02 февраля 2011 г.
«Хресчен ачи эпĕ, - терĕ Клара Чекушкина юрăçă хăйĕн кун-çулне аса илнĕ май. - Уй-хирте аннепе юнашар тырă вырни, кĕлте çыхни халĕ те асрах. Пирĕн ăру ĕçрен хăраман. Аслисемпе танах суха та тунă, вăрман та каснă. Хам ялта çуралса ÿснĕшĕн нихăçан та вăтанман эпĕ».
Çапла, халăх йывăр саманана «Тăван çĕршывăн аслă вăрçине» пăхмасăр чун-чĕрине йăпатма юрланă. Юрă-кĕвĕ вара хуйха-суйха пусарнă, тепĕр чухне хырăм выççине те ирттернĕ пулĕ. Чекушкинсен çемйи те юрлама ăста пулнă.
- Пĕр çемьерен икĕ юрăç тухни - чыс, хисеп, чап. Çак пултарулăх аçăр-аннĕртен сире куçнă пулас.
- Çемйипех юрланă эпир. Аттен те - вăл вăрçăра вилнĕ - сасси уçă пулнă. Анне те ĕçкĕ-çикĕрен юрласа таврăннине астăватăп. Сăмах май, ĕлĕк ял халăхĕ хăнаран юрă шăрантарса килетчĕ.
Анне вăйă юрри пуçласа яраканĕ пулнă. Элекçей тете вара купăс калама ăстаччĕ. Ăна кура Володя тете те кăсăкланатчĕ. Лешĕ унта-кунта кайнă май купăса арчана пытаратчĕ. Володя вара илетчĕ те мунчара вăрттăн калатчĕ. Мана алăк умне сыхлама тăрататчĕ. Аслă пиччен «чышкă кукăльне» çиес килмен-çке. Çапла, Володя тетепе эпир ачаранах пĕр шухăшлă ÿснĕ. Каярахпа иксĕмĕр пĕрле чылай юрă шăрантарнă. Эпĕ çитĕнсе хĕр пулнă чух улахсем пĕтме, вăйăсем саланма тытăннăччĕ. Çапах та халăх йăли-йĕркин «хÿрине» çакланма ĕлкĕрнĕ эпир. Паллах, юрăç ăсталăхне улахра, вăйăра туптанă. Тĕрĕссипе, çĕр пин юрă çĕршывĕнче юрламасан - намăс. Халăх юрри-кĕввине чунтан юратса ÿснĕ эпĕ.
- Çавăнпа та сирĕн репертуарта ытларах халăх юррисем.
- Халăхăн та, авторсен те пур. И.Аршинов, Ю.Мясников, Н.Эриванов композиторсем ятарласа ман валли юрăсем çырнă. Н.Карлинпа та килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хăй вăхăтĕнче халăх юррисене чылай çырса илнĕ эпĕ. «Кăвик-кăвик кăвакарчăн», «Ылтăнăм çук, тăванăм» юрăсене пирĕн ял çыннисем хăнара юрлатчĕç. Вĕсене каярахпа хамăн репертуара кĕртрĕм. Паллах, кăштах илемлетрĕм. Ю.Плотниковпа А.Сергеев çырнă «Лар, аннеçĕм, юнашар» юрă пирки уйрăммăн калас килет. Унăн «ĕмĕрĕ» çав тери вăрăм пулчĕ. 20 çула яхăн кивелме пĕлмесĕр шăранчĕ вăл эфирта. Халăх тÿрех кăмăлларĕ ăна: сăмахĕсене çыра-çыра илетчĕç, кĕввине вĕрентме ыйтатчĕç. Çак юрра юрламассерен анне сăнарĕ куç умне тухатчĕ, чунри туйăма ытларах та ытларах вăрататчĕ. Халĕ те килĕшет вăл мана. Мĕншĕн тесен этемшĕн пурнăç панă çынран хакли çуках тĕнчере.
- Репертуарăрта вырăс юррисем те пур. Вĕсене Л.Зыкина евĕрех шăрантаратăр. Пултарулăхăра паллă юрăçпа танлаштарса хаклакансем пулнă-и;
- Çапла, «иккĕмĕш Зыкина» текенсем пурччĕ. Паллах, «çăлтăрпа» танлашаймастăп эпĕ «кулать». Людмила Георгиевнăн концерчĕсене çÿреттĕм, унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм.
Вырăс юррисене те кăмăллатăп. Р.Рождественский сăввипе Е.Птичкин кĕвĕленĕ «Даль великая» юрра халĕ те юрататăп. Сăмахĕсем мĕне тăраççĕ! Кĕвви вара чуна пырса тивет. Тăван çĕршыв, çуралнă кĕтес маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Халĕ те патриотизм туйăмлă юрăсене килĕштеретĕп. Сăмах май, асăннă юрра эпĕ Ирландире иртнĕ пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕнче юрланăччĕ.
- Ирландире çеç мар, Чехословакире те, Венгрире те, Японире те чăваш юррисене шăрантарнă эсир хăй вăхăтĕнче.
- Чăвашла, вырăсла юрланисĕр пуçне Венгрие кайсан - венгрла, Украинăра - украинла, Чехословакире - чехла юрланă. Çавăн пекех пушкăртла та, тутарла та юрлама тивнĕ. Тĕрлĕ сцена çине тухнă. Кремль керменĕнчен пуçласа ваттисен çуртĕнчи кану пÿлĕмĕн сцени таранах.
Пĕррехинче Кÿкеçри ваттисен çуртне концертпа кайрăмăр. «Клара Чекушкина пур-и?» - тесе ыйтаççĕ ватăсем ертÿçĕрен. Тепринче Пушкăртстанра «Çăкалăхра вĕçет куккук» юрăпа сцена çине тухрăм. Халăха çав тери килĕшрĕ вăл. Вунă çултан каллех çак тăрăха çитсе килме тиврĕ. Мĕн тетĕр? Залри халăх каллех çак юрра шăрантарма ыйтрĕ. Апла пулсан ман юрăсем халăхра пурăнаççĕ. Ентешĕмсем вĕсене савсах юрлаççĕ.
- Сцена çинче миçе çул ирттертĕр; Концертсене хутшăнатăр-и халĕ?
- Кун-çулăм чупса-вĕçсе иртрĕ тейĕн. Çичĕ теçетке тултартăм. Сцена çинче юрлама пуçланăранпа вара 50 çул çитрĕ. Профессиллĕ юрăç пулма ятарласа вĕренмен пулин те 1962 çултан пуçласа паянхи кунчченех юрă-кĕвĕпе пурăнатăп. Профессиллĕ юрăçсен ушкăнĕнче те ĕçлемен эпĕ. Пушă вăхăтра вара яланах художество пултарулăх ушкăнне васканă. Халĕ те юрламасăр пурăнаймастăп, концертсене те чĕнеççĕ. Сăмахран, Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв концерчĕсене кашни çулах хутшăнатăп. Шел пулин те, вăрçă, Çĕнтерÿ темипе çырнă юрăсем чăвашла сахал. Çавна май ытларах вырăсла юрлатăп. Л.Руслановăн репертуарĕнчи юрăсене шăрантаратăп, вĕсене халăх та килĕштерет.
«Хресчен сасси» вулаканĕсене хамăн юбилей концертне чĕнесшĕн. Вăл февралĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче иртет. Унта эпĕ «чĕрĕ» сасăпа юрлатăп. Сăмах май, «фонограмма» тенине эпир унччен ăнланман та. Ун чухне цензура çав тери çивĕч тĕрĕслетчĕ пире. Сцена çине «пиçсе çитмен» артист тухайман. Халĕ вара сасси пур-и е çук унăн - сцена çине талпăнать. Ман шутпа, юрăçсене те тĕрĕслев али витĕр кăлармалла. Унсăрăн пултарулăх аталанаймасть. Халĕ сцена ытларах «çÿп-çаппа» тулчĕ.
- Халăх юратакан юрăç мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнать паян?
- Ку ыйтăва юрă сăмахĕсемпе хуравлас килет:
Тăванăм, тăванăм,
Çуммăн ларар.
Савăнса пĕр çавра
Юрă юрлар.
Малашне те кураканпа пĕрле савăнсах юрласчĕ.
В.МАКСИМОВА калаçнă.