11 февраля 2011 г.
Юлашки вăхăтра пластик савăт-сапа питĕ анлă сарăлчĕ. Унтанах ĕçетпĕр, çиетпĕр, унпах упрама хуратпăр, ăшăтатпăр, чей е кофе ĕçетпĕр. Анчах питех те меллĕ пластик пур чухне те усăллă мар çав.
Поликарбонатран тунă бутылкăсем майĕпен кĕленчеллисене хĕссе кăлараççĕ. Ачасене валли кăларакан бутылкăсене те ăшăтмалли ятарлă хатĕрпе çав материалтанах тума пуçларĕç. Анчах та вĕсене кăшт ăшăтсанах шыва, сĕте поликарбонатран бисфенол куçма пултарать. Вăл вара гормонсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантарать. Уйрăмах вăл арçын ачасемшĕн япăх, ар тытăмне кирлĕ пек йĕркеленме памасть. Аталаннă çĕршывсенче ача-пăча бутылкисене бисфенолсăр тăваççĕ, ытти çĕршыва сутма вара ахаль поликарбонат «хăвалаççĕ».
Раççей ГОСТĕнче бисфенол пирки асăнмаççĕ те. Пластик савăтран апата куçма пултаракан наркăмăш шутĕнче ытти хими эстрогенĕсем те пур. Тĕслĕхрен, пластмассăна çемçелĕхпе пиçĕлĕх кÿрекен фталат. Вăл эпир морозильника аш чĕркесе хуракан пленкăра та пур.
Чей, кофе е хăвăрт пиçекен яшка хатĕрлеме 100 градуса яхăн температура кирлĕ. ГОСТпа вара вĕри шыва чăтакан савăт-сапана 75 градуспа кăна тĕрĕслеççĕ, хими çирĕплĕхне -65 градуспа. Лаборатори тĕрĕслевĕ пурнăç чăнлăхĕнчен самай йăвашрах. Технологсем вĕри апат хатĕрлеме хĕртсе тунă савăт-сапапа кăна усă курма сĕнеççĕ. Çавăнпа та пластмасса чейникпе усă куриччен тимĕрри лайăхрах.