АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми куравĕ

12 января 2011 г.

Кăçалхи февралĕн 17-19-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсем хушшинчи «Çĕр улми. Пахча çимĕç» курав иртет. Хальхи вăхăтра чикĕ леш енчи тата хамăр çĕршыври 38 компани курава хутшăнассине пĕлтернĕ, çав шутран Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен, Тюмень, Мускав, Чулхула, Ярославль, Воронеж, Самара, Омск, Свердловск облаçĕсенчен, Краснодар крайĕнчен, Пушкăрт, Тутар республикисенчен те. Курава агропромышленность комплексĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ «Август» фирма, «Щелково-Агрохим» пĕрлешÿ «КРи ММ» агрофирма, «Тав» компани тата ыттисем те çитĕç. Курава хутшăнакансем çĕр улми, пахча çимĕç туса илес ĕçри çĕнĕлĕхпе, техникăпа, технологипе паллашĕç. Çĕр улмин сорчĕсемпе вĕсене туса илмелли техника, ÿсен-тăрана сыхламалли хатĕрсем Шупашкарти Регионсем хушшинчи суту-илÿпе курав «МТВ» центрĕнче вырнаçĕç.

Çулсерен курав программи анлăланса, пуянланса пырать. Кăçал та наука конференцийĕсем, семинарсем, ĕçлĕ тĕл пулусем иртĕç.

Çурт-йĕр çавăрма – субсиди

«2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен гражданĕсем, çамрăк çемьесемпе специалистсем ялта пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма федераци бюджетĕнчен 110 млн тенкĕ субсиди, çурт-йĕр çĕклеме «туянма» социаллă тÿлев парасси пирки 453 свидетельство илнĕ. Федераци укçипе Комсомольски, Канаш районĕсенче туллин усă курнине палăртмалла. Çĕмĕрле тата Куславкка тăрăхĕсенче ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕ.

Программăна пурнăçа кĕртнĕ тапхăрта «2003-2010 çç.» республикăна федераци бюджетĕнчен 860,1 млн тенкĕ куçнă. Патшалăх пулăшăвĕ ялта пурăнакан 3500 çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май панă.

Кредит илме

Раççей ял хуçалăх банкĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма кредитсем илмелли йĕркесене ансатлатнă. Хресчен «фермер» хуçалăхĕсене, уйрăм пайтаçăсене кредитлама çĕнĕ йĕрке йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн кредитăн чи пысăк виçине 10 миллион тенкĕрен 15 миллион тенке çитернĕ. Çĕнĕ йĕркепе хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче виçĕ уйăхран кая мар опыт пухнă фермерсем, уйрăм пайтаçăсем тата пĕчĕк е вăтам бизнесăн ытти субъекчĕсем усă курма пултараççĕ. Юлашки 12 уйăхра хушма хуçалăх тытса пынă граждансем çĕнĕрен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ пулсан, вĕсен 3 миллион тенкĕ таран кредит илме май пур. Раççей ял хуçалăх банкĕпе ĕçлĕ çыхăну тытнă, парăмсене вăхăтра татса пынă клиентсен кредит илме халĕ сахалтарах документ тăратмалла, çавăн пекех вĕсен заявкисене кĕске вăхăтра пăхса тухĕç.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика