19 января 2011 г.
«Тăван енрен хаклăраххи нимĕн те çук. Çак ăнлава В.Немцев ÿнерçĕн куравĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пĕтĕм ĕçĕ, тăван çĕре халалланăскер, художникăн пурнăç пĕлтерĕшĕ, юратăвĕ», – терĕ ЧР культура министрĕ Р.Лизакова.
Чăваш халăх художникĕ çак кунсенче 75 çул тултарчĕ. Çавна май Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Виктор Леонтьевичăн «Тăван енĕн çыннисемпе çĕрĕ...» куравĕ уçăлчĕ.
Чăн та, В.Немцев пултарулăхĕнче ял теми пĕрремĕш вырăнта тăрать. Вăл живопиçре виçĕ жанрпа ĕçлет: пейзаж, портрет, натюрморт. Пейзажра ÿнерçĕ çут çанталăкăн пур вăхăтне те ÿкерсе кăтартать. Анчах та чунне çывăххи пур пĕрех – çуркунне. Çут çанталăк чĕрĕлни, вăл тарăн ыйхăран вăранни уншăн пĕлтерĕшлĕрех.
Натюрмортра вара халăх искусствин хăйне евĕрлĕ сăнарĕсене, вăрманта, пахчара çитĕннĕ çырла-кăмпана, пахча çимĕçе сăнлать. Виктор Леонтьевич каланă тăрăх Чăваш Енри пур пулăма та, кашни вак-тĕвек япалана та шур пир çине куçарма хатĕр вăл. Çакă, паллах, çуралнă çĕршыв ÿнерçĕшĕн çав тери хаклă пулнине пĕлтерет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Н.Карачарсков, П.Григорьев-Савушкин, В.Семенов художниксемпе пĕрле В.Немцев «Сельские зори» ÿнерçĕсен пултарулăх бригадине хастар хутшăннă. Çак бригада хăй вăхăтĕнче республикăри чылай яла çитнĕ, ĕçчен те пултаруллă çынсемпе курса калаçнă, вĕсене ÿкернĕ. Ял теми ÿнерçĕсемшĕн пĕрремĕш вырăнта пулнă. Портрет жанрĕнче Виктор Леонтьевич çырма-çатрана йывăç лартса ÿстерекен Кузьма Никитина «Чашлама ялĕ» сăнланă. Ку портрета каярахпа чылай курава тăратнă, куракансем ăна хапăлласах йышăннă. Унăн репродукцине ÿнер журналĕсенче, кĕнекесенче, альбомсенче пичетленĕ.
В.Немцевăн тăван çĕре-шыва чунтан юратасси ăçтан пуçланнă-ха; Паллах, çуралнă кĕтесрен. Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче тĕнче курнăскерĕн ачалăхĕпе яшлăхĕ Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. Кунтах шкул пĕтернĕ, аллине малтанхи хут киçтĕк тытнă. Харьковри ÿнер училищинче вĕренекен А.Мамонтов студентпа «каярахпа «Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ» ята тивĕçнĕ» паллашни ăна кун-çул сукмакне суйлама пулăшнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн В.Немцев Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕнĕ.
Виктор Леонтьевич Йĕпреçри этнографи музейĕнчи картина галерейин экспозицине пуянлатма та пулăшнă. Унта унăн 50 яхăн ĕçĕ упранать.
К.Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреатне юбилейпе тата курав уçăлнă май тăван-пĕтенĕ, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Унăн кашни ĕçĕнче чунлăх пуррине палăртрĕç. «Сирĕн произведенисен тĕп темисенчен пĕри – тăван çĕрĕн тĕрлĕ енлĕ илемĕ, çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçăн кашни саманчĕн пĕлтерĕшĕ, – тесе хакланă В.Немцевăн пултарулăхне ЧР Президенчĕ М.Игнатьев хăйĕн ăшă саламĕнче. – Вĕсем вара этеме яланах ырри патне ăнтăлма чĕнеççĕ».
В.Петрова.