14 января 2011 г.
Телевизор куракансем ăна «Гражданин начальник», «Президент и его внучка», «Дорога», «Теория запоя», «Женский роман» тата ытти кинофильмра та курма пултарнă. Нумаях пулмасть вара «ТВ-центр» каналпа кăтартнă «Абонент временно не доступен» фильмра Лана рольне калăпларĕ вăл. Сăмахăм Мускавра, Греципе Испанире, Швейцарире иртнĕ кинофестивальсенче тĕрлĕрен призпа преми, гран-при илме тивĕçнĕ Дина Корзун актриса çинчен пырать. Динăна Раççей киностудийĕнче кăна мар, Англире, Америкăра ÿкерекен фильмсене те хутшăнма чĕнеççĕ. Вĕсенчен чи паллăраххисем – «Последнее прибежище», «Сорок оттенков грусти». Пĕрремĕш фильмшăн Хихонра «Испани» тата Салоникире «Греци» иртнĕ кинофестивальсенче Д.Корзун «Чи лайăх актриса» ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш фильм вара пĕтĕм тĕнчери «Сандэнс» кинофестивальте тĕп наградăна илнĕ.
«Страна глухих» режиссерĕ Валерий Тодоровский «унта Дина Яя рольне вылять» йăхташа «пуласлăх актриси» тесе хакланă. Çапла, «çăлтăра» йăхташ тесе хакларăм эпĕ. Мĕншĕн тесен Дина Корзунăн йăх тымарĕ – Пушкăртстанран. Амăшĕ Ольга Дмитриевна «хĕр чухнехи хушамачĕ Григорьева» – чăваш хĕрарăмĕ. Вăл 1947 çулта Пелепей районĕнчи Слакпуç ял тăрăхне кĕрекен Чупукаранта çуралнă. 1965 çулта вăл Пишпÿлекре 10 класс пĕтернĕ хыççăн Самара вĕренме кайнă. Каникул вăхăтĕнче Смоленск тăрăхĕнче пурăнакан тăванĕсене курма кайни унăн пурнăçне пĕтĕмпех улăштарнă. Ольга хăй вĕренекен аслă шкула пăрахса пĕрре курсах килĕштернĕ хулана тухса вĕçтернĕ. Малтан – техникум, кайран институт пĕтернĕ кунта. Александр Корзун беларуспа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 1971 çулхи апрель уйăхĕнче вĕсен хĕр çуралнă.
Çитĕннĕ май Дина балетпа, ташăпа кăсăкланнă, ÿнер шкулне çÿренĕ. Пĕр вăхăт Смоленскри педагогика институтĕнчи ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Каярахпа Мускаври А.Чехов ячĕллĕ МХАТ шкулне вĕренме кĕнĕ. 1995 çулта «Театральные дебюты Москвы» фестивальте «Любовь в Крыму» спектакльте хĕрарăм рольне лайăх вылянăшăн приз илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл МХАТ сцени çинче лартнă «Гроза» «Катерина», «Преступление и наказание» «Сонечка Мармеладова», «Сон в летнюю ночь» «Елена» пьесăсенче те вылянă, куракансене пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.
Çамрăк актрисăн ăсталăхне кинорежиссерсем те асăрханă, ăна тĕрлĕ фильмра ÿкерĕнме сĕннĕ. «Страна глухих» кинори рольшĕн Д.Корзун 1998 çулта «Ника» тата «Золотой Овен» премисене тивĕçнĕ. Швейцарире вара «Звезды завтрашнего дня» кинофильмри рольшĕн – гран-при.
Амăшĕ Ольга Дмитриевна халĕ Мускавра пурăнать. Çапах та çуралса ÿснĕ тăрăха манмасть вăл, Чупукаран ялне килсех çÿрет. Вăл каланă тăрăх Дина чăвашла пĕлмест. Шкулта вĕреннĕ чухне унăн чăваш сăмахĕсен блокночĕ пулнă. Кукамăшĕпе амăшĕ калаçнине илтсе хăйне евĕр словарь хатĕрленĕ хĕр ача.
Халĕ Дина Швейцари çыннипе, Луи Франк режиссерпа, çемье çавăрнă. Туслă мăшăр виçĕ ача çитĕнтерет. Франк çемйи икĕ çĕршыв тĕп хулисенче – Мускавра тата Лондонра – пурăнать.
Йăхташăмăрăн тепĕр ырă тĕслĕхĕпе те паллаштарас килет вулакана. Чулпан Хаматова актрисăпа пĕрле вăл рак чирĕпе нушаланакан ачасене пулăшма «Подари жизнь» фонд уçнă. Çавна май вĕсем пысăк сценăсем çинче час-часах ырă кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Асăннă фондăн правленийĕпе попечитель канашĕн йышне çĕршыври паллă артистсем, тухтăрсем, ырă кăмăллă çынсем, «Доноры детям» ушкăн волонтерĕсем кĕреççĕ. Фонд ракпа чирлĕ ачасен клиникисене, ача-пăча гематологийĕн федераци центрне, рентгенорадиологин Раççей наука центрĕн ача-пăча уйрăмне, нейроонкологи тата паллиатив уйрăмĕсене пулăшать.
Дина Корзун ячĕ-шывĕпе беларуссем питĕ мăнаçланаççĕ. Чăн та, пултаруллă актрисăпа мĕншĕн хăпартланас мар; Пирĕн те, чăвашсен, унпа мăнаçланма сăлтав пур. Тем тесен те ăна чăваш хĕрарăмĕ çуратса ÿстернĕ-çке. Эппин, унра чăваш юнĕ те чупать.