11 февраля 2011 г.
Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче тĕп ыйтусен шутĕнче республикăн 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программи пулчĕ. Ăна пурнăçлама федераци, республика бюджечĕсенчен, ОМС фондĕнчен 4,2 млрд тенке яхăн хываççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина палăртнă ĕçсене асăнчĕ: 20 пин ытла единица медоборудовани туянмалла, 25 больницăна тĕпрен юсамалла, çемье врачĕн тата 21 офисне тумалла... Программăна пурнăçлани юн çÿревĕн чирĕсене, усал шыçăсене пула, транспортпа çыхăннă инкексенче çынсем вилессине палăрмаллах чакарма пулăшмалла. Медицина ĕçченĕсен шалăвĕ кăçал 10, çитес çул 20 процент ÿсмелле. Тĕп кăтарту вара çакă пулмалла: 2013 çул тĕлне Чăваш Республикинче çын пурнăçĕ вăтамран 76,6 çулпа танлашмалла.
Строительство министрĕ Александр Гончаров республикăн 2011-2015 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен пулăшмалли программипе паллаштарчĕ. Ăна Раççей программипе, 20-мĕш çул тĕлне кашни çын пуçне çуллен 1 тăваткăл метр çурт-йĕр тума палăртаканскерпе, шайлаштарса хатĕрленĕ. Чăваш Енре программăна пурнăçлама кирли пĕтĕмпех пур.
Ларура тишкернĕ чи пысăк ыйту - республикăн 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи бюджета улшăнусем кĕртесси. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх республика бюджечĕ 2,4 миллиард тенкĕлĕх пысăкланмалла. 200 млн тенкĕ налук ытларах пухни тата бюджетсен хушшинчи трансфертсем çапла тума май параççĕ. Хушма тупăш ЧР Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кайĕ. Çав шутра _ ял хуçалăхне кредит проценчĕсене субсидилеме, тыр-пула страхламалли тăкаксене саплаштарма... Çавăн пекех вăрçă ветеранĕсене, çамрăк çемьесене, тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме те хушма укçа пулать. Сахал тупăшлă çынсене хÿтлĕх кÿме, çар служащийĕсен шалăвне индексацилеме, патшалăх учрежденийĕсен ĕç укçин фондне пысăклатма та палăртнă. Çапла вара 2011 çулхи бюджет çакăн пек çирĕпленĕ: тупăшсемпе - 24 890,4 млн «бюджетăн çирĕплетнĕ шайĕнчен 10,7 процент пысăкрах», тăкаксемпе - 28 335,7 млн тенкĕ «ÿсĕм - 22 процент».