АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын куççулĕ çĕре ÿкмест

26 января 2011 г.

Хÿтлĕхсĕр юлсан

Тăлăх турат пуличчен хăрăк турат пуласчĕ тенĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене йывăр вăхăтра кам хÿтĕлĕ, пуçран ачашласа йăпатĕ, савăнăçне пĕрле пайлĕ; Ют тĕпренчĕксене тăванĕ вырăннех хурса йышăнакансем, çĕклеме хăйсем çине тиекенсем сахал мар. Ача çуртĕнче е урăх çемьере хÿтлĕх тупнисем 18 çул тултарсан тепĕр йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. Пурнăç çулĕ çине тин тăнисен хăйсен уйрăм кĕтес те çук. Ĕçсĕр, хваттерсĕр юлнисем час-часах преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Прописка пулмасан ĕçе вырнаçма та йывăр. Ахальтен-им патшалăх тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме тăрăшать. Çапах ыйтăва татса панă теме иртерех-ха. Чăваш Ен прокуратури пĕлтернĕ тăрăх юлашки виçĕ çулта пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатакансен черетĕнче тăракан тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен йышĕ тăватă хут ÿснĕ. 2008 çулхи январь тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хваттер черетĕнче 219 тăлăх тăнă. 2009 çулта _ 257, 2010 çулта 800 яхăн ачана шута илнĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче учетра тăракан ачасен йышĕ сасартăк ÿссе кайни право органĕсем тĕрĕслевсем ирттернипе те çыхăннă. Опека тата попечитель органĕсем, интернат учрежденийĕсен ертÿçисем тинех вырăнтан хускалнă, тăлăх туратсене хваттер черетне тăратас тĕлĕшпе те ĕçлеме тытăннă. Тепĕр сăлтав _ республикăн çурт-йĕр фондĕнче ирĕклĕ хваттер çукки тата укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрни. Çапах малашне лару-тăру улшăнасса шанас килет. 2010 çул вĕçленнĕ тĕле тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата опекăра шутланакан ачасене «çирĕплетнĕ çурт-йĕр пулмасан» çурт-йĕр туянма кайнă тăкаксене саплаштарма федераци бюджетĕнчен 3171,075 пин тенкĕ куçнă. Шел, укçа пурне те çитмĕ. Ăна виçĕ муниципалитет пĕрлĕхне -Шупашкар районне, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисене уйăрса парĕç. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсенче тăлăхсем ытларах пурăнаççĕ.

Тăлăха - юхăнчăк çурт

Тăлăх ачасен хутне кĕрекенсем, вĕсен шăпишĕн пăшăрханакансем пурри, чăн та, савăнтарать. Çапах каткари пыла тикĕтпе варалакансем те пур-ха. Хăшĕ-пĕришĕн хушма çĕклем тейĕн, хăвăртрах илсе ывăтма хăтланать. Тепри вара ашшĕ-амăшĕсĕр юлнисен куççулĕ çинче пуйма тапаçланать. Намăс куçа кĕмест çав.

Тăвай районĕнче пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма 2001 çултанпах черетре малта тăракан тăлăх ача чиновниксен кăмăлне кайман. Ăна çăмăллатнă йĕркепе хваттерпе тивĕçтерес вырăнне тытнă та списокран 85-мĕшне куçарнă. Прокуратура йĕркесĕрлĕхе асăрхани кăна пуçлăхсен вăрттăн шухăшне пурнăçа кĕртме паман. Хальхи вăхăтра ун валли çурт тума тытăннă ĕнтĕ. Право органĕ пулăшман пулсан çамрăкăн татах вунă çул черет çитессе кĕтме тивĕччĕ-ши?

Муркаш районĕнчи Москакасси тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче икĕ тăлăха хăтлăхсăр хваттерсем уйăрса панă. Улатăр районĕнче те санитарипе гигиена нормине тивĕçтермен çурт-йĕре пурăнма юрăхлă тесе йышăннă. Пуçлăхсем пÿртри газ пăрăхĕ ĕçлеменнине, çăл юрăхсăра тухнипе ĕçмелли шыв çуккине те курмăш пулнă. Вăхăт иртнĕ май çурт юхăнма та ĕлкĕрнĕ. Анчах юсаса укçа пĕтерес темен-ши; Хăр тăлăхăн мĕнле пурăнмалла тет унта; Тепĕр тĕслĕх. Шупашкарти тăлăх хĕрĕн çурчĕ пушарта тĕпрен çунса кĕлленнĕ. Унăн пĕчĕк ача пуррине пăхмасăрах чиновниксем ăна общежитире койка-вырăн кăна панă «8 тăваткăл метр». Çакă саккунпа пăхнă виçерен те пĕчĕкрех.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче конкурс ирттермесĕрех тăлăхсем валли çурт-йĕр туяннă. Мăн Этмен ял тăрăхĕн ертÿçисем вара çамрăка хаклă хакпа юхăнчăк çурт «парнеленĕ». Район сучĕ суту-илÿ договорне пăрахăçланă, бюджет укçине тĕлли-паллисĕр сапалама юратакан пуçлăха явап тыттарма ĕç пуçарнă.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче 11 çулти Настьăна ниепле те хваттер черетне тăратма килĕшмен. Хĕр ача унччен Çĕмĕрлере пропискăра тăнă. 2005 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарта опекун çемйинче пурăнать. Çак тапхăрта пушар унăн çурт-йĕрне тĕп тума ĕлкĕрнĕ. Апла унта вăл таврăнаймĕ. «Щит и меч» организацин юрисчĕсем пулăшнипе хĕр ачан опекунĕ Г.Гурьева тĕрĕслĕхе тавăрма пултарнă.

Шел, саккуна сĕмсĕррĕн пăсакансем пайтах. 2010 çулта республика прокуратури тĕрĕслев хыççăн должноçри 20 çынна дисциплина енчен явап тыттарнă, суда 49 тавăç тăратнă. РФ Уголовнăй Кодексĕн 160, 285 статйисемпе ĕç пуçарнă тĕслĕхсем те пур.

Çын куççулĕ çĕре ÿкмест. Тăлăх турата пулăшас, алă тăсса парас вырăнне ура хума, таптама хăтланни, чăн та, ытла та килпетсĕр, хăрушă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика