АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страхлав взносĕсем

21 января 2011 г.

Страхлав взносĕсен ставки 8 процент ÿссе 34 процента çитнĕ. Вĕсенчен 26 процентне ĕçпе тивĕçтерекенсем РФ Пенси фондне тÿлĕç, 2,9 процентне – РФ Социаллă страховани фондне, 3,1 тата 2 процентне – федерацин тата вырăнти медицина страховани фончĕсене. Çĕнĕ хаксем кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Кашни çын çулталăк тăршшĕпе ĕçлесе илекен пĕтĕмĕшле ĕç укçине страхласси те улшăннă. Страхлав взносне индексациленĕ хыççăн вăл 415 пин тенкĕрен 463 пине çитнĕ.

Кăçалтан страхлав взносĕсене сахалтарах тÿлеме ирĕк пуррисен йышĕ те улшăннă. Халĕ унта çакнашкал хушма организацисем кĕнĕ:

2009 çулхи августăн 13-мĕшĕ хыççăн бюджет тытăмĕнчи наука учрежденийĕсем йĕркеленĕ хуçалăх пĕрлешĕвĕсем* информаци технологийĕн тытăмĕнче ĕçлекен, страховани взнозĕсене саккунпа пăхнă пек тÿлесе пыракан организацисем* массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен уйрăм предпринимательсемпе организацисем.

– Страхлав взносĕсен тарифне ÿстерни ĕçлекен халăха пенсипе тивĕçтернĕ çĕрте пулăшать, – тет РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева. – Страхлав взносне уйрăм çыншăн тÿлеççĕ, унăн виçинчен ĕçлекенĕн пенсийĕ мĕн чухлĕ пуласси килет. Тивĕçлĕ канăва тухсан пухăннă мĕнпур капитал çынна уйăхсерен пенси тÿлеме каять.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика