09 февраля 2011 г.
Пур майпа, туллин
усă курмалла вырăнти влаçсемпе
пайтаçăсен тата хуçалăх ертÿçисен
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Етĕрне районĕнче пулчĕ. Республика пуçлăхĕ малтанах райцентрта физкультурăпа спорт комплексне кĕрсе курчĕ. 12 тĕрлĕ спорт секцийĕ ĕçлет кунта: ирĕклĕ кĕрешÿрен пуçласа кире спорчĕ таранах. Ачасене шкул автобусĕсемпе турттараççĕ. Кăнтăрлаччен кăткă йăвинчи евĕрлех кĕшĕлтетеççĕ кунта. Аэробикăпа шейпинг занятийĕсене те ирттереççĕ. Ял çыннисем те çÿреççĕ. Аслă ăрурисем валли ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Тренажер залĕнче хул-çурăма çемçетекен хĕрарăмсем хушшинче чи «ватти» 69 çултаччĕ. Усăллă канас текеншĕн пурте пур: тренажер залĕ те, мунчи те, буфечĕ те... Пĕртен-пĕр йывăрлăх вăл - хутса ăшăтмалли сезон вĕçленсен бассейн ĕçлеме пăрахни. Хăйсен котельнăй çукки пĕтерет. Çитес вăхăтра ку ыйтăва татса пама, ăна тулли хăватпа ĕçлеттерме тăрăшнине пĕлтерчĕ спорт комплексĕн ертÿçи В. Фролов.
Етĕрне район администрацийĕн çуртĕнче республика ертÿçи районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе тата кăçалхи тĕллевсемпе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.
Пăракашăнах-ши;
Район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Бандурин тунă докладран район йĕркеллĕ аталанса пыни курăнать. Промышленность предприятийĕсем пĕлтĕр самай лайăхрах ĕçленĕ. Çавна май налук та ытларах пухăннă. Анчах...
Етĕрне районĕ мăйракаллă шултра выльăх пуçне унчченхи шайра сыхласа хăварнă районсенчен пĕри. Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5070 кг сĕт суса илнĕ. «Родина» ял хуçалăх предприятийĕ вара - 6977 кг. «Ĕне пуçĕ сыхланса юлнă пулсан та январьте сĕчĕ сахалрах. Мĕншĕн?» - тĕпчет президент. Залран сас паракансем çакна спирт завочĕ хупăннипе, унтан салат пăтти турттарма пăрахнипе çыхăнтарчĕç. «Хуçалăха пăракашăн кăна тытса пырсан ăна салататăр. Эсир, технологсем, ĕнене мĕн çитермеллине хăвăрах лайăх пĕлетĕр», - терĕ президент. Хуçалăх ертÿçисем выльăх апатне инçетрен - Чулхула, Рязань, Пермь, Киров, Владимир облаçĕсенчен - турттарма тивнине, çакă питех те хакла кайса ларнине те пăшăрханса пĕлтерчĕç. Çак ĕçе вăхăтра кирлĕ пек йĕркелеменшĕн тата çителĕклĕ утă-улăм турттарманшăн шар курма тивет. Кирек епле пулсан та хресчен çулталăк çурăлăх саппассăр пурăнманнине аса илтерчĕ М. Игнатьев. Анчах чавса çывăх та çыртма çук.
Хакăн хÿри йÿплĕ
Президентшăн ăнланман самантсем татах пулчĕç. «Мĕншĕн Етĕрнере чăх çăмарти республикăри вăтам хакран та пысăкрах? Çăмарта çук-и? Çăкăр та хаклăрах. Конкуренцие аталантармалла, хаксене тытса чармалли ĕçсене пурнăçа кĕртмелле. Хаксене сăлтавсăрах хăпартакансем пирки антимонополи службине пĕлтермелле». Республика пуçлăхĕ пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене сăнасах тăмаллине тепĕр хут палăртрĕ. Аса илтеретпĕр: Етĕрне районĕнче сывлăха сыхлас тата вĕренÿ учрежденийĕсен вырăнти бюджетпа обязательнăй медицина страхлавĕн фончĕн 53, 6 пин тенкипе тĕллевлĕ усă курман. Çак учрежденисен ертÿçисене явап тыттарнă хыççăн вĕсем укçана кĕсйинчен кăларса панă. Анчах та халĕ шкулсемпе больницăсенче апат пахалăхĕ чакнă пирки калаçма пуçланă. Çак ыйтăва та тĕрĕслесе тăмашкăн хытарчĕ президент.
Шикли шикленнĕ...
«Раççей ял хуçалăх банкĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи И. Письменская тухса калаçнинчен çакă палăрчĕ. Етĕрне районĕнче питех те шиклĕ халăх пурăнать. Пурнăçĕнче пĕр хут та пулин кредит илсе курнисен йышĕ 20 процентпа кăна танлашать.Çав вăхăтрах ку кăтарту республикăра вăтамран 24, 8 процента çитнĕ. Хăш-пĕр районта 30 процентран та иртнĕ. Инвестици проекчĕсене илес пулсан та районтан пĕр заявка та çук. «Салук хурасси хăратать-и?- тĕлĕнет Письменская. - Канашри суту-илÿ пасарне мĕнле тунă тетĕр-и? Уншăн салук вырăнне Канаш администрацийĕн çуртне хывнă. Паллах, хăйне евĕр хăрушлăх пулнă. Анчах яваплăх илмен пулсан пасарĕ те пулмастчĕ».
Президент предпринимательсене пулăшмаллине, çурт-йĕр строительствине аталантармаллине, демографи лару-тăрăвне лайăхлатмаллине, ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса памаллине уйрăммăн палăртса хăварчĕ. «Пирĕн усă курман резервсем пур. Лару-тăрăва лайăхлатма мĕнпур майпа усă курмалла. Ял тăрăхĕсен хăйсен тупăш тумалла. Çĕрпе пурлăх налукĕ çĕр проценчĕпех муниципалитетсен аллинче».
Е. Николаева.