлени ÿсĕр çынсен айăпĕпе сиксе тухнă. Чăн та, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтарту чакнă темелле. Çапах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Районта уйрăмах хăрушă преступлени тăвасси икĕ хут ÿснĕ. Çатракасси ял тăрăхĕнче те саккуна пăснă 29 тĕслĕх палăртнă «2009 çулта - 13». Вĕсем шăпах ÿсĕрсен айăпĕпе пулса иртмен-ши?
Муркаш районĕнче 148 суту-илÿ çуртĕнче эрех-сăра ярăнтараççĕ. Пиллĕкĕшĕнче вара талăкĕпех хаяр шĕвек сĕнеççĕ. Чăннипех те тытăнса тăма çăмăл мар. Кивçенле парсан пушшех те.
.