02 февраля 2011 г.
«Ялсенче те хĕрарăмсем пĕрле пухăнса ĕçлени кирлех, _ сăмах пуçарчĕ Карапай Шăмăршăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Галина Петькова. - Мĕн кăна тумастпăр эпир? Пĕр уяв та пирĕнсĕр иртмест».
Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шăнкăрав» фольклор ушкăнне ытларах хĕрарăмсем çÿреççĕ. Галина Николаевна каланă тăрăх çи-пуçа çĕнетме те хăйне евĕр сĕнÿпе килĕшнĕ вĕсем. Ансамбль членĕсем пĕрешкел материал туяннă та ялта пурăнакан Анна Сафронова çĕвĕçе кĕпепе саппун çĕлеме саккас панă. Лешĕ вара ку енĕпе чăннипех те ăста. Таврари ялсенчен те килеççĕ ун патне. Икĕ аркăллă кĕпепе тĕрĕллĕ саппун «анатри чăваш хĕрарăмĕн тумĕ» çав тери хитре курăнать. Тĕрĕ тĕрлеме вара ялта Мария Петькова ăста иккен. Фольклор ушкăнне çÿрекенсене кашнинех саппунпа тутăр тĕрлесе панă вăл. «Малтан уявсене костюмсăрах хутшăнаттăмăр. Халĕ вара икĕ аркăллă чăваш кĕпи «модăна» кĕчĕ. Мария Николаевнăна кура хĕрарăмсем тĕрлеме тытăнчĕç. Хăшĕ-пĕри эрешлĕ тутăр çыхать», - мăнаçланса пĕлтерет канаш ертÿçи. Хĕлле вăрăм каçсене усăллă ирттерес тесе тăрăшаççĕ Карапай Шăмăршăсем. Пĕр-пĕринпе калаçма, ал ĕç тума пуçтарăнаççĕ хĕрарăмсем культура çуртне. Паллах, кăмака умĕнчи пурнăç тахçанах иртнĕ. Халĕ турчăкапа ухват хуçи мар вĕсем. Ачи-пăчине, мăшăрĕсене апатлантарсан, кил-тĕрĕшри ĕçсене туса пĕтерсен хĕрарăмсем клуба васкаççĕ. «Усал, йĕркесĕр çемьесем пирĕн тăрăхра çукпа пĕрех, - тет Г.Петькова. - Пурнăçа аталантарассишĕн, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ хĕрарăмсем. Çемйисемшĕн хыпса çунаççĕ. Унсăр пуçне ют ачасене хăйсен хÿттине илекенсем те пур. Вĕсем патне те кайса çÿретпĕр, çемье пурнăçĕпе кăсăкланатпăр».
Хĕрарăм - кил управçи те, çемье ăшши те, общество пурнăçне хастар хутшăнакан та. Çапла, ял тăрăхĕсенче, районта иртекен уявсене хĕрарăмсен канашĕсем хастар хутшăнаççĕ. Чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем калаççĕ, юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ.
Шăмăршă районĕ.