16 февраля 2011 г.
Муниципалитетсен пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене тишкерсе 2011 çул валли тĕллевсем палăртма республикăри хуласемпе районсем тăрăх çул çÿревсем йĕркеленĕ май иртнĕ шăмат кун Михаил Игнатьев президент Çĕмĕрле хулинче пулнă.
Республика пуçлăхĕ малтанах Çĕмĕрлесене патшалăх программине пурнăçласа çĕкленĕ çĕнĕ çуртри хваттер уççисене панă. «Республикăра виççĕмĕш çул граждансене авари шайĕнчи çуртсенчен куçармалли тĕллевлĕ программа лайăх ĕçлет. Çывăх вăхăтра эсир те çĕнĕ хăтлă хваттерсене куçăр, унта шутлав приборĕсене вырнаçтарнă ĕнтĕ, энерги перекетлекен технологисемпе усă курмалла», - тенĕ М.Игнатьев.
Çĕмĕрле хулинче ЖКХ тытăмĕнчи лару-тăру йывăр. Хула хуçалăхне тытса пырассине яланах тĕрĕслесе тăмаллине, мĕн-пур сферăра ертсе пыракансен тĕрĕс йышăнусем тумаллине палăртнă президент. Вăл канашлăва пухăннă управляющи компанийĕсен мĕнпур ертÿçине итленĕ. Управляющи компанийĕсен интернетра хăйсен сайчĕ пулмаллине асăрхаттарнă.
Республика пуçлăхĕ Çĕмĕрлере социаллă пĕлтерĕшлĕ чылай апат-çимĕç хакĕ пысăккине те асăрханă, çăкăр хакĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăнă.
Сÿтсе явнă темăсен шутĕнче çавăн пекех хула йĕркелекен предприятисене çĕнетессипе, ЖКХ сферинчи тарифсене йĕркелессипе, пĕчĕк бизнес предприятийĕсене кредитпа пулăшассипе, предпринимательлĕхе тата социаллă ĕçтешлĕхе аталантарассипе çыхăннă ыйтусем те пулнă. М.Игнатьев патшалăх учрежденийĕсен ĕçĕнче çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курасси çинче чарăнса тăнă, хулари вĕренÿ учрежденийĕсем ку енĕпе лайăх, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем çителĕксĕр ĕçленине палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕпе интернет урлă усă курмалли майсене анлăлатасси пирки те калаçу пулнă.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Президенчĕ çапла палăртнă: «Республикăн кăçал кризисченхи 2008 çулхи кăтартусенчен иртмешкĕн пĕтĕм май пур. Çĕмĕрлери лару-тăру ырă енне улшăнасса, хула хăйĕн тÿпине Чăваш Ен ăнăçăвне хывасса шанатăп. Уççăн ĕçлекен бизнеса, çавăн пекех муниципалитет хыснипе тухăçлă усă куракан бюджет учрежденийĕсене тав тăватăп. Пурте ăнланаççĕ: çивĕч ыйтусене самантрах татса пама май çук. Çавăнпа та ку ĕçе тапхăрăн-тапхăрăн, алла-аллăн тата чăн-чăн профессионалсен шайĕнче вăй хурса пурнăçламалла».