АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхăнчăк çуртран – хăтлă хваттере

19 января 2011 г.

2010 çулта Чăваш Енре пурăнакан вун-вун çемьен тинех ĕмĕчĕ тулнă. Çултан çул юхăнчăк, авариллĕ çурт-йĕрте тертленсе пурăнаканскерсем хăтлă, çĕнĕ хваттерсене куçма пултарнă. Пĕлтĕр республикăра çак тĕллевпе 15 муниципалитет пĕрлĕхне 632400 пин тенкĕ ытла куçарса панă.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле районĕсенче тата Çĕмĕрлере 63 çемье «184 çын» юхăнчăк çуртсемпе сыв пуллашнă. Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче пурăнмалли çурт-йĕре муниципалитет пĕрлĕхĕн харпăрлăхне куçарас ĕç вĕçленсе пырать.

Тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртнĕ май республика бюджетĕнче юлнă укçа-тенкĕпе туллин усă курма Куславкка район администрацине тăватă миллион тенкĕ куçарса панă. Хушма укçана Куславккари 30 хваттерлĕ çурт туса пĕтерме янă. Строительство ĕçĕсене 2008 çулта тытăннă. Хальхи вăхăтра вĕсен 80 процентне вĕçленĕ. Çуртăн 1151,15 тăваткăл метрне авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансене парĕç. Элĕк районĕ те хыснаран курăмлă пулăшу илнĕ. Авариллĕ икĕ çуртри 48 çынна хăтлă хваттерсене куçарма 16025 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçалхи сентябрьте Вăрмарти Некрасов урамĕнчи 12-13-мĕш çуртсенче пурăнакансем пысăк шар тÿснĕ. Пушар çемьесене нимсĕр хăварнă. Инкеке лекнĕ çынсене пулăшма Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерстви 7 миллион тенкĕ куçарнă. Вырăнти бюджетран 1200 пин тенкĕ хушнă. Программăна пурнăçа кĕртме кăçал 4184 пин тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă. Çакă хĕрĕх çынна вун икĕ хăтлă хваттерте пурăнма май парĕ.

Мĕн акатăн, çавă шăтать

Тухăçлăх ырă вăрлăхран килнине çĕр ĕçченĕсем аван ăнланаççĕ. Хуçалăхсенче çур акине хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăрлăх янтăлаççĕ, ăна сортласа тасатаççĕ. Кăçалхи январь тĕлне республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 44,6 пин тонна хывнă. Çакă планпа пăхнин 94 проценчĕ чухлĕ. Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче акмалли материалсене çĕр проценчĕпех хатĕрленĕ. Улатăр, Çĕмĕрле, Тăвай тăрăхĕсенче кирлин 60-75 проценчĕ кăна.

Çак вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне 44,6 пин тонна тĕрĕсленĕ. Çав шутран 57 проценчĕ кондицие ларнине палăртнă. Çĕмĕрле, Шупашкар, Улатăр районĕсенче кăтарту пĕчĕкрех. Патăрьелĕнче шăтманлăхпа кондицие ларман вăрлăх 136 тонна. Улатăр, Канаш тăрăхĕсенче те вăл самай. Пăрачкав, Элĕк, Çĕрпÿ, Куславкка, Канаш районĕсенчи хуçалăхсенче вăрлăха тасатса сортлассипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Ĕлкĕрĕпĕр теççĕ-ши; Кая хăварсан каю шăтмĕ-и;

Хушма пулăшу

Ял хуçалăх отрасльне йывăр лару-тăрура пулăшма Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен 109,7 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă.

Укçа-тенке ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытса пыракан граждансене, агропромышленность комплексĕнчи организацисене ĕнесене выльăх апачĕпе тивĕçтерме уйăрса парĕç. ЧР ял хуçалăх министерствин проекчĕпе килĕшÿллĕн субсидие 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕне выльăха упраса хăварнисем тивĕçĕç. Хушма хуçалăха ĕне пуçне – 1000, ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене, агропромышленность комплексĕнчи организацисене «право формине пăхмасăрах» 1500 тенкĕ парĕç. Субсиди условийĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх таварне туса кăларакансен тата АПК организацийĕсен 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕнесен йышĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен кая пулмалла мар. Кĕтĕве çулталăк тăршшĕпе упрама пултарнă предприятисем кăна субсиди илме пултарĕç. Хушма хуçалăх тытса пыракан граждансен ял тăрăхĕнче кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Субсидие граждансем банк учрежденийĕсенче уçнă счет çине куçарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика