02 февраля 2011 г.
Раççейре каллех çырав. Хальхинче экономика перепиçĕ. Вăл «Пысăк çĕршывăн пĕчĕк бизнесĕ» девизпа иртĕ. Тĕллевĕ - çĕршыври пĕчĕк тата вăтам бизнесри лару-тăрăва туллин тишкерсе аталанăвне палăртасси. Патшалăх экономика политикин тĕп енĕсенчен пĕри - предпринимательлĕхе аталанма пулăшасси. Статистикăн тĕрĕс кăтартăвĕсĕр, пĕчĕк бизнесăн субъекчĕсене пĕтĕмĕшле сăнаса тишкермесĕр пулăшма кирлĕ мерăсем йышăнаймăн. РФ Президенчĕ Д.Медведев 2020 çул тĕлне çĕршывра ĕçлеме пултаракан халăхăн 60-70 процентне предпринимательлĕх секторне явăçтарасшăн. Эппин çине тăрсах ĕçлеме тивет.
Экономика çыравĕ çĕнĕлĕх мар, вăл йăлана кĕнĕ темелле - кашни пилĕк çулта иртет.
Хутшăнмалла е çук; Çырава хутшăнни -предпринимательлĕхе пулăшассипе патшалăх политикине йĕркелеме тÿпе хывни.
«Пĕчĕк бизнес кăтартăвĕсем ытти административлă çăл куçра та пур, çавăнпа тăкакланма кирлех-ши;» _ тейĕ хăшĕ-пĕри. Шел, статистика вĕсен 20 процентне кăна суйласа илсе тишкерет. Çакă, паллах, çителĕксĕр, экономика сферинчи лару-тăрăва тĕрĕс уçса параймасть. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие патшалăх шайĕнче йĕркелеççĕ.
Пĕтĕмĕшле сăнаса тишкерни патшалăх вăтам бизнесĕн ĕçĕ-хĕлне хутшăннине пĕлтермест. Вăл çĕршыври экономика лару-тăрăвне палăртма кирлĕ.
Кам хутшăнать; Патшалăхăн реестрне кĕртнĕ коммерци организацийĕсем тата потребитель кооперативĕсем, уйрăм пайтаçăсем, хресчен «фермер» хуçалăхĕсем. Респондентсен списокне Росстатăн статистика регистрĕн кăтартăвне тĕпе хурса хатĕрлеççĕ. Унта регистрта «вăтам», «пĕчĕк» тата «микропредприяти» статусĕпе тăракан предприятисене, уйрăм пайтаçăсен, статусне палăртман хуçалăх субъекчĕсене суйласа илнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ мероприяти мĕнле иртĕ; Ятарлă бланксене кашни предприяти валли хатĕрленĕ. Çырса тултарнă хутсене машина «вуласа» шута илĕ. Экономика çыравне интернет урлă та хутшăнма пулать. Росстатăн территори органĕн сайтĕнчи отчетсен электронлă версине хуравламалла кăна. Информаци вăрттăнлăхра юлĕ.
Хăш-пĕр ыйтăва хуравламасан; Пĕтĕмĕшле сăнаса тишкерес программăн тĕллевĕ _ ыйтусем çине тулли хурав илсе пĕтĕмлетесси. Тулли мар, суя хурав бизнеса йĕркеллĕ аталанма чăрмантарĕ кăна. Предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ пирки хуравлама килĕшменни _ патшалăх сăнавне туса пыракан йышăнăвне пăхăнманни. Уншăн административлă штраф пама пултараççĕ. Информацие пĕлтернине çирĕплетекен документсем кирлĕ мар.
Хăçан иртĕ; Предпринимательлĕхĕн пĕчĕк тата вăтам субъекчĕсен кăтартусене 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен памалла. Тулли бланксене почта урлă ярса пама е Чăвашстата килсе хуравлама та юрать. Унта вĕсене ятарлă специалистсем йышăнĕç. Кăтарту пама вăхăт тупайманнисем патне переписчиксем çитĕç. Ыйтусем йывăр мар, предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çеç çыхăннă. Çавăнпа вăрттăнлăх çиеле тухасран шикленме кирлĕ мар.
Л.АРСЕНТЬЕВА