АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп

11 февраля 2011 г.

Грипп эпидемийĕ çулсеренех пулать. Хальхи вăхăтра ОРВИ пуçаракан «гриппа пĕрле» 200 яхăн вирус шутланать.

Грипп вирусĕ питĕ хăвăрт сарăлать. Уйрăмах сывлăш урлă. Вируспа чирлĕ çыннăн сунасланă, ÿсĕрнĕ, калаçнă чухне грипп вирусĕллĕ сурчăк тухать. Çавăнпа та чирлĕ çын патне 2-3 утăм çывăха пырсанах чир ерме пултарать.

Грипп ерсен ачасен температури хăпарать, сывлав çулĕсем сиенленеççĕ, пневмони аталанма пултарать.

Гриппа чирлесен ĕçе çÿремелле мар, киле тухтăр чĕнмелле, вырăнпа выртмалла. Кунне икĕ литртан кая мар шыв ĕçмелле, мĕншĕн тесен вируссен наркăмăшĕ организмран пÿре витĕр тухать. Шыв ĕçни организма тарласа шĕвек çухатнине саплаштарма та, ÿсĕрнĕ чухне тухакан лăймакана шĕветсе кăларма та кирлĕ. Анчах та организм шывсăр пуçне минерал тăварĕсене те çухатать, çавăнпа та минерал шывĕ, сĕткен, морс, çăра мар чей ĕçме тăрăшмалла. Пÿлĕме час-часах уçăлтармалла.

Температура 38,5 градусран иртсен ăна парацетамол, ибупрофен эмелĕпе чакармалла. Пысăках мар температурăна та «37-38 градус» чăтма йывăр пулсан е вăраха кайнă чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ пулсан чакармалла, мĕншĕн тесен вирус чĕре тытăмне сиенлет, температура ÿсни вара чĕрене йывăрлăх кÿрет.

Вируса хирĕç кĕрешмелли препаратсене тухтăр çырса парсан кăна ĕçмелле.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ грипран вакцинаци туса сыхланма сĕнет. Ăна эпидеми пуçланиччен пĕр уйăх маларах тумалла. Пирĕн республикăра ăна сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче ирттереççĕ. Вакцина грипран кăна сыхлать, ОРВИ тĕсĕсем вара 200-е яхăн терĕмĕр, вĕсенчен вакцина çук.

Инфекци таса мар алă урлă ернине те асра тытмалла. Алăсем кунне 300 хута яхăн сăмсапа куçран тухакан шĕвеке перĕнеççĕ. Çавăнпа эпидеми вăхăтĕнче алă тытни те чирлеттерме пултарать. Апла алла час-часах çумалла, уйрăмах килте чирлĕ çын пулсан.

Гриппа чирлес мар тесен ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, ытларах пахча çимĕçпе улма-çырлапа апатланмалла. Час-часах ыхра, шăлан «шиповник» чейĕ, шур çырли, кĕтмел, хăмла çырли çимелле-ĕçмелле.

Урама тухиччен сăмса кăкне оксолин е виферон маçĕпе сĕрмелле.

.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика