19 января 2011 г.
Иртнĕ çулти июль уйăхĕнче Чăваш Республикинче йывăр лару-тăру пуçланнине пĕлтерчĕç. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ; Шухăшласа пăхар-ха. Тĕп сăлтавĕ – декабрь уйăхĕнче юр пулман вăхăтра сивĕпе çĕр питĕ хытă та тарăн шăнни тата çулла çумăр çуман чухне ытла шăрăх пулни. Çак тапхăрта Атăл та 200 см чухлĕ чакрĕ. Çанталăка пула тыр-пулпа улма-çырла та ытти çулти пек ăнса пулмарĕ.
Çапла, 2009 çулхи октябрь вĕçĕнче шăнман çĕр çине юр çуса лартрĕ, уйăхран вара вăл çумăр çунипе пачах ирĕлсе кайрĕ. Декабрьте сивĕ 30 градусран та иртрĕ. Юрсăр çара çĕр пичĕ çакăн пек температура улшăннине чăтаймасăр çурăлса пĕтрĕ. Кĕр калчин чечен тымарĕ сивĕпе татăлса çĕртен апат илмелли хăватлăхне çухатрĕ. Çак сăлтава пула республикăра акнă калчан 60 проценчĕ çĕрсе кайрĕ, нимĕнле тупăш та памарĕ. Кĕрхи тырă калчи лапамсенче тата тÿрем вырăнсенче çĕрнĕ, сĕвем лаптăксенче упранса юлса тупăш панă. Пĕтĕмĕшле кĕрхи тырă акнă лаптăкăн 36 проценчĕ çеç тупăш панă. Тухăçлăхĕ ытти çулпа танлаштарсан 2-3 хут пĕчĕкрех.
Çĕр ĕçченĕсем çурхи тырă тупăшĕ кĕрхи çухатăва саплаштарасса шанчĕç. Анчах кĕтни кăлăхах пулчĕ. Çурхи ĕçсем апрель уйăхĕн варринче кăна пуçланчĕç. Чăтма çук шăрăх, çумăрсăр кунсем нумай вăхăта тăсăлни хресчен ĕçне йывăрлатрĕ. Сулхăнра 35, хĕвел питтинче 46 градус таран шăрăх пулни çĕр ĕçченĕсене питех те пăшăрхантарчĕ. Хĕвел çинче вăйлă магнитлă пăлханусем пулнипе Атăл тăрăхне çумăр пĕлĕчĕсем çитеймерĕç. Çумăрне вĕсем шыв пăсланнă вырăнсенчен, тинĕспе океансенчен инçе каймасăрах тăкса пĕтерчĕç. Çурхи тырра çакăн пек йывăр условисенче ÿсме лекрĕ. Хăш-пĕр районта ăна пăр çуни пĕтерчĕ. 2010 çулăн август уйăхĕнче çĕрле çур сехет хушши пăр çурĕ. Ун çинчен хаçатсем çапла çырчĕç: «Пăр йывăçсенчен пан улмисене, сливăсене çапа-çапа антарнă. Ахаль те начар çитĕннĕ улма-çырла çимĕçне пĕтернĕ. Йывăç тураттисем хушшине пытанма хăтланнă кураксем те сусăрланнă».
2010 çулхи август уйăхĕнче хуçалăхсенче «Кĕрхи тырра акнин усси пулĕ-ши;» тесе шухăшлакансем те пулнă. Çĕр питĕ типĕ пулнă пирки вăл шăтмасăр юлма та пултарнă. Çак ыйту август вĕçĕчченех пăшăрхантарчĕ. Çумăр çунă хыççăн тин уйри ака ĕçĕсем хăвăртланчĕç, иккĕленÿ çухалчĕ. Кĕрхи тырăсем аванах шăтса юлчĕç. Çумăрсăр шăрăх вăхăтра хăрса типнĕ хăш-пĕр ÿсен-тăран тепĕр хут чĕрĕлчĕ.
Çанталăк тыр-пула кăна мар, çĕр улмине те сахал мар асаплантарчĕ. Июль уйăхĕн çуррине çитиччен унăн хакĕ 4-5 тенкĕ пулнă. Кашни эрнерех ÿссе сентябрьте 18-20 тенке çитрĕ. Çанталăка пула çĕр улми те ăнса пулмарĕ. Анчах та пĕр пек çанталăкрах тĕрлĕ вырăнта расна тупăш пухса илнĕ. Йывăç е пÿрт-çурт сулхăнĕнче вăтам тухăçлă çĕр улми туса илнĕ. Ялсенче ăна кил таврашĕнчи пахчара лартнине шута илсен, республикăра çакăн пек сулхăн ÿкекен лаптăксем чылай пухăнаççĕ. Хăвăрт çитĕнекен сортсем лартни, çĕр типсе кайиччен сухалани, агротехника вĕрентĕвĕсене пăхăнса ĕçлени (яровизаци, вăхăтра йăран хушшисене çемçетни тата ытти те) çĕр улми тухăçне ÿстерме пулăшать.
Хĕвел питтинче кăнтăралла сĕвекленнĕ вырăнта ÿснĕ çĕр улмине вăрлăха яма юрамасть. Вăл вĕтĕ те çемçерех пулать, унăн çеçкисем тухмаççĕ. Тухсан та имшер те çемçе пулаççĕ, çимĕçĕсем мăйăр пысăкăш çеç ÿсеççĕ. Колорадо нăрри хĕлле юрсăр шартлама сивĕ пулнипе май-июнь уйăхĕсенче нумай сиен кÿреймерĕ. Эмеле пĕрре сапнипех е алăпа пуçтарнипех пĕтрĕç. Çапла вара шăрăх та типĕ çулсенче çĕр улми лайăхрах пулакан вырăнсем – çурçĕр еннелле сĕвекленнĕ сулхăн ÿкекен лаптăксем.
Ялта пурăнакан кашни çыншăнах хăйĕн пахчинчи çĕр лаптăкĕ ăçталла сĕвек пулнине пĕлни усăллă. Кăнтăралла пулсан çĕр улмине 7-10 кун маларах лартни паха. Унсăрăн çĕр хăвăрт типнипе нÿрĕкне çухатать. Çурçĕрелле пулсан пĕрер эрне каярах лартсан та юрать, кунта çĕр хăвăрт типмест.
Ялта пурăнакансен 90 проценчĕ тĕрлĕ курăк акать. Иртнĕ çул уйри юр апрель уйăхĕ тĕлне ирĕлсе пĕтрĕ, хĕвел питтинчи курăк симĕсленчĕ. Анчах шăрăха пула утă ăнмарĕ. Кăнтăралла сĕвек вырăнсенче курăк июньте сарăхма пуçларĕ, эрнерен типсе ларса ÿсме пăрахрĕ. Çурçĕр еннелле сĕвек лаптăксенче кăна шăрăхпа типпе парăнмарĕ вăл.
Республикăра усă куракан çĕрĕн 16 проценчĕ кăна тÿремре, ытти – сĕвеклĕхре. Вĕсенчен 250 пин гектара яхăн çурçĕр еннелле сĕвек.
Тыр-пул тупăшĕ ăнса пултăр тесен çакна асра тытмалла. Лапампа айлăм вырăнсем, хĕвеле хирĕç выртакан, çурçĕрелле сĕвекленнĕ лаптăксем пулсан аванрах – пĕр еннелле сĕвекре тырă начар пулсан та, тепринче ăнатех. Çапла майпа çухатăва пĕчĕклетме пулать. Типĕ те шăрăх çанталăк чухне çурçĕрелле сĕвек лаптăксенче тупăш пысăкрах. Ытти çĕрте шăннă калча типсе хăрма пултарать. Сулхăнрах та çумăрлă çул хĕвеллĕ кунсем сахалрах чухне кăнтăр еннелле сĕвекре тĕш тырă лайăхрах пулĕ. Çанталăк кăтартăвĕсем нормăран тухман çул пур çĕрте те тыр-пул тата пахча çимĕç аван пулать. Анчах та çавăн пек çулсем 8-10 çулта пĕрре кăна çаврăнса çитеççĕ.
Çĕр хĕвел пайăркисемпе хăш вăхăтра ăшăннипе ăшăнманнине пĕлни пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелеме пулăшать. Кашни çулах пусă çаврăнăшĕнче тĕрлĕ еннелле сĕвек лаптăксем пулмалла. Çакăн пек туни агротехника мероприятийĕсен шутне кĕрет. Ăна шута илмесен тупăшсăр тăрса юлма пулать.
Çут çанталăк саккунĕсене пĕлекен, вĕсене пăхăнса ĕçлекен хресчен вара темĕнле пăтăрмаха та çĕнтерет.
Ырă сунса
В. Гаврилов,
Канаш районĕ, Уçырма.