АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем

19 января 2011 г.

«Ĕçлеме йывăр, укçа та çук», – тесе нăйкăшса ларнипе лару-тăрăва лайăхлатаймăн. Кăткăс тапхăрта малалла талпăнакансем, пурнăçпа тан утма тăрăшакан хуçалăхсем пур-ха. Вăрнар районĕнчи «Мураты» производство кооперативĕ вырăнтах çĕр улми тирпейлеме тытăнасшăн. Чĕр тавара типĕтсе полиэтилен пакета тултарассипе бизнес-проект хатĕрленĕ ĕнтĕ. Проект хакĕ 18 миллион тенкĕ. Г.Спиридонов ертÿçĕ каланă тăрăх çĕнĕ цехра çулталăкра 3 пин тонна çĕр улми тирпейлеме май пур. Палăртнине пурнăçа кĕртни пилĕк ĕç вырăнĕ тума пулăшĕ. Çакă ял çыннисемшĕн мĕнрен япăх; Ĕç-хĕле лайăх йĕркелесе ярсан тăкаксене виçĕ çулта хуплаштарма пулать.

«Мураты» хуçалăх республикăра тупăшлă ĕçлесе пыракан аграри предприятийĕсенчен пĕри. «Иккĕмĕш çăкăра» çуллен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатать. Юлашки вăхăтра машинăпа трактор паркне тĕпрен çĕнетнĕ, çĕр улми, тĕш тырă культурисене туса илессине хальхилле йĕркеленĕ. Малашне хуçалăх «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне 250 гектара çитересшĕн. Апла чĕр тавар туса илес калăпăш районта кăна мар, республикăра та ÿсĕ.

«Мураты» производство кооперативĕ республикăра çĕр улми тирпейлессипе ĕçлекен иккĕмĕш предприяти пулĕ. Ырă пуçарăва чи малтан хута кĕртекенни – Комсомольски районĕнчи «Тав» хупă пĕрлешÿ. Пĕлтĕр кунта çĕр улми, пахча çимĕç типĕтекен цех хута кайнă.

«Тав» компание кĕрекен предприятисем ««Слава картофелю», «Комсомольские овощи»...» вунă çул ытла ĕнтĕ çĕр улми, пахча çимĕç туса илессипе аталанса пыраççĕ. Çĕр улмине çимĕçлĕх тата вăрлăхлăх çитĕнтернипе пĕрлех ăна вырăнтах тирпейлессине те йĕркеленĕ. Çакă предприятисен тупăшне ÿстерет, тăкака чакарать. Сăмахран, вĕтĕ çĕр улмине усă курма юрăхсăррипе хуçалăхсем час-часах уй-хиртех хăвараççĕ, пуçтарса аппаланмаççĕ. Малашне ăна вара пахча çимĕç типĕтекен завода сутма пулĕ.

Завода çĕклеме тытăниччен компани ертÿçисем тĕнчери паха технологисемпе паллашнă, пахча çимĕç типĕтекен предприятисене çитсе курнă. «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕпе пĕрле бизнес-план хатĕрленĕ. «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешÿ вара çĕр ĕçченĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнă. «Тав» пĕрлешĕве пилĕк çуллăха 45 миллион тенкĕ кредит панă. 2009 çулхи ноябрьтех предприяти ертÿçисем Раççейре тата Беларуçра туса кăларнă оборудовани туяннă. Вĕсене «Комсомольски ял хуçалăх техники» уçă пĕрлешĕвĕн мастерскойне вырнаçтарнă. Завод хута кайни 42 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май панă.

Иртнĕ çул сентябрь вĕçĕнче цеха савăнăçлă лару-тăрура хута янă. Хальхи вăхăтра кунта талăкра 1700 килограмм типĕтнĕ пахча çимĕç продукцийĕ хатĕрлесе кăлараççĕ. Хатĕр тавар тусанпа хупланса выртмасть, заказчик патне çирĕплетнĕ графикпа вăхăтра çитет. Кăçалхи январьтен производство калăпăшĕ ÿсмелле, завод талăкра 2500 килограмм продукци кăларма тытăнать. «Тав» пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Вадим Матросов пĕлтернĕ тăрăх халăхран, хуçалăхсенчен çĕр улми, кишĕр, кăшман, купăста туянассине йĕркеленĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем малашне пĕрлешÿпе çыхăнса ĕçлессе шанса тăраççĕ кунта. Чĕр тавара вырăнтах вырнаçтарма-сутма май пурри хуçалăхсене, ял çыннисене пахча çимĕç, çĕр улми ытларах туса илме хавхалантарать. Лаптăксем ÿсни хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, тупăша хăпартма пулăшĕ.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика