АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интеллигент. Кам вăл?

19 января 2011 г.

Ĕлĕкрех аслă пĕлÿ илнĕ, таса ĕçре ĕçленĕ кашни çыннах интеллигент тенĕ. Паян темшĕн интеллигент тени нимĕнле çĕкленÿллĕ те мăнаçлă туйăм çуратмасть. Хамăр çывăхра чăн-чăн интеллигент курманран ахăр. Аслă пĕлÿ илни кăна çителĕксĕр-çке, чун-чĕрепе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те таса пулмалла.

Халĕ пурте «ăслă». Анчах хăшĕ-пĕри хăйне тата та ăслăрах тесе шутлать. Сăмахран, тепĕр чух тухтăр патне кĕрсен куçран пăхасса кĕтсе илеймесĕрех тухса каятăн. Пысăк операци тÿссе ирттернĕ пĕлĕшĕм хырăмĕ питĕ ыратнипе терапевт патне кайса нуши çинчен каласа парсан хайхи хут çине пилĕк эмел ячĕ çырса панă та кăларса янă. Шереметĕнне хырăмне те тытса пăхман. Пациент тÿрех тухса кайма васкаманнине кура кăнттаммăн: «Тата мĕн кирлĕ?» – тесе кăна хунă.

Çирĕм çул каялла, университетра вĕреннĕ чухне, пĕр сумлă та паллă профессор ют çĕршыва чĕлхеçĕсен конференцине кайсан чунне пăлхатса таврăннине каласа панăччĕ. Иккен профессорсем тĕп ĕçне вĕçлесен пĕр-пĕрин шалăвĕпе кăсăкланнă. Самаях сумлă цифрăсем асăннă ĕçтешĕсем. Пирĕн ентеш патне те черет çитнĕ. Мĕн тумалла; Чăн-чăн шалăва калас – намăс. Çĕршывшăн намăс. Ирĕксĕрех темиçе хут ÿстерсе каланă вăл. Студентсем умĕнче хăйне мĕскĕн интеллигент тесе хакланăччĕ.

Унтанпа мĕн улшăнчĕ-ха; Мĕскĕнрен вăтанман интеллигента куçрăмăр пулĕ. Патшалăх хакламаннине кура ытти майпа саплаштарма, тĕрĕсрех каласан, сĕтев илме пуçларăмăр. Кунашкал хаклани йăвашрах паллах. Ача садĕнчен пуçласа, ун пек кăна мар-ха, ача çуратакан çуртран пуçласа аслă шкул тарана «парне» сĕнесси-тĕкесси вăй илчĕ. Çакă йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ тесен те юрать. Намăс-симĕс çухалчĕ.

Куç умĕнче йăпăл-йăпăл калаçакан, алăк хупăнсанах урăхла юрă пуçлакан, хăйсене питĕ ăслă пек туйса, кăтартса çÿрекен çынсене тĕрлĕ лару-тăрура курнă хыççăн ниепле те интеллигент теме чĕлхе çаврăнмасть. Икĕ питлĕ темелле-тĕр вĕсене. Тепĕр чух икĕ питлĕ кăна та мар.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков академик пурччĕ. Ун пирки пĕр иккĕленмесĕрех пысăк чĕреллĕ çын, интеллигент, тенĕ пулăттăм. Уçă кăмăллă та тÿрĕ чунлă пулнăран. Тарăн шухăшлă калаçăвĕшĕн. Тăван çĕре, халăха, ачасене юратнăшăн, ăна чĕререн хисепленĕшĕн. Куçне хупичченех çынлăхне çухатманнишĕн. Пуçра яланах унăн сăмахĕсем:«Лайăх пурăнсан та ĕмĕр иртет, япăх пурăнсан та ĕмĕр иртет. Лайăх пурăн!» Чун-чĕрепе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен таса та лайăх пурăнма сунса хăварчĕ вăл.

Нумаях пулмасть Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнче çирĕм çул ытла директорта ĕçленĕ Владимир Черлаковпа калаçма тÿр килчĕ.

– Хама чăн-чăн интеллигент теме пултараймастăп, – терĕ вăл. – Чăн-чăн интеллигентсем, общество ĕçне чунтан парăннисем питĕ сайра. Аслă ăрури интеллигент хăйĕнчен маларах çĕршыв çинчен шухăшланă. Хăйне усă тăвасса кĕтмесĕрех çынна ырă тунă. Çынна ырă туса хăй кăмăллă юлнă. Чун канăçне тупнă. Паянхи общество интеллигенци воспитанийĕ памасть. Хальхи саманан тĕп тĕллевĕ – çине тăрса укçа тăвасси. Пирĕн коллективра вăтăр учитель. Кама интеллигент тенĕ пулăттăм; Ахăртнех истори учительне. 57 çулта вăл. Çынна хаяр куçпа пăхса курнă-ши; Кирлĕ мара пакăлтатнине, çынна «çинине» илтмен. Шухăшласа, ăслă калаçать. Тата кам пур-ши; Интеллигентпа калаçсан хăвна валли мĕн те пулин çĕнни илетĕн. Унран нумай вĕренме пулать. Интеллигент пулма питĕ нумай вуламалла. Эпир вулатпăр-и-ха; Кĕнеке вулани кăна çын чун-чĕрине пуянлатма, тарăнлатма пулăшать. Халĕ телевизор пăхатпăр та интернетра ларатпăр. Унта ăс-тăн, чун валли мĕн тупатăн; Паян интеллигента мăшăр тупма та йывăр. Хăйсем пекки тупма çук.

Владимир Николаевич шухăшĕпе пĕтĕмпех килĕшес килет. Ĕлĕкрех вĕреннĕ çынсем сахал пулнăран-тăр учительсемпе тухтăрсем, агрономсемпе ветеринарсем, библиотекарьсемпе инженерсем, специалистсем интеллигент ятне çÿлте тытса тăнă. Вĕсемпе канашланă, вĕсенчен сĕнÿ-канаш ыйтнă. Халĕ пурте çырма, вулама, шутлама пĕлнĕрен-ши чунпа кăмăл-сипет пахалăхĕ, çынлăх туйăмĕ чухăнланса, йăшса пырать. Шухăшласан, пачах хирĕçле пулмалла пек те, анчах... Самана мĕн чухлĕ «ăслăрах, аслă пĕлÿллĕрех», çавăн чухлĕ кăнттамрах, усалрах пулса тухать. Тĕлĕнмелле, анчах та ку чăнлăх – чуна пусăрăнтараканскер... Чăн-чăн интеллигент нихăçан та суймасть, сăмах панине кирек епле пулсан та пурнăçлать. Чи малтанах вăл хăй умĕнче таса. Тем пек пысăк пĕлÿ илнĕ çын та кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен таса пулмасан интеллигент пулаймасть-тĕр. Çын хаклавĕпе хисепĕ те урăхларах, сивĕрех, пулать. Эсир мĕнле шутлатăр, хаклă вулакансем; Сирĕн шухăш-кăмăлăра пĕлес килет, çырса пĕлтерсемĕр.

Е. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика