16 февраля 2011 г.
Пĕтĕмпех
Иртнĕ эрнере ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Тăвай районĕнче тата Канаш хулинче пулчĕ. Асăннă тăрăхсенче социаллă экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.
«Ĕçсĕр юласран шикленместĕр-и?»
ЧР экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерствин кăтартăвĕ тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне палăртнă май иртнĕ çул Тăвайсем Чăваш Енри муниципалитет пĕрлĕхĕсен хушшинче 20-мĕш вырăн йышăннă. «Ку кăтарту малашне тăрăшса ĕçлемеллине пĕлтерет», - терĕ Михаил Васильевич асăрхаттарса. Кăçалхи пĕтĕмлетÿсем ăнăçлăрах пуласса, малашне 10-мĕш вырăнтан кая мар йышăнасса шантарчĕ район администраци пуçлăхĕ Ю.Васильев. Демографи лару-тăрăвĕ те чаплах мар. Ача-пăча çуралать пулсан та вилекен çын ытларах. Арçынсен вăтам ĕмĕрĕ виçĕм çул 59 çулпа танлашнă, пĕлтĕр вара - 63 çул. Хĕрарăмсен кун-çулĕ вăрăмрах - 74 çул. «Демографи ыйтăвĕ хăçан лайăхланĕ; _ ыйтрĕ президент залра ларакансенчен. - Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемпе танлаштарсан паянхи пурнăç аванрах темелле. Унсăр пуçне халăх кун-çулне тăсассишĕн патшалăх та тăрăшать. Пĕтĕмпех демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн ĕçлетпĕр».
Вĕрентÿ, сывлăх учрежденийĕсем валли апат-çимĕç туянас ыйтăва та хускатрĕ, бюджет укçи-тенкине перекетлĕ тытмаллине аса илтерчĕ республика ертÿçи. Учрежденисем ку тĕлĕшпе халĕ вырăнти предприятисемпе, хуçалăхсемпе çыхăну тытма пуçлани савăнтарать. Акă Канашсем çăнăх, кĕрпе таврашне вырăнти элеватортан туянаççĕ. Çăмарта, чăх ашĕ те хăйсенех. Сĕт-çу завочĕ пулманран сĕте Йĕпреçрен илсе килеççĕ.
Пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсем Канашра та, Тăвайĕнче те республикăри вăтам хакран пысăкрах пулни ЧР Президентне шухăшлаттарчĕ. Тăвайĕнче ыраш çăкăрĕн хакĕ республикăри вăтам хакран 1 тенкĕ ытларах. Ку тĕрĕсмарлăха уçăмлатма М.Игнатьев райпо ертÿçинчен ыйтрĕ. Лешĕ çакна çăнăх хакĕ ÿснипе сăлтавларĕ. «Конкуренци аталаннă май эсир ĕçсĕр юласран шикленместĕр-и?- терĕ республика ертÿçи. - Тавара е продукцие халăх хăй суйлать-çке». Канашра вара çăмарта хакĕ республикăри вăтам хакран чылай пысăкрах иккен. Çавна май апат-çимĕç хакĕсене сăнаса тăмаллине çирĕплетрĕ М.Игнатьев. Ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕнче «Органика» лавккасем тăвассине шута илмеллине пĕлтерчĕ. Тăвайĕнче ял хуçалăх рынокĕсем çуккине палăртрĕ.
«Çамрăксене
шанмалла»
Ял пуласлăхĕ - çамрăкра. Ахальтен мар канашлăва пухăннисене республика ертÿçи яшсемпе хĕрсене çуралнă тăрăха хăварма чĕнсе каларĕ. «Çамрăксемпе ытларах ĕçлемелле, - терĕ вăл. - Вĕсемпе «çавра сĕтелсем» хăçан йĕркеленине те маннă пулĕ. Çавăнпа та семинарсем, кирлĕ ытти мероприяти ирттермелле. Çамрăксене шанмалла». Хăй çавăнтах пултаруллă, талантлă яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа малашне те хавхалантармалли пирки аса илтерчĕ.
Канашра пурăнакан 81 çулти В.Григорьев ача-пăча спортне аталантармалли пирки сăмах хускатнă май президента сĕнÿсем пачĕ. Шкулсенче физкультура урокĕсен сехечĕсене кĕскетни РФ тава тивĕçлĕ тренерне кулянтарчĕ. «Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисен сывлăхне кура ку тĕлĕшпе кăтартусем чаплах мар, - пулчĕ хурав. - Сывлăхлă ăру çитĕнтересси ашшĕ-амăшĕнчен те, вĕрентекенрен те килет. Пур укçа-тенке эмел илме тăкакламалла мар. Канашсем «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2011» ăмăртăва епле хутшăннине сăнасах тăрăп». Сăмах май, кăçал Тăвайĕнче физкультурăпа спорт комплексне тума пуçлĕç.
Асăннă икĕ тăрăхра та ача сачĕсем çитмеççĕ иккен. Çавна май кăçал хушма ушкăнсем уçма палăртнă. Унсăр пуçне планра шкулчченхи учрежденисем тăвасси те. Канашра вара чухăн çемьесене пулăшас тĕллевпе кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пилотлă проект хута кайĕ. Пепкисене «1,5 çултан пуçласа 3 çулччен» ача садне вырнаçтарма май килмен ашшĕ-амăшне пособи тÿлĕç. Проекта пурнăçлама хула тата республика бюджечĕсенчен 14,1 миллионшар укçа-тенкĕ уйăрнă.
Ялта тĕпленнĕ çамрăк специалистсене патшалăх çурт-йĕр çавăрма пулăшнине палăртрĕ республика ертÿçи. «Ялта кахалшăн çеç ĕç çук, - терĕ вăл. - Аслă шкул пĕтернĕскерсем ĕç вырăнĕ тупаймасăр пасарта япала сутса тăраççĕ».
Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ЧР Президентне шкул автобусĕпе тивĕçтернишĕн тав турĕ. «Автобуссем кивелеççĕ, май çитнĕ таран улăштарăпăр. Чи кирли - ачасем лайăх вĕренни. А.Николаев космонавт тата аслă вĕрентекенĕмĕр И.Яковлев пек ăслă çынсем пулса çитĕнччĕр. Иван Яковлевич йывăр вăхăтра та халăха çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă».
Компьютер пур,
сайт çук
Канашлура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене сайтсене çĕнетменнишĕн сăмах тиврĕ президентран. «Ертÿçĕсем мĕнле ĕçлени тÿрех курăнать», - пулчĕ хаклав. Çавăн пекех сайтсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен порталне вырнаçтарманни пирки те асăрхаттарчĕ.
Тăвай районĕнче ял халăхĕн 70 проценчĕн компьютер пур. Анчах та сайтра ял тăрăхĕн ĕç-хĕлне кăтартакан информаци пачах та çук. Çак ыйтупах республика ертÿçи Канашра та кăсăкланчĕ. Кунти шкулсен кăтартăвĕ тăрăх хулари çемьесен 72 проценчĕ компьютерлă, вĕсене интернетпа çыхăнтарнă. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенче электрон дневникне йĕркеленĕ.
Республикăн тарифсен службин ертÿçи А.Егорова палăртнă тăрăх ЖКХ управляющи компанийĕсен кашнин хăйĕн сайтне йĕркелемелле. Канашра вара çакнашкал пĕр тĕслĕх те çук.
Михаил Игнатьев Канашри компанисен ĕç-хĕлĕпе те кăсăкланчĕ. Вĕсен йышĕнче «Коммунальный сервис» ООО та пур. Унăн директорĕ В.Алякин Тăвай районĕнче тепĕр виçĕ организацие ертсе пырать, поставщиксен умĕнчи парăмĕ - 1 млн та 700 пин тенкĕ. Çакнашкал çынсем халăха сиен кÿнине, унпа çыхăннă çивĕч ыйтусене çывăх вăхăтрах татса памалли çинчен асăрхаттарчĕ республика ертÿçи хула администраци пуçлăхне Р.Мясникова.
«Ыйхăран вăранман»
Ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Çур аки умĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсен, удобренисен хакĕсем ÿсеççĕ. Çавăн пекех хуçалăхсене вăрлăх та çителĕклĕ кирлине палăртрĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев. «Çĕр улми ытларах кирлĕ пулать, - терĕ вăл. - Пĕлтĕрхи шăрăха пула çĕр улми вăрлăхĕн пахалăхĕ чакнă». ЧР апат-çимĕç фончĕ паян удобренипе, вăрлăхпа тивĕçтерессине пĕлтерчĕ вăл.
Тăвай районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен çур акине ирттерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине ыйтрĕ президент. Анчах та татăклă хурав кĕтсе илеймерĕ, ертÿçĕсем «ыйхăран вăранманнине» палăртрĕ. Хуçалăхсем арканасси чи малтан пуçлăхран килнине асăрхарĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармаллине, тĕрлĕ конкурса хутшăнмаллине, пурлăхпа çĕр налукĕсемпе туллин усă курмаллине палăртрĕç канашлура.
Канашра пахча çимĕçрен продукци хатĕрлекен «DEVELEY» нимĕç фирмин тата минерал тăварĕсем кăларакан «АУРАТ-СВ» ООО завочĕсен презентацийĕсем иртрĕç. Унта вĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.