02 февраля 2011 г.
Çĕр çинче экологи лару-тăрăвĕ çивĕчленни тăван тавралăх çине урăхларах пăхма, çут çанталăк пуянлăхне упрама хистет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çамрăк экологсем çакна аван ăнланаççĕ. Аслă тусĕ Елена Николаевна Орлова ертсе пынипе çивĕч ыйтупа тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ. Тĕнче çине тĕрлĕ енлĕн пăхса, этемлĕхĕн пĕлĕвĕпе, опычĕпе усă курса йывăрлăхран тухма çул-йĕр шыраççĕ. Опытлă педагог Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ачасемпе пултарулăх çуртĕнчи экологипе биологи пĕрлешĕвне чылай вăхăт ертсе пырать ĕнтĕ. Çав вăхăтрах Хĕрлĕ Чутайри шкулта биологи, хими, экологи предмечĕсене вĕрентет. Аслă категориллĕ учитель пуçарнипе 2004 çулта районта çут çанталăк тата экологи музейĕ уçнă. Е.Орлова - халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей президенчĕн гранчĕн çĕнтерÿçи. 2008 çулта «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унăн инноваци вĕренÿ программисемпе проекчĕсене республикăри конкурссенче те пысăка хурса хакланă. Икĕ çул каялла вара Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн шкул - лайăххи» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Халĕ ыр пуçарăва, ĕçе çамрăксене те явăçтарать.
Вĕрентекене кура ачасем те тăрăшуллă, хастар. Экологи ыйтăвĕпе кăсăкланни, яланах çĕннине шырани, тĕпчени курăмлă утăмсем тума пулăшать те. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче Е.Орловăн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев ĕçĕсен çиччĕмĕш конкурсне хутшăннă. А.Ейкова, Т.Мурайкина, О.Мясникова, Е.Яковлев, Е.Фадеева, А.Васильева, Е.Звонникова, О.Самылкина, А.Патрикеев, К.Романова, А.Сятрайкина тата К.Хохлова вара финала тухма пултарнă. Вĕсен «Çурт-йĕр экологийĕ», «Шыв - пурнăç çăл куçĕ», «Ялăмăн экологи проблеми» тата ытти тĕпчев ĕçне жюри пысăка хурса хакланă.
Финалистсем Пĕтĕм тĕнчери «Леонардо» пултарулăх ĕçĕсен тата пуçаруçăсен фестивальне хутшăнĕç. Вăл Мускавра мартра иртĕ. Халĕ çамрăк экологсем тăрăшсах ăмăртăва хатĕрленеççĕ. Унта вĕсен тĕпчев ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе ыттисене паллаштарма, экологи темине лайăх ăнланнине кăтартма пĕлмелле. Чăваш Енри ялта пурăнакан, вĕренекен ачасем тĕнче шайри ăмăртусене хутшăнни чăннипех савăнтарать. Апла пысăк хуласенче кăна мар, ялта вĕренекенсем те çитĕнÿсем тума пултараççĕ. Паллах, юнашар ĕçне чунтан парăннă опытлă педагог пулсан çĕкленме те çăмăлрах.
В.Коракова,
Хĕрлĕ Чутайри ачасен тата çамрăксен
пултарулăх центрĕн директорĕ.