АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пурăннине мĕн çиттĕр?

16 февраля 2011 г.

 Юр çăвать, хысна пушанать

Лапка-лапка шурă юр çунине пăхмасăр Етĕрне районĕнчи Кăкшăмра çул такăр, яка. Çул икĕ енĕпе вара чăн-чăн сăрт тейĕн. Мĕн тăвăн, ял урамĕнчи юра хулари пек аякка турттараймăн.

- Юрать тухса кĕме май пур, - сасăпах шухăшне пĕлтерет умра утакан çын. - Пĕлнĕ тăрăх хăш-пĕр яла сукмакпа кăна çитме пулать. Пирĕн тăрăхра вара тасатсах тăраççĕ.

Ăна итленĕ май Куславкка районĕнчи пĕчĕк ялта пурăнакан калани аса килчĕ. Хĕл ларнăранпах çула тасатмаççĕ-мĕн. «Юр айĕнчен кăшт палăракан хÿме-карта тăрăх утса çÿретпĕр», - тарăхса пĕлтернĕччĕ вăл.

- Кăçалхи çанталăк вырăнти бюджета палăрмаллах пушатрĕ, - терĕç Кăкшăм ял тăрăхĕнче. - Çапах урамсене юрпа тулма памарăмăр. Çак ĕçе предприятисене, уйрăм çынсене явăçтаратпăр, паллах, укçалла.

Кăкшăм ял тăрăхĕ районта пысăккисенчен пĕри. 1300 çын ытла пурăнать унта. Юлашки вăхăтра ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе илемленнĕ. Капмар çуртсем, газ, шыв... Сакăр ялта пурăнакансем валли библиотекăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çыхăну уйрăмĕ, шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ... Вырăнти юрă-ташă ăстисем «Салам» ансамбле çÿреççĕ. Хуларинчен пĕртте кая мар темелле. Çапах ял ватăлни сисĕнет. Пĕччен пурăнакан карчăк-стариксен шучĕ ÿсет. Пĕлтĕр сакăр ялта икĕ çемье кăна чăмăртаннă. Чăн та, «çĕнĕ кайăксем» ытларах вĕçсе килнĕ. 19 пепке хушăнни хăйне майлă рекорд. Нумайăшĕ иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратать. Ача садĕнче черет те-мĕн.

- Шел, çамрăксем яла юласшăн мар. Иртнĕ çул пирĕн енне пĕр çамрăк специалист та килмен, - пĕлтерет Кăкшăм ял тăрăхĕн ертÿçи К.Михайлов.

Яш-кĕрĕм тăван енрех тымар ятăр тесен пурăнма, ĕçлеме условисем туса памалла. Яла социаллă аталантарас программăпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пиллĕкĕн черетре тăраççĕ. Иртнĕ çул В.Иванов патшалăхран пулăшу-субсиди илме пултарнă. Кăçал та черетрен тепĕр çын чакасса шанса тăраççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма ял тăрăхĕн хыснинчен те укçа хывмалла. Хĕсĕк бюджетшăн ку чăннипех йывăр çĕклем. Тăкакĕ вара пайтах. Çул-йĕр, шыв пăрăхĕсем, социаллă объектсем, тирпей-илем кÿресси - йăлтах ял тăрăхĕн ĕнси çинче. Дотаципе пурăнакан бюджета тупăш сахал пуçтарăнать. Дача вырăнне усă куракан хуçалăхсене, çĕр участокĕсене харпăрлăха куçарса пĕтерейменни те систерет. Çавăнпа кашни пуса шутлама, перекетлеме тивет. Урамсене те çурхи-кĕрхи тĕттĕм, çумăрлă çанталăкра, уявсенче кăна çутатаççĕ.

- Кăçал çакна валли 30 пин тенкĕ кăна уйăрнă. Мĕншĕн тесен пĕлтĕрхи парăмпа та татăлман-ха, - ăнлантарать Константин Николаевич. - Çулталăкне вара урамри лампочкăсем çĕр пин тенкĕ «çисе» яраççĕ.

Икшер-виçшер ĕне

«Заветы Ильича» хуçалăх ура çинче çирĕп тăни ял çыннишĕн пулăшу. Вăхăтра шалупа тивĕçтерекен предприятире ĕçлекенсем самай. Район центрĕнчен, хуларан аякра вырнаçнă ялта ĕç тупма кансĕр. Анчах хуçалăх пурне те йышăнаймасть. Тата хăватлă техника çине куçнă май, фермăсене çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнипе кунта вăй хуракансен йышĕ те чакать. Çавăнпа ытларах хушма хуçалăхсене аталантарма тăрăшаççĕ. 4-5 ĕне усракансем те пайтах. Пăчанарти Никифоровсен акă вăтăр сысна, вунă вăкăр, виçĕ ĕне. Турхлари Филипповсем те сысна ĕрчетеççĕ. Çапах хуçалăхран пай çĕрĕсемпе уйрăлса тухакансем сахал.

- Çĕр ĕçĕ - йывăр, пурин те çак лава туртма вăй çитеймест. Килте машина-трактор пулсан çăмăлрах. Анчах нумайăшĕн вăл çук. Çамрăксем çĕр ĕçĕпе аппаланасшăн мар, - тет Н.Мурзина ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Хуçалăх вара çынсен çĕрĕпе усă курнăшăн чĕр таварпа «утă-улăмпа, тырăпа» татăлать. Çавăнпа Кăкшăм енче усă курмасăр выртакан лаптăксем çукпа пĕрех.

- Пĕлтĕрхи йывăр çул хушма хуçалăхсенче выльăх йышне чакармарĕ-и? - ыйтатăп унран.

- Хĕле хирĕç çынсем яланах ытлашши выльăхран хăпма тăрăшнă. Çапах та ĕне выльăх шучĕ чакниех сисĕнмест. Тата вĕсене патшалăх та пулăшать. 252 хуçалăх выльăх апачĕ туянма каякан тăкаксене саплаштарма 362 пин тенкĕлĕх субсиди илме документсем тăратрĕç. Хушма хуçалăха аталантарма вара иртнĕ çул 36 çын çăмăллăх кредичĕ илнĕ.

Алла-аллăн тытăнса

Пĕччен сурнă - типсе пынă, халăх сурнă - кÿлĕ пулнă. Кăкшăм тăрăхĕнче пĕтĕм ĕç-хĕле çынсене явăçтарма тăрăшаççĕ.

- Ку енĕпе Пăчанарсем уйрăмах хастар, - теççĕ кунта. - Кĕркунне акă ял старости А.Михайлов ертсе пынипе çырмасене йывăç лартрĕç, хунавсем йĕри-тавра хÿме тытрĕç. Ырă пуçарăва ватти-вĕтти пурте хутшăнчĕ. Ял уявне хатĕрленсе вĕсем территорие тирпей-илем кĕртрĕç, пусă çĕнетрĕç. Пурăнма пĕлсен ялта та аван.

Пăчанарсен хăйсен паллă вырăнĕ пур. 200 çула яхăн кашласа ÿсекен йăмрана курма аякран та килсе çÿреççĕ. Уявсем те çакăнта, авалхи йывăç патĕнче иртеççĕ.

Турхлара та хăйсен уявне тĕплĕн хатĕрленнĕ, урамсене çÿп-çапран тасатнă, сцена тунă. Аякра пурăнакан ентешĕсене хăнана чĕннĕ май намăс курас темен. Кăçал вара Уйкассем те кÿршисенчен юласшăн мар, ентешĕсене, хăна-вĕрлене кĕрекене чĕнесшĕн.

- Кун пек пĕрле ĕçлени-канни урамсене, ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртме, тăван енĕн историне, йăли-йĕркине упрама пулăшать, - теççĕ çынсем. - Ентешлĕх, тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ çирĕпленет.

Вырăнти хуçалăх профкомĕ, хĕрарăмсен, ветерансен канашĕсем те Кăкшăмсен пурнăçне интереслĕ, тулли тума тăрăшаççĕ. Хисеплĕ ватăсемпе ветерансене те манса каймаççĕ.

90 çултан иртнĕ Т.Ивановăпа Е.Васюткинăна, çур ĕмĕр пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнакан мăшăрсене мĕнле манса хăварăн; Вĕсене уявсерен саламлама, асăнмалăх парнесем пама тăрăшаççĕ.

- Шăрăх çанталăк Кăкшăм тăрăхне типпе хăвармарĕ-и? -  ыйтатăп ертÿçĕсенчен.

- Пирĕн кашни ялтах шыв пăрăхĕ. Вĕсем кивелнипе юсасах тăмалла. Типĕ çанталăкра шыв чакрĕ, анчах типпе юлман. Çăлсене те юсарăмăр.

Инкек-синкекрен сыхланса пĕлтĕр ял çыннисем укçа пуçтарса тепĕр пушар машини туяннă-мĕн. Халĕ ăна вырăнти хуçалăх тытса тăрать. Пĕр-пĕрне пулăшса, алла-аллăн тытăнса утни Кăкшăмсене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика