09 февраля 2011 г.
Юр çукки те, пурри те инкек-мĕн. Пĕлтĕр юрсăр сивĕ хĕл хресчене шар кăтартрĕ, пÿлмесем пушă юлчĕç. Кăçал вара лапка-лапка шурă мамăк чарăнма пĕлмест, çăвать те çăвать. Ялсенче карта-хÿме тахçанах кĕрт айĕнче курăнми пулнă, тасатса та пĕтереймĕн. Йывăр çĕклеме чăтаймасăр çуртсен тăррисем ишĕлме тытăнчĕç ĕнтĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центр та юр капкăнне çакланнă. Пĕр хутлă çуртра тухтăр офисĕ, ватăсен вăхăтлăх пурăмалли уйрăмĕ вырнаçнă. Пĕччен пурăнакан сакăр ватă хÿтлĕх тупнă кунта. Инкек вăхăтĕнче вĕсем çуртрах пулнă. Юрать çи виттийĕ кăна сиенленнĕ, стенасемпе мачча ишĕлмен, пысăк шар кăтартайман.
Çĕнĕ Шупашкарти Коммунистсен урамĕнчи тăватă хутлă çурт тăрринче куллен юр пухăнса пынă. Пĕр лăпкă кун çи витти чăтайман, ишĕлсе аннă. Çавна май шыв пăрăхĕ çурăлса кайнă. Хваттерсенче шартлама хĕле пăхмасăр çумăр шăпăртатса çума тытăннă. Çынсем электричествăсăр юлнă.
Инкек каллех явапсăрлăхпа, çурт тăррине юртан тасатма ÿркеннипе сиксе тухнă.
Хысна укçи астарать
Патăрьел енче саваламан сак çине агрофирма пуçлăхĕсем çакланнă. Сăлтавĕ - хысна укçине хапсăнни.
Чăваш Енре пурăнакансене хушма ĕç вырăнĕсем туса парассипе патшалăхăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртнĕ май «Югель» агрофирма ертÿçи предприяти ячĕпе Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн агрофирма центр яракан граждансене ĕçе вырнаçтарма, уйăхсерен 4, 33 пин тенкĕ тÿлеме килĕшнĕ. Хуçалăх документсене тăратнă хыççăн центрăн шалу тÿлеме кайнă тăкаксене саплаштармалла пулнă.
2010 çулхи май уйăхĕнче ертÿçĕсем агрофирмăран «хăйсен ирĕкĕпе кайнисем» пирки йышăну кăларнă. Унтан документа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра тăратнă. Сасартăк ĕçсĕр юлнисене центрта шута илнĕ хыççăн «Югель» агрофирма вĕсене савăнсах каялла йышăннă. Списока лекнисенчен нумайăшĕ ахаль те хуçалăхрах тар тăкнă-ха, теприсем вара хура ĕçпе аллине вараламан, предприятие пырса та курман. Ултавлă майпа пуçлăхсем хысна укçине 590 пин хăйпăтса илнĕ. Нумай пулмасть агрофирмăн директорне айăпласа виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Кассирне 2, 5 çул условнăй майпа айăпланă.
Çапла майпа бюджетран укçа вăрланă тĕслĕхсене Патăрьел енче кăна-и, Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче те тупса палăртнă.
Л.Ала.