АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта пурăнас килет-и?

12 января 2011 г.

Уçă сывлăш, таса çут çанталăк – çакă пĕтĕмпех яла илем кÿрет. Апла пулин те кунта пурăнас текенсем питĕ сахал. Хăш-пĕр ялсенче ватăсем кăна тăрса юлнă. Ял пурнăçĕ çамрăксене мĕншĕн илĕртмест-ха; Çакна яш-кĕрĕмрен хăйĕнчен ыйтса пĕлтĕм.

«Ялта пачах пурăнас килмест. Кунта çамрăксем валли ĕç вырăнĕ те, канмалли те çук. Пултаруллисене аталанма май памаççĕ», – хуравсем пурте тенĕ пекех пĕр майлă пулчĕç. Ялта ĕç çукки çамрăксене канăç памасть. Тĕслĕхрен, Элĕк районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕнче паянхи куна 58 çын тăрать, вĕсенчен 20-шĕ – 30 çула çитменнисем. Паллах, ĕçсĕр ларакансенчен кунта пурте мар. Ĕç тупас тесе пурте çунмаççĕ. Анчах вĕренсе тухнисене те ăна тупма йывăр. Опытсăр çынна хăй патне никам та ĕçе илесшĕн мар. Май памасан вара опыт та пухăнаймасть. Мускава е урăх хулана ĕçлеме çÿрекенсем чылай. Пĕр вăхăт ĕçлесе пурăнса каялла таврăнсан вара хăшĕ-пĕри ĕçлесе илнĕ укçине эрех ĕçсех пĕтерет. Çамрăксемшĕн кăна мар, аслăраххисемшĕн те ялти чи илĕртÿллĕ вырăн лавкка пулса тăрать. Кунтах кун кунлакансем кашни ялтах пур. Ĕçсе çапкаланса çÿрекен çамрăксем вара çемье те çавăраймаççĕ, çемйи пулсан та ачисене кирлĕ шайра пăхса ÿстерес ыйту тухса тăрать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçет, туртать е ĕçлемесĕр пурăнать пулсан пепкесем çакна курса ÿсеççĕ, тĕслĕх илме пултараççĕ. Çапла, Элĕк районĕнчи çула çитмен çамрăксенчен паянхи куна сахалтан та 8,5 проценчĕ пирус туртать. Наркăмăш тутине ачасем вун иккĕ-вун виççĕрех астивме пуçлаççĕ. Юлашки вăхăтра çак нушапа правительство шайĕнчех кĕрешме тытăннă. Районта та çак тĕлĕшпе ятарлă программа йышăннă. Çамрăксене табак туртма пăрахтарма больница ĕçченĕсем тĕрлĕ тĕл пулусемпе калаçусем ирттереççĕ. Кĕрешĕве вара тухтăрсем хăйсенчен пуçланă. Халĕ больниципе те 3 тухтăр кăна туртать. Ку та нумай тесе шутлать поликлиника заведующийĕ Василиса Архипова. Пирус туртманнисене вара сывă пурнăçа суйласа илнĕшĕн укçапа хавхалантарса тăраççĕ. Районта сывă пурнăç уйăхлăхĕсем тăтăшах иртеççĕ. Ачасене килте тĕрĕс пăхса ÿстермесен вара ыттисем каланин усси сахал. Элĕк шкулĕнче те пирус туртассине хытарнă. Кунта та чи малтан учительсенчен пуçланă. Вĕсен йышĕнче те туртакансем хальлĕхе виççĕн тăрса юлнă. Шкул территорийĕнче пачах туртма юрамасть. «Ачасем туртнине шкул умĕнче кăна мар, тулта та кураймастăн. Çын çук çĕрте пытанса туртаççĕ паллах», - тет шкул директорĕ Владислав Волков. Туртма пăрахнисен шучĕ ÿснипе ÿсменнине чăннипе никам та калаймасть. Апла пулин те пирус пĕчĕккĕн модăран тухса пынине сахал мар çын палăртать.

Çамрăксем пирки тĕрлĕрен калама пулать. Вĕсенчен пĕрисем пултаруллă та малалла ăнтăлакансем, теприсем – ăссăрла, кун ирттĕр те каç пултăр тесе пурăнма хăнăхнăскерсем. Ялсенче клубсем çукки те пăшăрхантарать. Пур пулсан та халĕ вĕсенче çамрăксемпе ĕçлесшĕнех мар. Район центрĕнче культура керменĕ те йĕркеллĕ ĕçлет, спорт комплексне те уçнă. Анчах кунта çÿреме пурин те майсем çук. Ташласа савăнас вырăнне çамрăксем час-часах тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿреççĕ. Эрех ĕçсе пĕр-пĕринпе çапăçни те час-часах пулкалать. Нумайăшĕ хăйне çын умĕнче пачах тытма пĕлмест. Чылай ялшăн культура центрĕ – шкул кăна. Юлашки çулсенче вара ача сахалланнипе вĕсене те хупаççĕ. Ялти библиотекăна хупни те пулкалать. Хăшĕ-пĕрин вара «лавкка сыхласси» кăна юлать. Паллах, мĕнле пурăнмаллине тата ăçта ĕçлемеллине кашни хăй суйлать. Пурте тенĕ пекех хулана çул тытаççĕ. Яла çамрăк сайра юлать. Вĕсем пурте ĕçке ярăнса ĕçсĕр лараççĕ тени те тĕрĕс мар. Çапах та йĕркеллĕ, тÿлевлĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ыйту яланах çивĕч тăрать. Пĕр вырăнта тăма юратман пултаруллă çамрăксем хăйсем валли ялта та вырăн тупаççĕ, хăшĕ-пĕри хăйĕн бизнесне уçать. Çапла йĕркеллĕ çамрăксем хăйсен шухăшне кăтартмасăр «вăйлăраххи» хыççăн каяççĕ. Çавăнпа та çын хушшине кĕрсе çухалас мар тесен пайăрлăха çухатмалла мар. Кашнин хăйĕн çулĕ пулмалла. Хамăр вăя ĕненсен вара ялта та телейлĕ пурăнма пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика