АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке – чун апачĕ

22 декабря 2010 г.

Çирĕклĕ Шăхаль вулавăшĕнчен ача-пăча татăлманни савăнтарать Надежда Михайлова библиотекаре. Çуллахи вăхăтра та, каникулсенче те килеççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕри шкул программи тăрăх вулать, тепри ăс-тăна аталантарасшăн.

Кÿршĕ Элпуç ялĕнче вулавăш çук. Элпуçсене кĕнекепе Çирĕклĕ Шăхальсем тивĕçтерсе тăраççĕ. Икĕ ялта паянхи кун – пин ытла вулакан. Ачасемпе пĕрлех аслисем те вулама юратаççĕ. Надежда Николаевна каланă тăрăх Тамарăпа Иван Шелтуковсем, Юрий Краснов, Нина Захарова, Леонид Краснов, Зоя Георгиева, Николай Андреев хаçат-журналсăр, кĕнекесĕр пурăнма пултараймаççĕ. Вăл вĕсене çăкăр пекех кирлĕ. Çапла, çын чун апачĕсĕр те пурăнаймасть çав.

Кашни çулах библиотека «Чи нумай вулакан кĕнеке» конкурс ирттерет. Кăçал Виталий Шемекеевăн «Ай, тăварлă кĕвĕçÿ куççулĕ» кĕнекине кăсăклансах вуланă ял халăхĕ. Вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех кунта çулсерен «Чи хастар вулакан» ятне те палăртаççĕ. Çак чыса кăçал вырăнти вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Александра Ефимова тивĕçнĕ.

«Шкул библиотекипе тачă çыхăну тытатпăр, – тет Н.Михайлова. – Чылай мероприятие пĕрле ирттеретпĕр. Тĕрлĕ акцие хутшăнса ялти сусăр ачасемпе вăрçă ветеранĕсем патне, ваттисен çуртне кайса килетпĕр. Час-часах вĕсене концерт кăтартатпăр».

Тĕрлĕ уяв тĕлне буклетсем хатĕрлени те йăлана кĕнĕ кунта. Акă Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа Анна Тимофеева пирки кăсăклă материал пухса хатĕрленĕ. Анна Тимофеевна Элпуçĕнче çуралса ÿснĕ. 1942 çулта Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. 1203-мĕш артиллери полкĕнче чăваш хĕрĕ пулеметчица, наводчица пулса çапăçнă. Йывăр аманса сывалнă хыççăн А.Тимофеева çак полкрах санитар инструкторĕ пулнă. Тăван тăрăха кĕçĕн лейтенант званипе таврăннă. Каярахпа та Çирĕклĕ Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче медсестрара чылай вăхăт ĕçленĕ. Ял халăхне чир-чĕртен сыватас тесе тăрăшнă. Вăл пулăшнипех тата миçе ача çут тĕнчене килмен-ши;! Тăрăшулăхне, хастарлăхне кура Анна Тимофеевнăна «СССР Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ» ята парса чысланă.

Вĕрентекен çулталăкне халалласа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем – Елизавета Захаровăпа Олимпиада Осипова – пирки те çакăн пек буклетсем кăларнă.

Тĕслĕх библиотекăн ячĕ-сумĕ анлă та чаплă. Çакнашкал ĕçсене пурнăçлама техника та, ытти хатĕр те çителĕклĕ.

Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма та май тупрăм. Вĕсен хушшинче чăвашла кун çути курнă Библи те пур. «Вулакансем пур-и;» – тесе кăсăклантăм ăна алла тытса. «Ват çынсем интересленеççĕ», – пулчĕ хурав.

Кăçал библиотекăна 120 çĕнĕ кĕнеке килнĕ. Иртнĕ çул ытларах пулнине палăртрĕ Надежда Николаевна.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ вулавăша хаçат-журнал çырăнса парать. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта кунта 11 кăларăм килсе тăрать. Вĕсен шутĕнче «Хресчен сасси», «Тăван Атăл», «Капкăн» та пур.

Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Паллах, хăшĕ-пĕри хирĕçлеме те пăхĕ çакна. Ара паянхи кун информаци çăл куçĕ çав тери нумай-çке. Анчах нихăшĕ те кĕнеке чухлĕ ăс-тăн параймасть. «Кĕнекесĕр çурт чунсăр ÿтпе пĕрех», – тенĕ Цицерон философ. Эппин, вăл чăннипех те чун апачĕ, ăна ăшăтма, хумхантарма, пăшăрхантарма, савăнтарма, макăртма пултараканни.

В.Петрова.

Елчĕк районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика