16 февраля 2011 г.
Михаил Игнатьев президент республика министерствисемпе ведомствисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Çак кунсенче районсемпе хуласен 2010 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тата 2011 çулхи тĕллевсене халалланă канашлусем иртеççĕ. М.Игнатьев тата правительство членĕсем хутшăннипе çавнашкал 13 канашлу иртнĕ. Вĕсене пĕтĕмлетнĕ май вырăнсенче ĕçлемелли пайтах пулнине палăртнă. Калăпăр, власть органĕсен ĕçне уççăнрах йĕркелес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен официаллă сайчĕсене вырнаçтаракан информаципе тĕплĕнрех ĕçлемелле. Суту-илÿ предприятийĕсемпе ĕçлес, бюджет укçипе тухăçлă усă курас, районсемпе хуласен тупăшне пысăклатас, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе, ытти ыйтупа тимлĕх кирлĕ. Республика президенчĕ муниципалитетсен умне кăçал кризисченхи шая тухма, пĕчĕк тата вăтам бизнеса çине тăрарах аталантарма, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тĕллев лартнă.
Çавăн пекех информаци технологийĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.
Культура министрĕ Роза Лизакова наци телера-диокомпанине йĕркелессипе çыхăннă ĕç пирки каласа панă. Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хыпарсен блокĕсем тата тематика кăларăмĕсем эфира тухмалла, каярахпа вĕсем пĕтĕм республикăна сарăлĕç. 2011-2012 çулсем çак компанишĕн ура çине тăмалли тапхăр пулмалла.
Граждансен прависене хÿтĕлесси - тĕп тĕллев
Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Мигушовпа тĕл пулнă.
2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Следстви комитетне йĕркеленĕ. Çак вăхăтранах Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ ĕçлет. «Право йĕркине сыхлакан çĕнĕ органа туса хунин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ преступленисене оперативлă тата паха тишкересси, малтанхи следстви вăхăтĕнче саккунлăха, çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлессине тивĕçтересси», - тенĕ Александр Мигушов.
М.Игнатьев граждансен прависене хĕсекен должноçри çынсем йĕркене пăсни çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Йĕркене пăснă фактсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче ĕçлекен тата çак енĕпе пулăшу паракан управляющи компанисен ĕç-хĕлне пырса тивеççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерме...
Ĕç рынокĕнчи мероприятисене пурнăçа кĕртме кăçал 238 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Производствăна çĕнетсе улăштаракан предприятисене ытларах пулăшу кÿресшĕн. Çавна май çак предприятисен ĕçченĕсемпе специалисчĕсем бюджет шучĕпе пĕлĕвĕсене аталантарма тата квалификацийĕсене ÿстерме пултарĕç.
Виçĕ çула çитиччен ачисене пăхакан хĕрарăмсен те тÿлевсĕрех професси илме ирĕк пур. Çав шутрах ĕç вырăнĕнче шутланакансем те, ĕçсĕррисем те. Вĕреннĕ вăхăтра вĕсене стипенди тÿлеççĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçма май пур.
2010-2011 çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксем тата ĕç шыракан çынсем опыт пухма республикăри организацисенче стажировка иртме пултараççĕ. Стажировка иртекенсен уйăхри ĕç укçине бюджетран саплаштараççĕ. Çавăн пекех инвалидсене пулăшас, йывăр е сиен ĕçре вăй хуракан хĕрарăмсене çăмăлрах ĕçе куçарас тĕллевпе те ĕçлеççĕ.
Февралĕн 18-мĕшĕнче Наци библиотекинче «Граждансен ĕç прависене хÿтĕлесси» право сехечĕ иртет. Чăваш Республикинчи прокуратура ĕçченĕсем граждансен ĕç прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен прокуратура ĕçĕ-хĕлĕпе, правăна пăснă тĕслĕхсемпе паллаштарĕç. Республикăри профсоюзсен «Чувашрессовпроф» пĕрлешĕвĕн организацийĕсем граждансен ĕç прависем тата вĕсене хÿтĕлесси пирки сĕнÿсем парĕç.