02 февраля 2011 г.
Мускавра Раççей ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник тата Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев çĕршывăн Ял хуçалăх министерствипе республикăн Министрсен Кабинечĕ хушшинчи килĕшÿсене алă пуснă. Çакă кăçал çывăх вăхăтрах федераци бюджетĕнчен уйăракан пулăшăвăн 30 процентне илме, укçана çурхи уй-хир ĕçĕсем валли яма май парать.
Пĕрремĕш килĕшÿпе Чăваш Ен валли федераци бюджетĕнчен ял хуçалăх производствине пулăшма 1757, 3 млн тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă, ку 2010 çулхинчен икĕ хут нумайрах. Çав шутран ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 23, 4 млн, ÿсен-тăран çитĕнтерме - 1068, 3 млн, кредитсен процент виçисене субсидилеме 665, 6 млн тенкĕ уйăраççĕ. Пĕрле çак тăкаксем валли республика бюджетĕнчен те укçа уйăрмаллине кура 320, 6 млн тенкĕ яма палăртнă.
«Республика аграрийĕсем пĕлтĕр кал-кал тата тухăçлă ĕçленине, йывăрлăхран сыхланассипе çыхăннă кăтартусем лайăх пулнине, администраци ĕçне пĕлсе йĕркеленине тата документсене Раççей Ял хуçалăх министерствине вăхăтра панине пула 2011 çулта федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа калăпăшне пысăклатма май килчĕ. Çакă Чăваш Енĕн ял хуçалăхне малалла аталантарма пулăшĕ», - тенĕ М.Игнатьев.
Ялăн социаллă аталанавĕ валли 2011 çулта Чăваш Ене хушма 122, 2 млн тенкĕ парĕç. Çакна тепĕр килĕшÿре палăртнă. Вăл - Чăваш Республикин бюджетне федераци бюджетĕнчен ялта пурăнакан граждансен, çав шутра çамрăк çемьесен тата çамрăк специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли тата федерацин тĕллевлĕ «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанавĕ» программине пурнăçласа ялсенчи социаллă пурнăçпа инженери инфратытăмне аталантармалли мероприятисем валли укçа уйăрассине çирĕплетет. Çав шутра пурăнмалли условисене лайăхлатма 70, 4 млн тенкĕ уйăраççĕ, инженери объекчĕсемпе социаллă инфратытăм валли - 51, 8 млн тенкĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен пĕрле укçа уйăрмалли йĕркепе асăннă ĕçсем валли 143, 7 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. 2010 çулта республикăра пурăнакансем валли 23 пин тăваткăл метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă тата туяннă.
Е.Скрынник Чăваш Ен тухăçлă ĕçлекен регион пулнине, унта федераци проекчĕсене пурнăçлама пĕрле укçа уйăрассине яланах тивĕçтернине, укçа адресатсем патне çитнине палăртнă, Чăваш Республикипе тытакан çыхăнăва анлăлатма хатĕррине пĕлтернĕ.
М.Игнатьев Раççей Ял хуçалăх министерствин темиçе департаменчĕн ертÿçисемпе те курса калаçнă, Чăваш Ен агропромышленность комплексне малалла пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.