26 января 2011 г.
Ют патшалăхран кÿрсе килнĕ апат-çимĕç хакĕ иртнĕ çул 10 процент ÿсни пирĕн рынокшăн çав тери «çемçе» кăтарту пулчĕ. Типĕ çанталăка пула Атăлçи тăрăхĕпе çĕршывăн тĕп пайĕ шар курчĕ-çке. Çак пăтăрмахран тухма апат-çимĕç рынокĕ юлашки тăватă çулта çирĕпленсе çитни, çавăн пекех агропромышленность комплексне патшалăх пулăшни çăлса хăварчĕ.
Вырма вăхăтĕнче Раççей правительстви хăйĕн васкавлă йышăнăвĕпе тыр-пула ют çĕршыва ăсатма чарни вырăнлă пулнипе пулманнине тĕрлĕрен хак пама пулать. Çакă паллă: çĕршывра тĕш тырă çитменнинчен хăтăлма май килчĕ. Çапах та ку енĕпе çивĕч ыйту та нумай. Потребитель рынокĕн тăрăмне витĕм кÿчĕ-и ку; Çитес çул тыр-пул тухăçĕ еплерех пулĕ;
Иртнĕ шăрăх çăва пула инкек тÿснĕ регионсене патшалăх тыр-пулпа, çав шутрах фуражлăххипе те, тивĕçтерчĕ. Çитменнине тата хушма бюджет кредичĕсемпе, тĕллевлĕ дотацисемпе пулăшрĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тÿпи - 35 млрд тенкĕ. Çавăн пекех кăнтăртан Атăлçипе Тĕп федераци округĕсене тĕш тырă турттарса килме чукун çулăн çăмăллăх тарифне йĕркелерĕ. 2010 çулта 6 млн тонна тĕш тырă турттарса килнĕ. Çакă туянаканшăн вăтамран пĕр тонна пуçне 300-500 тенкĕ йÿнĕрех ларнă.
Хура тул вара тĕнчипех хакланнă. Пире вăл хальччен 500 пин тонна кирлĕ пулнă. Шутласа палăртнă тăрăх çулталăкра кашни çын вăтамран 3,5 кг хура тул çиет. Паллах, ку кăтарту кивелнĕ тесен те тĕрĕс. Çак культура пирки шăв-шав çĕкленсен вара халăх ăна уйăхсерен вуншар килограмм туянма пуçланă. Çавна май саппаслансан та çĕршывра хура тул çитми пулнă. Спекулянтсене вара çавнашкал лару-тăру çеç кирлĕ. Анчах та вĕсене Федерацин монополие хирĕçле служби тĕрĕслесех тăрать.
Экспертсем тĕш тырă çителĕклине палăртаççĕ. Çав шутра çимĕçлĕх тырă ытлашши, выльăх-чĕрлĕхе апатлантармалли урпа, куккурус - çителĕксĕр. Сĕт тĕлĕшпе ĕç-пуç çапларах: эпир 39-40 млн тонна сĕтпе усă куратпăр, 32 млн тонна туса илетпĕр ăна. Шел пулин те, кăçал тата 1,5 процент «чакатпăр». Çак кăтарту чухлĕ сĕт, юр-вар сутăн илмелле пулать. Апатлăх культурăсемпе çивĕч ыйту тухса тăрать. Иртнĕ çул хĕвел çаврăнăш, рапс, куккурус, соя акса çитĕнтернĕ хуçалăхсем, шăрăх çанталăка пăхмасăр, тухăç аван илнĕ.
Кăçал выльăх апачĕлĕх урпа таса тулăран хаклăрах. Кун пек кăтарту нихăçан та пулман. Çакна РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник çапла ăнлантарать: «Кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ федераци округĕсем йăлана кĕнĕ пекех тыр-пула, ытларах тулла, ют патшалăха ăсатассипе ĕçлерĕç. Кăçал асăннă тăрăхра тухăç ăнса пулнăран ĕç-пуçа йĕркелесе яма майсем пулчĕç. Анчах та кăнтăрта сыснасен чума эпидемийĕ пуçланчĕ. Вăл çыншăн хăрушă мар, выльăх-чĕрлĕхе вара вĕлерет те. Чир ан сарăлтăр тесен эпир сыснасен шутне вырăнтах пĕтеретпĕр. Чумапа кĕрешме кирлĕ мерăсем йышăннă. Хăш-пĕр регион сысна чирĕ сарăласран шикленсе çĕршывăн кăнтăр тăрăхĕнчен тыр-пул сутăн илмест. Çавна май асăннă регионсенче 10 млн тонна яхăн тĕш тырă упранать». Анчах та Тĕп тата Атăлçи федераци округĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансене фуражлă тĕш тырă, урпа кирлĕ. Вĕсем ăна 2009 çулхи хакпа туянасшăн. Сăмахран, интервенци фондĕнчен, унта вара 3 миллион тонна фуражлă тĕш тырă çеç. Ăна пурне те пайласа пама май çук. Сăмахран, Белгород облаçне çеç 2 млн тонна фураж кирлĕ.
Иртнĕ çăва 1947, 1972-мĕш çулсенчи шăрăхпа танлаштарма май пур. Анчах та пĕлтĕр ял хуçалăхĕсене патшалăх пулăшăвне нихçанхинчен те ытларах пачĕç: шар тÿснĕ хуçалăхсем пĕлтĕр 35 млрд тенкĕ илнĕ, кăçал 7 млрд тенке тивĕçĕç. Федераци укçи-тенкисĕр пуçне регионсем хăйсем те ял хуçалăх предприятийĕсене 10 млрд тенкĕ укçа куçарнă.
Вĕсем пурте тенĕ пекех кредит укçипе ĕçлеççĕ. Тăкак тÿснине саплаштарма тÿрĕ дотаци парса пулăшнă. Çав вăхăтрах кредит процентне тÿлемех тивет. Патшалăх пулăшăвĕсĕр вара ял хуçалăхне самаях йывăр килĕччĕ.
Паллах, кăçалхи тухăç пирки калама та çăмăл мар. Çапах та çĕршывĕпе 85 млн тонна тыр-пул пуçтарса кĕртме палăртаççĕ. Кĕркунне 15,5 млн гектар çĕр лаптăкĕ çине тĕш тырă акса хăварнă. Кĕтекен тухăç - гектартан 30 центнера яхăн. Апла пулсан кĕрхи культурăсенчен 40 млн тонна яхăн тухăç пухса кĕртме пултаратпăр. Çурхи культурăсен тухăçĕ гектартан 16-18 центнер. Енчен те çуркунне 30 млн гектар лаптăк çине акса хăварсан, пĕтĕмĕшле тухăç 80-ран пуçласа 90 миллион тонна таран пулмалла. Кĕрхи тата çурхи культурăсем пĕтнине шута илсе.
Раççейри ăнăçлă ĕçлекен банксем çур акине ирттерме кредит ресурсĕсемпе пулăшма килĕшнĕ. Ун валли 140-рен пуçласа 170 млрд тенкĕ таран кирлĕ пулать. Март уйăхĕнче ку тĕлĕшпе лару-тăру уçăмланĕ.
Шăрăх çанталăк малашне те пулĕ. Çавăнпа та тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла: пĕрремĕшĕ - акса хăварнă тыр-пула страхламалла, иккĕмĕшĕ - мелиораци ĕç-хĕлне йĕркелемелле.
Раççей ял хуçалăх министерстви мелиораци ĕç-хĕлне аталантармалли программа туса хатĕрленĕ. Вăл шăваракан тата типĕтекен çĕрсем çинче апат-çимĕç таварĕсем туса илессине ÿстерме палăртать. Шăваракан çĕрсен лаптăкĕ 2020 çул тĕлне 10 млн гектара çитмелле. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект - ял тăрăхĕнче çулсем тумалли программа. Ку енĕпе Раççей ял хуçалăх министерстви РФ транспорт министерствипе пĕрле ĕç пуçарнă, çавна май çитес çул ăна пурнăçлама 5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку вăл регионсем çакăн валли уйăракан укçа-тенке шутламасăр. Асăннă çулсене ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен вырăнсенче тума палăртаççĕ. Ял хуçалăх производствине анлăлатма пулăшакан çак тата ытти программăсем пирĕн отрасле малашне çут çанталăк кăларса тăратакан пăтăрмахсене хирĕç тăма майсем туса парĕç.
Страхлав ĕçне патшалăх пулăшни те производство калăпăшне ÿстерет. Ку тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ саккунра страхлав пулăмĕ çитнĕ чухне страхлав компанийĕсем хуçалăхсене укçа-тенкĕ тÿлеме тивĕçлине палăртать. Саккунра катастрофа теветкеллĕхĕ пирки уççăн çырса кăтартнă. Çавна пула страхлав пулăмĕ çитнĕ чухне тавлашма сăлтав пулмалла мар.
Саккунра çавăн пекех страхлав планĕ текен ăнлав та пур. Унта патшалăх пулăшу кÿнипе страхлакан культурăсен йышне палăртнă. Тĕслĕхрен, тĕш тырă, хĕвел çаврăнăш, сахăр кăшманĕ...
Бюджет пулăшăвĕн палăртнă калăпăшĕ асăннă культурăсен акнă лаптăкĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерме çитмелле. Енчен те агрострахлав валли уйăракан бюджет укçи-тенкине ытларах палăртсан, страхлав планне ÿстерме пулать.
Çак саккуна йышăнни ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене укçа-тенкĕ çухатăвĕнчен хÿтĕленме май парать. Çав вăхăтрах чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче федераци бюджетĕнчен сиенсене саплаштарма каякан тăкаксене чакарма та. Çапла вара страхлав ял хуçалăх производствине аталантармалли чи тухăçлă майсенчен пĕри пулса тăрать.