21 января 2011 г.
Калчалăх пăрăçа чи малтан акаççĕ, мĕншĕн тесен вăл майĕпен «икĕ эрнене яхăн» тухать, кайран та хăвăртах ÿсеймест.
• Пăрăçа куçарса лартмалла ан пултăр тесе тÿрех уйрăм чÿлмексене аксан лайăхрах. Пăрăç куçарса лартнине юратмасть, çавна май чылай вăхăт чирлет. Тÿрех чÿлмексене лартсан тымарланма каякан 15-20 куна çухатмастăр.
• Кирлĕ пек температурăна тытса пыманни сирĕн ĕçĕре харама яма пултарать. Вăрлăх пĕр пек шăтса тухтăр тесен тăпра температури калчи шăтса тухиччен 25-30 градус, çĕрĕ яланах нÿрĕ пулмалла. Пурте шăтса тухнă тĕле, вăрлăх пайĕ лайăх аталанса çитнĕ тапхăрта температурăна 1-2 кунлăха чакарма юрать: 15-18 градус таран. Малашне вара температура яланах пĕр пек _ 22-25 градус пулмалла. Пăрăçа сивĕ чÿрече янахĕ çине лартма юрамасть! Чÿлмек айне пенопласт йышши ăшă материал хумалла.
• Çутă çитменни те хăйне евĕр йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Малтанхи тапхăрта, калча аталаннă вăхăтра хушма çутă пани «кун тăршшĕ 12 сехетрен кая мар» питĕ вырăнлă пулмалла.
• Калчана ăшă, анчах та тĕттĕм вырăнта çитĕнтерни питех те пысăк йăнăш. Пăрăç çутă çитменнине чăтма пултараймасть, тĕттĕм вырăнта ÿснипе тăсăлса каять. Каярах çимĕç тĕвĕленмелле чух чечек папки вăхăтсăрах ÿкме пултарать.
• Калчана тĕрĕс мар апатлантарни вăл тепĕр çитменлĕх. Кÿреннĕ пăрăç çапла каланă пулĕччĕ: «Пĕлместĕн пулсан ан та тыт!» Калча «ан лартăр» тесен 1-2 çулçă тухсанах ăна аммиак селитрипе апатлантармалла. Пахчана куçарса лартиччен икĕ эрне маларах вара кристаллин удобренийĕ сапмалла.
Асра тытăр!
Тĕрĕс çитĕнтернĕ 55-60 кунри калчан 12-15 чăн-чăн, сип-симĕс çулçă, 20-25 см тăршшĕ ÿснĕ хулăн туна пулать.
Е. Николаева