АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнисĕр пуласлăх çук

12 января 2011 г.

Музей пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кунта иртнĕ пурнăç упранать. Элĕк салинчи краеведени музейĕн район историйĕпе, авалхи чĕр чунсен шăмми-шаккипе тата ытти экспонатсемпе паллаштарнисĕр пуçне тепĕр тĕллев пур. Ку вăл - музей ĕçне ытти районсенчи тата республикăсенчи çынсене явăçтарасси.

Элĕк салинчи литературăпа краеведени музейĕ 1995 çулта уçăлнă. Малтан ку пÿлĕмре икĕ класлă шкул вырнаçнă. Ăна 1898 çулта И.Я. Яковлев пулăшнипе хута янă пулнă. Каярахпа шкул вырăнне музей вырнаçтарнă. Ăна валли Ураскильт шкул музейĕнчен экспонатсем куçарса килнĕ. Çак таранччен музей ĕçĕсене пĕтĕмпех Гурий Константинович Терентьев пурнăçланă. Халĕ вăл - музей фондне упраканĕ. Директор вырăнне çĕнĕ çынна - Ольга Евгеньевна Алексеевăна лартнă. Унччен шкулта вăй хунă çамрăк хĕрарăм музей ĕçне пĕтĕм кăмăлтан пикеннĕ. Чи малтанах пÿлĕме илем кĕртме пуçланă: урайсене сăрланă, юхăннă маччана юсаттарнă.

Шкул ĕçлеме пуçласан Иван Яковлевич кунта час-часах килсе çÿренĕ. Учительсене пулăшса пынă. Ăна халалласа музейре Яковлев пÿлĕмне йĕркеленĕ. Кунта 900 экспонат. Вĕсен шутĕнче кĕнекесем, стендсем, çырусемпе сăн ÿкерчĕксем. Кунтах Яковлев парнеленĕ сĕтел ларать.

Çут çанталăк залне пуянлатма Гурий Константинович шкул ачисемпе пĕрле нумай тăрăшнă. Мамонт, слон, бизон шăммисене, белемнит, аммонит чулĕсене Хирлеппе Выла шывĕнче тупнă. Паяхи куна кунта 1300 ытла экспонат, çулран çул вĕсем хутшăнсах пыраççĕ.

Этнографи залне каллех ачасем пулăшнипе пуянлатнă. Авалхи ĕç хатĕрĕсем, чашăк-тирĕк, чăваш çи-пуçĕ, музыка инструменчĕсем – çаксене пĕтĕмпех ял-ял тăрăх çÿресе пуçтарнă. Çар мухтавĕн залĕнче тăватă пине яхăн экспонат. Сăн ÿкерчĕксем, альбомсем, çырусемпе грамотăсем, кĕнеке-хаçат, хĕç-пăшал, тумтир, чашăк-тирĕк - пурте тĕрлĕ вăрçа хутшăннă ентешсене аса илтереççĕ. Кунта интернационалист салтаксен залĕ те вырнаçнă.

Нумаях пулмасть выставка центрĕ уçăлчĕ. Халĕ кунта тăтăшах куравсем иртеççĕ. Икĕ уйăха пынă тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсене халалланă кураври 6 пин экспоната пине яхăн çын килсе курнă. Маларах «Эреш илемĕ» курав илемлĕ тĕрĕсемпе тата ал ĕçĕсемпе паллаштарнă. Паллах, музее ытларах шкул ачисем çÿреççĕ. Кунта географипе тăван ен культурине вĕрентекенсем час-часах уроксем ирттереççĕ. Авалхи тумтирпе чашăк-тирĕк, мамонт шăмми е ытти япаласене курса вĕренни ачасемшĕн питĕ интереслĕ. Кĕçĕн классем валли музейре викторинăсемпе конкурссем пулаççĕ.

Ольга Алексеевăн ĕмĕчĕсем пысăк. Çитес вăхăтра вăл Элĕк салинче «уçă сывлăшри музей» йĕркелесшĕн. Ку шухăша район администрацийĕ те хаваспах йышăннă. Музейре тимĕрçĕ лаççи, ампар, хура пÿрт тата каярах вăхăтри çуртсем, çăл куç пулмалла. Ĕмĕчĕсем пысăк та, пулăшу пулмасан нимĕн те тăваймăн çав. Паян музей патшалăх бюджечĕ паракан укçа-тенкĕпе пурăнать. Ĕçлемелли вара пайтах. Кивĕ çурта тахçанах юсаса çĕнетмелле. Пулăшакансем тупăнсан аванччĕ те... Иртнисĕр пуласлăх çук теççĕ. Пулас ăрусем ним пĕлмен-ăнкарман çынсем пулса ан ÿсчĕр тесен халех тăрăшмалла.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика