АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пушанса ан юлтăр

12 января 2011 г.

Халăх ватăлса пыни, çуртсем хупăнни пăшăрхантарать Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн специалистне Тамара Емельяновăна. «Пушă пÿртсене илес текенсем пур, анчах та ашшĕ-амăшĕ вилнĕ хыççăн хулара пурăнакан ачи-пăчи тăван кил-çуртне сутасшăнах мар. Тивĕçлĕ канăва тухсан чылайăшĕ çуралнă тăрăха таврăнасшăн», – тет вăл.

Анчах та пенсионер пĕрех вăй питти çын мар ĕнтĕ. Кăмăл-туйăма вара тытса чараймăн. Çулсем хушăннă май çуралнă кĕтес, тăван-пĕтен çывăхрах. Çавăнпа çулланнă çыншăн ашшĕ-амăшĕн çурчĕ хаклă. Хулари хваттерне пăрахса тăван ялах таврăнать вăл.

Çамрăксенчен ытларахăшĕ вара шкул пĕтернĕ хыççăн хула еннелле туртăнать. Анчах кунта та вĕсем валли пылпа çу хатĕрлесе хуман. Хваттер ыйтăвĕ хăех мĕне тăрать! Çавăнпах ĕнтĕ яш-кĕрĕм пропискăпа тăван ялĕнчех шутланать. Çавна май ял хут çинче пушансах юлман.

Асăннă тăрăхра 7 ял. Пине яхăн кил хуçалăхĕ. Паянхи куна 800 çемье хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ илнĕ. «Кирлĕ документсене пухма пурне те пулăшатпăр», – кăмăллăн сăмахлать Тамара Васильевна.

Вăл каланă тăрăх яла 2012 çулччен социаллă аталантармалли федераци программи туллин ĕçлет кунта. Çавăн пекех çамрăк çемьесене хавхалантарма ятарлă программăсем та пулăшу кÿреççĕ. «Ялта пурăнакан, ача-пăча ÿстерекен, кил-çурт çавăрма тăрăшакан çамрăк мăшăрсене ытларах пулăшас килет. Çавна май вĕсене черете тăрататпăр. Акă Хăвăлçырма ялĕнчи Анатолипе Наталья Ловкинсем мăшăрланнă хыççăн хулана каясшăнччĕ. Халĕ вара тăван тăрăхрах йăва çавăрма шутларĕç, хăйсен вăйĕпех çурт лартма тытăнчĕç. Çакнашкал тăрăшуллă çемьесене куçран вĕçертес килмест пирĕн. Кармалта пурăнакан нумай ачаллă Галкинсен çемйине те черете тăратрăмăр. Пулăшу укçипе Елчĕкре икĕ пÿлĕмлĕ икĕ хваттер туянчĕç вĕсем. Паллах, ялта тĕрлĕ çемье пурăнать. Кашнийĕн – хăйĕн нуши. Кармалти Елена Лапшинăн кил-çурчĕ çунса кĕлленчĕ. Тăватă ачапа урамра тăрса юлчĕ хĕрарăм. Ăна та патшалăх пулăшăвĕпе кил-çуртлă турăмăр. Шел пулин те, малтанхи çулсенче тĕрлĕ программăпа çулталăкра 6-7 çемье çурт-йĕрлĕ пулнă пулсан, хальхи вăхăтра çак чыса 3 çемье çеç тивĕçет», – пĕтĕмлетрĕ калаçăвне Т.Емельянова специалист.

Кил-çурт çавăрма çăмăл мар. Çапах та йывăр саманана пăхмасăрах çамрăксем çурт хăпартма тăрăшаççĕ. Кун пек чухне патшалăх пулăшăвĕ вĕсемшĕн çав тери хаклă.

В.МАКСИМОВА. Елчĕк районĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика