16 февраля 2011 г.
Камран та пулин кивçен ыйтма кайиччен çиччĕ виçсе пĕрре касма тăрăшатпăр. Парăмсăр пурăннинчен ырри çук-çке. Анчах малалла аталанма тата лайăхрах пурăнма кивçен илме тивни пачах урăх япала. Çапах та ăна вăхăтра парса татмалла. Шăпах çакна ăнлантарма тăрăшрĕ те журналистсене пресс-конференцие пухнă ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков. Республикăн патшалăх умĕнчи парăмĕ, унпа ĕçлемелли йĕркесем, кивçен илекен укçана мĕнле тĕллевсемпе усă курни, хаклă хутсемпе бюджет кредичĕсем çинчен каласа пачĕ вăл.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн патшалăх умĕнчи парăмĕ 10 млрд тенке яхăн. Вăл шутра республикăн хаклă хучĕсемпе çыхăннă парăмĕсем кăна 3 млрд тенкĕ. Раççей бюджетĕнчен илнĕ кредитсен тÿпи - 2,8 млрд тенке яхăн. Патшалăх гарантийĕсемпе çыхăннă парăм виçи вара - 2,6 млрд тенкĕ. Кунта «Чувашавтодор», «Дорисс», «Булгар-Хмель», Çĕмĕрлери «Теплоэнерги» тата ытти пĕрлешĕве панă гарантисем кĕреççĕ. Ют çĕршыв банкĕсемпе пĕтĕм тĕнчери финанс организацийĕсенчен илнĕ кредит парăмĕ 1,6 млрд тенке яхăн.
М. Ноздряков каланă тăрăх ку таранччен республика хăй умĕнчи тивĕçсене йĕркеллĕ пурнăçласа пынă. Çулсеренех хаклă хутсем тăрăх кивçене пĕрер млрд тенкĕлĕх татса пыраççĕ.
Раççейри хăш-пĕр регион парăмĕсен виçине те илсе кăтартрĕ финанс ертÿçи. Тутарстанăн парăмĕн виçи 55 млрд тенкĕпе танлашать, Чулхулапа Саратов облаçĕсен - 20-шер млрд тенкĕ. Укçапа тухăçлă усă курнă чухне пысăк парăм виçи те йĕркеллĕ пулăмах шутланать.
Патшалăх парăмне тÿлесе пырассипе çыхăннă тăкаксем республика бюджечĕн тăкакĕсен 15 процентĕнчен иртмелле мар иккен. Пирĕн тăкаксем вара 2 процентран та иртсе курман. Кирек епле пулсан та кивçен илнĕ укçа усса кăна кайтăр. Лайăхрах пурăнма пулăштăр.
Çынсем кăмăллă юлччăр
«Пурнăç пахалăхĕ - Сывлăх» ятпа «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕнче пĕрлехи ĕçлĕ ушкăн ларăвĕ иртрĕ. Унта январь уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç тата февральте мĕн-мĕн тумаллине палăртрĕç.
ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă политика министрĕн çумĕ Алексей Федоров пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен 4,136 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Ăна медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, çавăн пекех информаци тытăмне хальхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелеме усă кураççĕ. Вăл шутра электрон медицина карттипе учрежденисен электрон паспортне хатĕрлесси те. Икĕ çул хушшинче республикăри сиплев учрежденийĕсен 40 процентне çĕнетмелле. Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсенче пĕтĕмĕшле çемье врачĕн хушма 21 офисĕ уçăлмалла. Пурăна киле «Васкавлă медицина пулăшăвĕн» пĕрлехи диспетчер службине те йĕркелемелле.
Çак кунсенче республикăри онкологи диспансерĕнче çĕнĕ сиплев корпусĕ уçăлать. Республикăри эндокринологи диспансерĕнче вара «февралĕн 18-мĕшĕнче» уçă алăксен кунĕ пулĕ.
Кардиологи, онкологи, нейрохирурги, офтальмологи, акушерпа гинекологи тĕлĕшпе сиплесси çÿллĕрех шая çĕкленмелле. «Чи кирли _ халăх медицина пулăшăвĕпе кăмăллă юлни. Хĕрарăмсем виçĕ тата ытларах ача çуратма пултарччăр», - терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт комитечĕн ертÿçи Ольга Зайцева.
Палăртнисене пурнăçа кĕртме, укçана тĕллевлĕ усă курма тĕрĕслев ĕçне вăйлатмалли, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачăрах ĕçлемеллине те палăртса хăварчĕç.