21 января 2011 г.
2010 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче кăларнă «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма йĕркисемпе тивĕçтересси çинчен» федераци саккунне кĕртнĕ улшăнусем январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç.
Унпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕн укçине хăçан тивĕçнине тата ача миçерине пăхмасăрах çурт-йĕр кредитне тата заемне «çав шутра ипотекăнне те» татмашкăн яма юрать. Маларах ку йĕрке 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен илнĕ кредитсемпе заемсене кăна пырса тивнĕ.
2009-2010 çулсенче республикăра 7 пине яхăн çемье амăшĕн капиталне пĕтĕмпех е унăн пĕр пайне çурт-йĕр парăмне татма янă.
Пенси фончĕ тепĕр хут çакна аса илтерет: амăшĕн капиталĕн укçипе виçĕ тĕллевпе усă курма пулать – çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенсине ÿстерме.
Амăшĕн капиталĕн виçине çулленех индексацилеççĕ. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăл 365 698 тенкĕпе танлашать.